Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупӑ сăмах пирĕн базăра пур.
хупӑ (тĕпĕ: хупӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
18. Ҫав самантрах Савл куҫӗнчен темӗскерле хупӑ хӑпӑнса ӳкнӗ те, вӑл куракан пулнӑ; вӑл ӗнтӗ тӑнӑ та тӗне кӗнӗ; 19. апат ҫисессӗн ӑна вӑй та кӗнӗ.

18. И тотчас как бы чешуя отпала от глаз его, и вдруг он прозрел; и, встав, крестился, 19. и, приняв пищи, укрепился.

Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

53. Усаллӑх тымарне сирӗнтен питӗрсе илнӗ, нишлӗх сирӗн патӑртан кайнӑ, сирӗншӗн тамӑк та хупӑ, вилӗм те ҫухалнӑ.

53. Корень зла запечатан от вас, немощь и тля сокрыты от вас, и растление бежит в ад в забвение.

3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ҫак вырӑн хупӑ тӑнӑ, ҫавӑнпа вӑл кунта татах килсе Иоппи ҫыннисене пурне те тӗп тума шутласа каялла кайнӑ.

7. А так как это место было заперто, то он отошел, в намерении опять придти и истребить все общество Иоппийцев.

2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Акӑ тарҫӑ арӑмсем тухса кайсассӑн, икӗ пуҫлӑх та сиксе тӑнӑ та Сусанна патне чупса пырса каланӑ: 20. акӑ пахча алӑкӗсем хупӑ, пире никам та курмасть; пирӗн санпа хутшӑнас килет, ҫавӑнпа эсӗ пирӗнпе выртма килӗш.

19. И вот, когда служанки вышли, встали оба старейшины, и прибежали к ней, и сказали: 20. Вот, двери сада заперты и никто нас не видит, и мы имеем похотение к тебе, поэтому согласись с нами и побудь с нами.

Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: шалти картиш хапхи, тухӑҫ енне тухакан хапха, ултӑ ӗҫ кунӗ хушши хупӑ пулмалла, шӑматкун вара уҫӑ пулмалла, вӑл ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кун та уҫӑ пулмалла.

1. Так говорит Господь Бог: ворота внутреннего двора, обращенные лицом к востоку, должны быть заперты в продолжение шести рабочих дней, а в субботний день они должны быть отворены и в день новомесячия должны быть отворены.

Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Турӑ умӗнче ҫӗр тӗпӗ те уҫӑ тӑрать, Аваддон та хупӑ мар.

6. Преисподняя обнажена пред Ним, и нет покрывала Аваддону.

Иов 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хуралҫӑсем хӑйсем тӑнӑ чухне алӑксене питӗрсе илсе хупӑ тытчӑр.

и доколе они стоят, пусть замыкают и запирают двери.

Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Феннана Аннӑна кулянтарсах тӑнӑ, Ҫӳлхуҫа унӑн варне хупӑ тытнине аса илтерсе, ӳпкелешмелли сӑлтав тупа-тупа панӑ.

6. Соперница ее сильно огорчала ее, побуждая ее к ропоту на то, что Господь заключил чрево ее.

1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Парне кӳнӗ кун Елкана унӑн пайӗсене хӑйӗн арӑмне Феннанӑна тата унӑн мӗнпур ывӑлӗпе хӗрне уйӑрса панӑ; 5. Аннӑна вара [унӑн ача ҫук тесе] ятарлӑ пай панӑ; Ҫӳлхуҫа Аннӑн варне хупӑ тытнӑ пулин те, упӑшки ӑна [Феннанӑна юратнинчен ытларах] юратнӑ.

4. В тот день, когда Елкана приносил жертву, давал Феннане, жене своей, и всем сыновьям ее и дочерям ее части; 5. Анне же давал часть особую, [так как у нее не было детей], ибо любил Анну [более, нежели Феннану], хотя Господь заключил чрево ее.

1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Иерихон ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсенчен хӑранипе питӗрӗнсех ларнӑ, хупӑ тӑнӑ: [унтан] тухаканни те пулман, кӗрекенни те пулман.

16. Иерихон заперся и был заперт от страха сынов Израилевых: никто не выходил [из него] и никто не входил.

Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Ҫав кӑтартусене тӗпе хурса тата уполномоченнӑй ҫумӗнчи общество тата эксперт канашӗсен членӗсенчен ыйтса пӗлсе регионсенчи ачасен тӑнӑҫлӑхӗн рейтингне турӑмӑр, вӑл хупӑ сӗмлӗ», — палӑртнӑ уполномоченнӑй.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Хупӑ ҫӑмӑлах вистенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмарта хуппи хaйпaнмасть-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

«Урмарская» КСО» акционерсен хупӑ обществинче ӗҫлекенсем вара сӑмаха ҫилпе вӗҫтерме хӑнӑхман, ҫавӑнпа та палӑртнӑ вӑхӑтра хӑтлӑ ҫурт пурӑнакансене йышӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫурт хӑпарать // Н.ШИШКИНА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Кӑҫал асӑннӑ акционерсен хупӑ обществи Вӑрмар поселокӗнчи Некрасов урамӗнче социаллӑ программӑсемпе килӗшӳллӗн 17 хваттерлӗ 3 хутлӑ ҫурт хӑпартать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫурт хӑпарать // Н.ШИШКИНА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Ҫакна пурнӑҫа кӗртме «Урмарская» КСО» акционерсен хупӑ обществи ҫулсерен тӗллевлӗн пурнӑҫа кӗртсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫурт хӑпарать // Н.ШИШКИНА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Шӗвеке хупӑ савӑтпа тӗттӗм сивӗ вырӑнта упрамалла.

Куҫарса пулӑш

Хӗрен косметики // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

«Каяшсемпе усӑ курасси» акционерсен хупӑ обществипе концесси килӗшӗвӗ тунӑ тата кӑҫалхи III кварталта кунта йӑлари каяшсене йышӑнма тытӑнаҫҫӗ.

Заключено концессионное соглашение с ЗАО «Управление отходами», и уже в III квартале текущего года начнется прием бытовых отходов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Пӳлӗм чӳречин хупписем кӑнтӑрла та, каҫхине те хупӑ тӑнӑ, шалтан кӑвак ҫӑмран пустарнӑ хулӑн кӗҫҫепе ҫӑт карса лартнӑ.

В горенке ставни обоих окон, смотревших во двор, были закрыты день и ночь, а изнутри наглухо завешены толстыми, валянными из серой шерсти полстями.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл уксахлакаласа хупӑ лавкка ҫумне, ҫивитти айне пырса тӑчӗ.

В нескольких шагах от него старик зашел под стреху и прислонился к запертым дверям лавки.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Каҫхине, партячейкӑн хупӑ пухӑвӗнче, Давыдов, хумханса, ҫапла каларӗ:

Вечером на закрытом собрании партячейки Давыдов, нервничая, говорил:

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех