Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ҫак ҫар хастарлӑхӗ те, дисциплина тени те, чина пӑхӑнаслӑх та, мундир чысӗ те, мӗнпур ҫар науки те, — ҫаксем пӗтӗмпех-пӗтӗмпех этемлӗх «кирлӗ мар!» тесе каласшӑн пулманни е калама пӗлменни, е каламашкӑн хаю ҫитерейменни ҫинче кӑна тытӑнса тӑраҫҫӗ-ҫке пурӗ те.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Аслашшӗ Александра Тильзита ӑсатнӑ, вӑл пуринчен аслӑрах чина та ҫитме пултарнӑ пулӗччӗ те, анчах Сперанскипе туслӑ пулнипе часах хӑйӗн карьерине пӗтерсе лартнӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мана ҫапла каларӗҫ: наука хай вӑхӑчӗпе кӑна, тен, ватӑлас умӗн кирлӗ пулӗ, унччен пысӑк чина тухас пулать, чина тухма пӗр наука ҫеҫ — хут ҫырма пӗлни кирлӗ, терӗҫ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ ҫын пулӗ, вӑхӑчӗпе пысӑк ӗҫ тума тытӑнӗ, пысӑк чина тухӗ…А выйдет в люди, будет со временем ворочать делами и чинов нахватает…
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫапла ӗнтӗ пирӗн программӑн ҫитес номерӗ: нимӗнрен хӑраман, нихҫан аптӑраман ҫамрӑк Роман пантера читлӗхне хӑюллӑн утса кӗни (астӑвӑр, вӑл манӑн чина пӑртак ӳстернӗ, ӗлӗкрех урӑхла калатчӗ).
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Итлӗр-ха, эсир шухӑшлатӑр пуль, эпӗ пысӑк чина та пуянлӑх шыратӑп тесе, — ан шутлӑр: хӗрӗме ҫеҫ телейлӗ тӑвасшӑн; сире хальхи вӑхӑтра ӑмсанмаллах мар, анчах вӑл иртме пултарать.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӑнах та мӗн пулнӑ пулӗччӗ-ши, мехер эпӗр, чин чина хисеплетӗр теекен пуриншӗн те майлӑ правило вырӑнне, тӗслӗхрен, ӑс ӑса хисеплетӗр теме пуҫлас пулсассӑн?
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
- 1
- 2