Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӗре патне капланса пырса тухмалла ан пултӑр тесе, эсир, мана пӗр-пӗр йышши спирт илме ҫырса парӑр.Вы мне спиртику какого-нибудь дайте, чтоб к сердцу не подкатывало.
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
— Чӗре, Кузьма Егорыч!
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
Хуллен ҫитӗнекен пӑтранчӑк, кӳренӳллӗ сисӗм, таҫта, чӗре тӗпӗнче вӗшӗлтетсе, ӑна кӗҫӗрхи каҫ мӗн тумалли ҫинчен ӑса-пуҫа пуҫтарса шутлама чӑрмантарнӑ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
— Ӗҫ акӑ мӗнле, юлташсем: ҫак ҫӗр эпӗ хамӑн чӗре ӑшнелле пӑхрӑм та, унта хамӑн ӗлӗкхи ирӗклӗ пурнӑҫ валли вырӑн тупаймарӑм.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Вӑл, чӗре хаваслӑхне хаклӑ йышши чулсен ялтӑркка ҫуталӑвӗнче, Египетӑн ырӑ шӑршӑллӑ сухӑрӗсен ароматӗнче, ҫӳхе пусмасен ачаш сӗртӗнӗвӗнче, сӗтеклӗ кӗвӗре, нинуансен тӗрӗсемпе эрешленӗ потирӗнчи выляса тӑракан йӑлтӑр-йӑлтӑр хӗрлӗ эрехӗн техӗмӗнче тупма пӗлекенскер, — лӑпкаса ҫупӑрлама юратнӑ вӑл ҫаплах арӑслансен хӑрамалла сивлек ҫилхисене, хура пантерӑсен пархӑтлӑ ҫурӑмӗсене, тумхаллӑ ҫамрӑк леопардсен ҫемҫе ура лапписене; юратнӑ тискер кайӑкссн мӗкӗрӗвне итлеме, вӗсен вӑйлӑ та илемле хусканӑвӗсене курса, вӗсен хаяр та вӗри сывлӑшӗн шӑршине туйса тӑма.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Унтан чӗре ыратнӑран ӗҫмелли тумламсем хатӗрлеҫҫӗ.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кун пек шухӑша кайни — ҫывӑрни те, шухӑшлани те мар; Обломов ним ҫинчен те пикенсех шухӑшламарӗ, чӗре ерипен тапнине лӑпкӑн итлерӗ, ним ҫине те тинкерсе пӑхман ҫын пек, хушӑран куҫӗсене пӗр майлӑ мӑчлаттарчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл Захарпа кӑна пурӑннӑ пулсан, ирчченех аллипе сулкаласа чӗннӗ пулӗччӗ те, юлашкинчен, вилнӗ пулӗччӗ, ун ҫинчен ирхине ҫеҫ пӗлӗччӗҫ, анчах кил хуҫи арӑмӗ ӑна питӗ тимлӗ асӑрхаса тӑнӑ: Илья Ильича лайӑх маррине пӗлме ӑна ӑс мар, чӗре тавҫӑрулӑхӗ кирлӗ пулнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Е чӗре вучӗ сӳнмесен, пурнӑҫ пӗтмесен, тӳсӗмлӗ вӑй ирӗклӗхелле туртӑнсан?А если огонь не угаснет, жизнь не умрет, если силы устоят и запросят свободы?
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малтанах Штольцӑн Ольгӑн ӑс-хакӑлӗпе чылай кӗрешме, ҫамрӑклӑхӑн хӗрӳлӗхне пытарма, кӑмӑл хавхаланӑвӗсене лӑплантарма, пӗр пек лӑпкӑ пурӑнма тивнӗ, анчах ку нумайлӑха пыман: Штольц кӑшт ӗненсе куҫ хупсанах, каллех пӑлхану пуҫланнӑ, пурнӑҫ вӗреме тытӑннӑ, канӑҫсӑр ӑс, пӑлханнӑ чӗре ҫӗнӗ ыйтусем панӑ; пӑшӑрханнӑ шухӑш-ӗмӗте пусармалла пулнӑ, хӑйне хӑй сахалтарах е ытларах юратма тивнӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак ыйтусем ӑна тахҫантанпах час-часах пӑшӑрхантарнӑ, ҫавӑнпа ӑна хусах пурнӑҫ хӑратман; илеме ҫывӑх курса чӗре сикме пуҫласан, вӑл авланас шут тытман.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах сирӗн чӗре айӑплӑ мар, — хушса хучӗ Штольц, — пӗр енчен илсен, ӗмӗт, хӑвӑра юратни, тепӗр енчен — ҫемҫе кӑмӑллӑ пулни айӑплӑ…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ ӑна ӗненмерӗм, чӗре йӑнӑшмасть пуль, терӗм.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц халиччен хӑй пӗлменнине — ҫак куҫа курӑнми чунпа туйӑм кӗрешӗвӗнче вӑй-хал мӗнле иксӗлнине, чӗре юнланмасӑр, ҫапах та сурса ыратмалла мӗнле суранланнине, пурнӑҫ та мӗнле иртсе пынине йӑлт ӑнланса илчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Лайӑхах темелле ӗнтӗ: ҫутӑ, ӑшӑ, чӗре сикет; апла пулсан, Ольга ҫакӑнта пурӑнать, урӑх ӑна ним те кирлӗ мар; кунта унӑн ҫути те, хӗрӳлӗхӗ те, ӑсӗ те.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл пӗрре юратса курнине, хӑй пултарнӑ таран хӗр именчӗклӗхне те, сасартӑк хӗрелессине те, чӗре ыратнине те, юрату сивӗтсе-вӗрилетсе янине те тӳссе ирттернине Штольц пӗлмен.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кӑмӑл мӗнле ҫаврӑнать, туйӑмсем мӗнле тӗлӗрнӗ чукнехи пек пулаҫҫӗ, малтан мӗнле куҫ суккӑрланать, хӑш самантран юн, унтан чӗре хытӑрах тапма тытӑнать, мӗнле пӗр кунтанах ҫынна ӗмӗрлӗхех юратма, уншӑн вилме те хатӗр пулатӑн, мӗнле пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех хушӑн мар, савнӑ ҫыншӑн пурӑнма пуҫлатӑн, ӑс мӗнле мӑкалса е ҫав тери ҫивӗчленсе пырать, мӗнле ху ирӗклӗхне ҫынна паратӑн, мӗнле пуҫ тайӑлать, урасем чӗтреҫҫӗ, куҫҫулӗ тухать, вӗрилетсе пӑрахать? — юратуран аманнӑ ҫыннӑн ҫаксене ӑслӑ куҫпа тӗпчесе тӑма вӑхӑт ҫук.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫаксем пурте чӗре ҫумӗнчех: йывӑр вӗсене манмашкӑн!..
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мана йывӑр, ах, питӗ йывӑр… ҫакӑнта, чӗре патӗнче…
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ хаттӑран тухма тӑнӑччӗ ӗнтӗ, — чӗре вара хамӑн тӑкӑскӑлантарса тӑвӑлтаракан куҫҫульпе чӑп-туллиех тулнӑ, — ман куҫа сасартӑк йӑмӑх-ҫутӑ япала курӑнах кайрӗ, чӳрече рамин кӗтессине, ахӑртнех, юри ҫакса хӑварнӑ пулмалла ӑна.
XIV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.