Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Депутат хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ

Автор: В.БАГАДЕРОВА

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Хушнӑ: 2016.04.21 17:29

Пуплевӗш: 25; Сӑмах: 339

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Политика

Чӑваш Енре Раҫҫей Федерацийӗн 7-мӗш суйлаври Патшалӑх Думин суйлавӗн малтанхи сасӑлавне хутшӑнакан кандидатсене регистрацилесе пӗтернӗ. Кун пирки «Единая Россия» партин Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов пӗлтерчӗ.

- Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен кӑмӑл пуррисем пурте сасӑлава хутшӑнма документсем тӑратма пултарнӑ. Малтан судпа айӑпланман-тӑк, ытти партире тӑмасан кандидат пулма кансӗрлекен чӑрмав ҫук, - пӗлтерчӗ Николай Владимирович. - Чи пӗлтерӗшлӗ тапхӑр - умра: ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тӗп суйлав умӗнхи малтанхи сасӑлав иртет.

Николай Малов пӗлтернӗ тӑрӑх - Патшалӑх Думин депутачӗ пулас текен 44 ҫынран 61 заявка йышӑннӑ, ҫак шутран 41 заявкӑна регистрациленӗ. Ыттине тӗрлӗ сӑлтавпа пӑрахӑҫланӑ. Канаш округӗнчен - 9, Шупашкар округӗнчен 14 кандидата шута илнӗ. Ҫак йышра хальхи вӑхӑтра тӗрлӗ шайра депутат тивӗҫӗсене пурнӑҫлакансем те - Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов, Ирина Клементьева, Николай Владимиров, Ильяс Калмыков - пур. Вӗрентӳ сферинчен Алексей Судленковпа Инна Исаева, сывлӑх сыхлавӗнчен Алла Самойловӑпа Юрий Зорин малтанхи сасӑлава хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

«Единая Россия» парти кандидатсене шута илнӗ чухне тӗпе хуракан тӗп паллӑсенчен пӗри вӑл - урӑх парти ретӗнче тӑманни. Регистрациленнӗ 30 ҫынран 15-шӗ - «Единая Россия» парти членӗсем, 14-шӗ - нихӑш партире те тӑмаҫҫӗ.

Ҫирӗплетнӗ йӗркепе килӗшӳллӗн кандидатсен дебатсене хутшӑнмалла. Ҫак пулӑма кандидатсем хӑйсем мӗнле йышӑнаҫҫӗ-ха? Пӗр парти членӗсем тӑшман пулса тӑмӗҫ-и?

Алена Аршинова ҫирӗплетнӗ тӑрӑх - «Единая Россия» чи малтанах - команда. Партире тӑракан кашни ҫын вӑйлӑран вӑл тата та вӑйлӑрах. «Манпа пӗрле малтанхи сасӑлава хутшӑнакан ҫынсем пурте пысӑк опытлӑ, пултаруллӑ. Вӗсенчен вӗренмелли нумай», - палӑртрӗ Алена Игоревна. «Ҫак командӑна сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшмалла, - ӗҫтешӗн шухӑшне малалла тӑсса пӗлтерчӗ Николай Малов. - Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗ хыҫҫӑн 23-мӗшӗ, 24-мӗшӗ... пулать. Пирӗн чи малтанах малашлӑх пирки шухӑшламалла, пӗр-пӗрне ӑнланса пулӑшса пымалла». Владимир Иванов кандидат депутат пулса тӑрсан кандидатсем оппонентсен сӗнӗвӗсене те шута илессине, вӗсене пурнӑҫа кӗртессине шаннине пӗлтерчӗ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗн Леонид Черкесовӑн шухӑшӗпе - дебатсем кирлех. Сӑмах хыҫҫӑн сӑмах... «Анчах суйлавҫӑсем депутатсенчен курӑмлӑ ӗҫсем кӗтеҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта халӑхпа ытларах тӗл пулмалла, вӗсене хумхантаракан ыйтусене тӗпчемелле.
Сӑмаха чӑн ӗҫпе ҫирӗплетмелле, депутат чи малтан хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ», - терӗ Леонид Ильич.
«Партире сӑмаха тытнине ҫирӗп тӗрӗслеҫҫӗ», - палӑртрӗ Геннадий Матвеев кандидат та.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн суйлавӗн малтанхи сасӑлавне хутшӑнас текенсен заявленийӗсене ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Хальлӗхе, Николай Малов пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри пӗр мандатлӑ 22 округ тӑрӑх 84 ҫынна регистрациленӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕпленрех