Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ыран эпир пурне те, пӗр ҫын хӑварми, чӗнесшӗн, мӗншӗн тесен пичче хулари ҫынсене пурне те сума сунӑ, пурне те юратнӑ, ҫавӑнпа эпир унӑн пытару ӗҫкинче пӗтӗм хула пултӑр тетпӗр…
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кӑнтӑрлапа Пузыревский бандӑн пӗр пайне Глубокий ятла хутор патӗнче хӑваласа ҫитнӗ те пӗр ҫын хӑварми вакласа тӑкнӑ.Днем Пузыревский настиг часть банды в хуторе Глубоком и вырубил всех до единого.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӗсене михӗсенче сыхланса юлнӑ шывӗсене ӗҫтерчӗҫ; шывӗ, ҫав тери тутлӑ мар пулсан та, лашасем ӑна пӗр тумлам хӑварми ӗҫсе ячӗҫ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Е эсир ытти йӑлтах, ӑнланӑр мана, ытти йӑлтах тахҫанах пӗр йӗр хӑварми пуҫран сирӗлнине курмастӑр-и?
XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Сунарта Валетка ывӑнма пӗлмест, сисӗмӗ те унӑн ҫителӗклӗ, анчах теплерен-пӗрре аманнӑ мулкача хӑваласа тытма пултарсан, вӑл ӑна пӗр-пӗр сулхӑн вырӑнта, симӗс тӗм айӗнче, хӑйне пурте пӗлекен е хальччен ҫын илтмен хивре сӑмахсемпе вӑрҫакан Ермолайран аяккалла пӑрӑнса, пӗр шӑмӑ хӑварми, киленсе ҫисе ярать.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
— Мӗнпур халӑха, ваттисенчен пуҫласа ҫамрӑккисене ҫитиех, пӗрне хӑварми пӗтерме пама пултаратпӑр-и вара?— А допустить, чтобы весь народ, от стара до мала, был истреблен, можем?
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Кун каҫа пӗр лаптӑк хӑварми килӗрен тӗрӗлтеттерсе тухрӑмӑр.
Асамлӑ кӗсье // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 68–72 с.
Ҫӗрти-ҫӳлтине хӑварми вӑрҫать иккен.
Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.
Ворожнев хӗвӗнчен хут туртса кӑларчӗ, ӑна Дымшаков сӑмси умӗнче тарӑхтармалла ҫавӑркаларӗ, анчах лешӗ капла та ӗненмерӗ, хута илсе чӗркуҫҫи ҫинче якатрӗ те васкамӑсӑр, чӗнмесӗр пӗтӗмпех, пӗр саспалли хӑварми вуласа тухрӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗтӗм яла ним хӑварми ҫаратса каяҫҫӗ!
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Каҫ тӗлне, эпир джонка ҫине ларнӑ ҫӗре, пирӗн килтен пӗр япала хӑварми якатса тухрӗҫ — нимӗн те юлмарӗ, пысӑкки-пӗчӗкки те, кивелсе кайнисем те, ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ япаласем те.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.
— Халь ак ҫӑварна пӗр шӑл хӑварми тасатӑпӑр, ыран хамӑрпа пӗрле ҫуранах илсе каятпӑр, — шӑртланчӗ лутри те.— Сейчас тебе зубы выбьем, а завтра побежишь за нашими лошадьми! — прошипел коротыш.
XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Борщевсӑр пуҫне чухӑнсенчен тата икӗ ҫын пулчӗҫ: пӗри — ҫӳллӗ те куҫхаршисӗр казак Атаманчуков Василий, яланах чӗнмесӗр ҫӳрекенскер, чӑх ҫӑмарти пек яп-яка пуҫлӑ, ҫӳҫ-сухалне нимӗн хӑварми хырса янӑскер; тепри — Хопров Никита, гварди батарейинче пулнӑ артиллерист; вӑл ҫар службинче Подтелковпа пӗрле пулнӑ, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче службӑран яланах пӑрӑнса ҫӳренӗ, ҫапах та 1919 ҫулта ӑнсӑртран калмӑк Аштымов полковникӗн карательнӑй отрядне службӑна лекнӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Десанта аркатрӑмӑр, — тере вӑл, — ӑна эпир Ҫӗнӗ Щеля патӗнче ҫавӑрса илтӗмӗр те пӗр ҫын хӑварми пӗтерсе тӑкрӑмӑр.— Десант разбит! — сказал он. – Мы окружили их у Щели Новой и уничтожили всех до одного.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑй, пӗчӗкскер, шуралса кӑйичченех ҫунӑ гимнастёрка тӑхӑннӑ, ҫиелтен пиҫиххипе хыттӑн туртса ҫыхса, ниҫта пӗр хутлам хӑварми якатса лартнӑ, халь вӑл пӗр вунпилӗк ҫул ҫамрӑкраххӑн курӑннӑ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ку ӗҫре ҫакӑ курӑнать: асӑннӑ генерал-аншеф Троекуров иртнӗ 18… ҫулта июнӗн 9-мӗшӗнче ҫак суда килсе прошени пачӗ, унта вӑл хӑйӗн вилнӗ ашшӗ Коллежски ассесор тата кавалер Ефим ывӑлӗ Петр Троекуров 17… ҫулта август уйӑхӗн 14-мӗш кунӗнче, вӑл вӑхӑтра … наместнически правленире провинциальнӑй секретарь пулса ӗҫленӗскер, дворян ҫемйинчен тухнӑ канцеляристран — Егор ывӑле Фадей Спицынран — К … округӑн асӑннӑ Кистенӗвка ялӗнчи, ун чухнехи ревизи тӑрӑх Кистенӗвка выселки тенӗскерӗнчи, 4-мӗш ревизи тӑрӑх … чун арҫынлӑ имение — ҫуртйӗрӗ, паҫми, акакан тата ахаль выртакан ҫӗрӗ, улахӗ-ҫаранӗ, вӑрманӗ, Кистенӗвка ятлӑ ҫырминчи пулӑ тытмалли вырӑнӗ, ҫак имени ҫумне ҫырнӑ мӗн пур ҫӗршывӗ, улпут хӑй пурӑнакан ҫурчӗ-мӗнӗпе, пӗр сӑмахпа каласан, унӑн ашшӗ дворян хушшинчен тухнӑ урядникран — Теренти ывӑлӗнчен Егор Спицынран халал йӗркипе юлнӑ пурлӑхне пӗтӗмпех — ҫыннисенчен пӗр чун хӑварми, ҫӗрне те пӗтӗмпех 2500 тенкӗ сутӑн илнӗ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Алексей чӗрӗпе кинжалпа касса вӗлерчӗ те хырӑмӗ ҫинчи сарӑ тирӗпе йӗплӗ хуппине пӗли-пӗлми мелпе туртса сӳрӗ, какайне темиҫе пая уйӑрчӗ, унтан шӑммисем ҫумне пите ҫирӗппӗн ҫыпҫӑннӑ ӑшӑ та шӑнӑрлӑ кӑвак аша самантрах ним хӑварми ҫисе ячӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950