Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012)

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1326202

Хушнӑ: 2016.03.22 12:16

Пуплевӗш: 14; Сӑмах: 234

Текст тӗсӗ: Салам сӑмахӗсем

Вырӑсла Тема: Культура

Хисеплӗ журналистсем, кӗнеке-хаҫат кӑларакансем тата полиграфистсем!

Сире Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Эсир – питех те чаплӑ професси ҫыннисем, ҫивӗч ыйтусене яланах туйса-курса тата мӗн пур пулӑм ҫинчен пӗлсе тӑратӑр. Пултарулӑхри ҫирӗп тӗллевлӗхпе хастарлӑх, пысӑк шайри ӑсталӑхпа тарӑн ӑс сирӗн паха енӗрсем. Хӑвӑрӑн тӗлӗнмелле талантӑра, тӑрӑшулӑхӑра тата малашлӑха курма пӗлнине пула эсир пурне те кӑсӑклантаракан темӑсене тӗплӗн ҫутататӑр, кӑткӑс ыйтусен тупсӑмне уҫса паратӑр тата влаҫпа общество хушшинче усӑллӑ калаҫу йӗркелеме пулӑшатӑр.

2011 ҫулта республикӑра Чӑваш Ен Наци телерадиокомпанийӗ ӗҫлеме пуҫларӗ. Ҫак пулӑм пӗтӗм чӑваш тӗнчишӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Журналистсен лайӑх ӗҫне, тарӑн шухӑшлӑ информацие уйӑрса илме, пулса иртекен пулӑмсем ҫинчен тӗрӗс те илӗртӳллӗн каласа пама пӗлнине пула эфира тӑван чӗлхепе тухакан ҫӗнӗ хыпарсемпе, тӗрлӗ кӑларӑмпа тата программӑпа ҫӗр-шывӑн кирек хӑш кӗтесӗнче те паллашма майсем пур.

Журналистика пӗр вырӑнта тӑмасть: хальхи технологисем, туса хатӗрленӗ япаласемпе ӗҫ мелӗсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа аталаннине тата ӗҫе кӗрсе пынине пула масс-медиа валли ҫӗнӗ ресурссемпе майсем йӗркеленеҫҫӗ. Интернет, социаллӑ сетьсем, YouTube ытларахӑшӗшӗн кулленхи пурнӑҫӑн пӗр пайӗ е хӑнӑхнӑ информаци ҫӑл куҫӗсем пулса тӑчӗҫ. Информацин ҫак вӗҫӗмсӗр анлӑхӗнче вулакан-куракан патне лайӑх пахалӑхлӑ материалсем илсе ҫитерессине, журналист этикин принципӗсене тата ҫырнӑ сӑмахшӑн яваплӑ пулнине сыхласа хӑварни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Сире хӑвӑр ӗҫӗре чунтан парӑннӑшӑн, хастарлӑхӑршӑн, професси ӑсталӑхӗпе пысӑк пултарулӑхӑршӑн тата ҫынсене савӑнӑҫ кӳме пӗлнӗшӗн тав тӑватӑп. Шанатӑп: пултарулӑх ӗҫӗнче тӑтӑшах ҫӗннине шырани Чӑваш Ен журналистикин чи лайӑх йӑли-йӗркине малалла та сыхласа упрама тата пуянлатса пыма пулӑшӗ. Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата лайӑх кӑмӑл-туйӑм сунатӑп!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех