Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак минутра ӑна Николая курма кӑмӑллӑ пулчӗ, унӑн шатраллӑ пичӗ те хитререх пек туйӑнчӗ.В эту минуту ей было приятно видеть Николая, даже его рябое лицо показалось красивее.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Павел Наташӑпа юнашар ларать; вӑл пуринчен те хитререх.
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫак икӗ ят самаях хӗрне Серьга хӑлхине тӗлӗнмелле илемлӗн кӗвӗленсе илтӗнет: Ганя-Паня е тата хитререх Паня-Ганя.
Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Унран хитререх те кӑмӑллӑрах ҫын тӗнчере урӑх кам пултӑр.
XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Вӑл яланах ҫапла пулнӑ, халь вара тата та лайӑхрах, тата та хитререх.
1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Кам та пулин хитререх калатӑр, эпӗ калаҫма ӑста мар.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вырӑнӗсем пирӗн тата та хитререх.
Пӗрремӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Ҫӳлтен тӳрех курӑнать те-ха: ӑҫта хитререх, илемлӗрех.
Пӗрремӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Хӑй ӑшӗнче татти-сыпписӗр пӑлханнӑ пирки, вӑл ырханланса кайрӗ, анчах кун пек чухне, ялан пулнӑ пек, тата хитререх курӑна пуҫларӗ.Она похудела от непрестанной внутренней тревоги и, как водится, стала еще милей.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Витӗр йӗпеннӗ кӗпи ун хулпуҫҫийӗсем ҫумне, кӑкӑрӗ ҫумне ҫатах ҫыпҫӑнса ларнӑскер, хавас та савӑнӑҫлӑскер, вӑл халӗ Сергейшӗн тахҫан пӗрре ҫумӑртан пытанма чӑх фермине чупса кӗрсен алӑк умӗнче курнӑ Хуракуҫ хӗртен те ҫывӑхрах, хитререх пулнӑ…
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Никита Никитич Андриянов каланӑ тӑрӑх, родниковскисен лагерӗнче автансем те ытти лагерьти автансенчен хитререх авӑтаҫҫӗ.»
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Третьяковски галлерейӑра пулчӗ, юханшыв хӗрринче ҫӳрерӗ, Горький ячӗпе тӑракан парка кайса килчӗ, Мускав ҫаплах ун умӗнче сарӑлнӑҫем сарӑлса пырать, пӗр урамӗ тепринчен шавлӑрах, пӗр площачӗ тепринчен хитререх.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хурарахскер тата хитререх, директор пекскер, сивлерех пӑхать, ҫулӗсемпе аслӑрах… тата авланнӑ пулмалла…»
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Татьяна чавсисене сӗтел ҫине тӗрелетсе, янаххине алтупанӗ ҫине хурса ларнӑ — ҫакӑн пек ларнипе унӑн сӑн-пичӗ те, кӑштах тӗтреллӗрех куҫӗсем те, куҫхаршисем хушшинчи ҫӳҫ пайӑрки те, — хӑйне хӑй тимлӗн те салхуллӑн тытса ларакан Татьяна пӗтӗмпех Ильяна тата та ытларах килӗшрӗ, татах та хитререх пек туйӑнчӗ; Кондратьев ҫине вӑл, хӗрӗ ашшӗ ҫине пӑхнӑ пек, унӑн кашни сӑмахнех илтсе юлма тӑрӑшса, кӑмӑллӑн та тимлӗн пӑхса ларать.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫакна пула вара Оленин ку ҫынсем, хӑйпе танлаштарсан, хитререх, вӑйлӑрах, ирӗклӗрех пек туйӑнчӗ, вӗсем ҫине пӑхсан, ӑна намӑс та салху пулчӗ.
XXVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Лукашкӑн сӑнӗ савӑнӑҫпах ҫутӑлса тӑчӗ, ҫавӑнпа та ахаль чухнехинчен те хитререх курӑнчӗ.Лукашкино лицо так и светилось радостью и казалось красивее обыкновенного.
XXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Сан сассу, эпӗ ӑна илтетӗп, анчах вӑл пуринчен те хитререх иккенне ҫеҫ илтетӗп.Твой голос, я слышу его, но я слышу только, что твой голос прекраснее всех.
5 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ҫук, эпӗ курман сана, курман эпӗ сан сӑн-питне; эсӗ час-часах курӑнатӑн мана, анчах эсӗ пӗтӗмӗшпе ҫиҫсе, ялкӑшса тӑратӑн та эпӗ сана курма пултараймарӑм, эсӗ пуринчен те хитререх пулнине ҫеҫ куртӑм.
5 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗрисем — лешӗ, теприсем — ку хитререх тесе шутлаҫҫӗ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун пек хӗрупраҫсем вун ултӑ, вун ҫичӗ ҫула ҫитеҫҫӗ те кашниех хитререх тумланма, хӑйне майлӑ капӑрланма тӑрӑшаҫҫӗ, майӗпен хӑйсен вӑйне, влаҫне пирӗн ҫинче виҫсе пӑхма хӑтланаҫҫӗ, ку вӑл — факт! — шухӑшларӗ Давыдов утнӑ май.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.