Шырав
Шырав ĕçĕ:
Том, чупса пырса, чечек патӗнчен пӑр-икӗ утӑмра чарӑнса тӑчӗ, ывӑҫ тупанне куҫӗ патнелле тытрӗ те, темӗн интереслӗ япала курнӑ пек, урамалла тӗллесе пӑхма пуҫларӗ.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӳртрисем чӳречерен урамалла пӑхрӗҫ.
Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html
Карчӑк Тӑварвӑрри тӑвайкки вӑрманне курас тенӗ пек кантӑк витӗр урамалла тинкерчӗ.Старуха посмотрела в окно вдаль, словно хотела увидеть лес на Соляном пригорке.
Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980
Вӑл нимӗн те пулман пек ӑна урамалла ывӑтрӗ те мана ыталаса чуптурӗ.
Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Пурин те урамалла 2-3 чӳрече тухатчӗ пулсан, унӑн — тӑваттӑ.
«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html
Ман аттене, чухӑна, авлансан, ҫурт лартма ялӑн анат вӗҫӗнче, уй хапхин тулаш енче вырӑн панӑ пулнӑ та, атте аран-аран вӑй ҫитерсе, урамалла икӗ пӗчӗк, кил хушшинелле тепӗр пӗчӗк чӳречеллӗ пӗчӗк пӳрт лартнӑччӗ.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
Е тата чӳречерен урамалла тӑтӑш тинкернӗ.
Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Тӗрӗссипе, выльӑх усракан кашни ҫыннӑн ҫумӑр ҫунӑ чухне картишӗнчи тислӗкӗ урамалла юхать.По-правде, у всех, кто держит скотину, во время дождя навоз со двора вытекает на улицу.
«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №
«Эсир пирӗн яла час-часах, уйрӑмах ҫумӑр ҫунӑ чухне, килӗр. Вара кунта мӗнле ӳкерчӗк хуҫаланнине куратӑр. Валентина ҫак пралукран тислӗке шӑпӑрпа урамалла шӑлса кӑларать», — эпир каллӗ-маллӗ уткаланине курсан пырса сӑмах чӗнчӗ пӗр ҫын.
«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №
Машина сигнализацийӗ янӑраса кайнипе вӑл урамалла тинкернӗ.
«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №
Чӳрече янаххи ҫине ларса урасене урамалла усрӑмӑр та гитара каласа пуҫларӑмӑр «Мой адрес Советский Союз…» тесе юрлама…
Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30
Вӗренӳ ҫулӗн вӗҫӗнче, ҫанталӑк урамалла кӑчӑк туртнӑ вӑхӑтра кӗнеке-тетрадь тытса пуҫ ҫӗклемесӗр ларма тивет-ҫке.
Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Каҫхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн Урамалла утатпӑр.
Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№