Шырав
Шырав ĕçĕ:
Санька, хӑйӗн юлташӗсемпе шала кӗме хӑяймасӑр, крыльца умӗнче тапӑртаткаласа тӑчӗ.Санька с приятелями в нерешительности переминался около крыльца.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл экран ҫинче курӑнсан пурте ура ҫине тӑчӗҫ, сӑмах хушма кӑна та мар, ассӑн сывлама та хӑяймасӑр тӑчӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Алӑк урлӑ каҫма хӑяймасӑр, вӑл алӑк умӗнче нумайччен иккӗленсе тӑчӗ.Не смея переступить порог комнаты, она долго делала в дверях реверансы.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Доктор ҫакна тен куҫӑмран пӑхсах уйӑрса илчӗ пуль, мӗншӗн тесен, вӑл аллине перо тытсан та хӑй шухӑшне татса пама хӑяймасӑр мана комисси председательне, шӑмӑ авӑрлӑ куҫлӑх тӑхӑннӑскере, лутра та хуланламас врача пӑхтарасшӑн пулчӗ; лешӗ вара пикенсех, ман аяк пӗрчисене, хул лапаткине пӳрнепе ҫеҫ те мар, пӗчӗк мӑлатукпа шаккаса тухма пуҫларӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ачасемшӗн ку ытла та тӗлӗнмелле пулчӗ, вӗсем аптӑраса кайнипе, вагон умӗнче тӑракан мӑк сухаллӑ пӗр лутра ҫынна паҫӑрах курчӗҫ пулин те, унтан нимӗн тӗпчеме хӑяймасӑр, чылайччен тӑчӗҫ.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ ку тискер шухӑш ҫинче чарӑнса тӑма та хӑяймасӑр, ӑна иккӗмӗш хут ҫав хаяр тӑшман аллинче курмалла пуличчен (турӑ каҫартӑр!) хам алӑпах вӗлерме те хатӗрччӗ.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ питӗ асӑрханса, сывлама та хӑяймасӑр, пӗшкӗнтӗм те, хуллен тутасемпе кӑшт ҫеҫ перӗнсе, унӑн ҫытар ҫине ыткӑннӑ аллине чуптурӑм, унтан чӗрне вӗҫҫӗн, вӑл вӑранса каясран хӑраса, ним сас-чӗвӗсӗр корма ҫине тухрӑм.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хам янӑ ҫырӑва хирӗҫ ответ илессе тӳсеймесӗр кӗте пуҫларӑм; лайӑх хыпар илессе шанма хӑяймасӑр, ҫав вӑхӑтрах килес ҫыру аван мар пулассӑн туйӑнса аптӑратнине пусарса лартма тӑрӑшатӑп.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Алла илеймен парнешӗн эпӗ пӗлӗте тав тума, сан уру умне ӳкме хӑяймасӑр тӑратӑп.Я не смею пасть к вашим ногам, благодарить небо за непонятную незаслуженную награду.
XV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тӗрӗссипе ҫырса яма хӑяймасӑр, чирлӗ амӑшне тӑрук ҫапса хуҫасран хӑраса, унӑн халь ҫырусенче Ольӑна улталама тӳр килнӗ, улталанӑ май хӑй ытларах та ытларах пӑтрашса пынӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сывлама та хӑяймасӑр, Ваня чӗрне вӗҫҫӗн утса пычӗ те, Ковалев аяккалла пӑрӑнса панӑ вырӑна тӑчӗ.Не смея дышать, Ваня подошёл на цыпочках и стал на место, которое уступил ему Ковалёв.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӑл малалла калаҫма хӑяймасӑр тӑчӗ.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ваня тӗкӗнме хӑяймасӑр обмундировани ҫине пӑхса тӑчӗ.Ваня смотрел на обмундирование, не решаясь дотронуться до него.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948