Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урамалла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Акӑ манӑн кӗҫӗннин урамӗ, — тет Евдокия Тимофеевна пионерсене, ерипен кивӗ пусма картлашкисем тӑрӑх унӑн ывӑлӗ ятне панӑ урамалла анса.

— Вот моего младшенького улица, — говорит пионерам Евдокия Тимофеевна, медленно сходя по ступеням старой лестницы на улицу, носящую имя ее сына.

Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Володя урамалла пӗшкӗнсе, хӑрах аллипе шурӑ ансӑр тӑрӑхран ҫавӑрса тытрӗ, тепринпе чӳрече янаххи хӗрринчен, унтан анма кукленнӗччӗ ҫеҫ… ҫав вӑхӑтра хыҫалтан ҫирӗп ҫавӑрса тытнине, кантӑк ҫинчен туртса антарнине сисрӗ.

Он уже наклонился над провалом улицы, одной рукой взялся за белую узкую ленту, спущенную за окно, другой схватился за край подоконника, он согнулся, немного подавшись вперед, и… почувствовал, как его крепко обхватили сзади и стащили с окна.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ваня хӳме ҫине хӑпарчӗ те, урамалла усӑнчӗ.

Ваня влез на забор, перевесился наружу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Назаркӑпа пӗрле айккинчи урамалла пӑрӑнса кӗрсен, вӗсем юнашар ларакан икӗ пӳрт патне пырса чарӑнчӗҫ.

Свернув в боковую улицу с Назаркой вместе, они подъехали к двум стоявшим рядом хатам.

XXXVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Каҫ кӳлӗм вӑранса ҫӑвӑнчӗ, хӑйне хӑй тасатса тирпейлерӗ, апатланчӗ те, пирус чӗртсе, урамалла пӑхакан чӳрече умне ларчӗ.

Проснувшись перед вечером, он умылся, обчистился, пообедал и, закурив папироску, сел у окна, выходившего на улицу.

XI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Хӳме-карта урлӑ ҫӗмӗртсен шурӑ та сиреньсен кӗрен-кӑвак ҫӗлӗкӗсем урамалла ҫӑп-ҫӑран усӑна-усӑна аннӑ.

Из-за заборов густо и низко свешивались на улицу белые шапки черемухи и лиловые — сирени.

XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ӑна, яланхи пек, пухӑва мар, урамалла, уҫӑ сывлӑшалла ҫеҫ туртрӗ.

Его потянуло не в собрание, как всегда, а просто на улицу, на воздух.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Тепӗр чух, пушӑ, нимӗнпе тулман, ирӗклӗ сехет килсе лексессӗн те, Ромашов, кичемлӗхпе ӗҫсӗрлӗх пуснипе тӑкӑскӑланнӑскер, хӑйӗнчен хӑй хӑранӑ евӗр, васкасах клубалла е пӗлӗшӗсем патне, е ахаль ҫеҫ урамалла, хусах юлташӗсенчен пӗринпе те пулин тӗл пулмашкӑн, — ку ӗнтӗ кирек хӑҫан та ӗҫкӗпе вӗҫленнӗ, — туха-туха чупнӑ.

Иногда, если и случался свободный, ничем не заполненный час, то Ромашов, томимый скукой и бездельем, точно боясь самого себя, торопливо бежал в клуб, или к знакомым, или просто на улицу, до встречи с кем-нибудь из холостых товарищей, что всегда кончалось выпивкой.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Йӗрсе тӑрансан, Егорушка витерен тухрӗ те, шыв кӳлленчӗкӗнчен пӑрӑнса, урамалла утрӗ.

Наплакавшись, Егорушка вышел из хлева и, обходя лужу, поплелся на улицу.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Анчах Марийка тӗплӗн пӑхса тӑма ӗлкӗреймерӗ те ушкӑн куҫа курӑнсанах вӑл тепӗр урамалла чупрӗ, унтан виҫҫӗмӗшне тухрӗ.

Но Марийка не успела разглядеть его как следует, как только показалась орда, девочка незаметно шмыгнула на другую улицу, оттуда на третью.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫыран хӗрринчи шнур ӑстисем пурӑнакан ҫуртсенчен пӗрин алӑкӗ уҫӑлчӗ те, урамалла пӗр хӗрача тухса тӑчӗ; хапха патнелле пырса хӗрача питне-куҫне ҫума тытӑнчӗ.

Дверь одной из шнуровых мастерских, стоявших на берегу, открылась, и во двор вышла девочка-подросток; подойдя к воротам, она принялась умываться.

VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Урам вӗҫне ҫитсен, Огнянов тепӗр урамалла пӑрӑнса кӗчӗ, каллех хупах умне ҫитрӗ.

Дойдя до ее конца, Огнянов свернул на другую улицу и снова очутился перед корчмой.

XXXII. Аврам // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Акӑ кунта мӗн тӑваҫҫӗ, — тесе шухӑшларӗ те Огнянов, софта сӑмахне вуласа пӗтерессе кӗтмесӗрех урамалла тухрӗ. — Кун пек сӑмахсем пирки ахальтен каламаҫҫӗ иккен. Эпир тӗрӗксен правительствине хирӗҫ пӑлханма чӗнетпӗр, вӗсен «апостолӗсем» пӗтӗм пӑлхар халӑхне пӗтерме чӗнеҫҫӗ.

«Так вот что тут творится, — подумал Огнянов и, не дожидаясь конца проповеди, вышел на улицу. — Значит, слухи о таких проповедниках не выдуманы. Мы призываем к восстанию против турецкого правительства, а их апостолы проповедуют истребление всего болгарского народа.

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑй ҫавӑнтах урамалла чупса тухрӗ.

И он выбежал на улицу.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӳртри ҫынсем уласа йӗчӗҫ, Рада хӑй вара кӑштах ӑнран кайса ӳкетчӗ пуль, ӑна ярса тытрӗҫ те, ал вӗҫҫӗн ҫавӑтса, урамалла ертсе тухрӗҫ.

Все окружающие громко зарыдали, а сама Рада едва не лишилась чувств; ее подхватили под руки и вывели на улицу…

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Ҫак айван ытла сӳпӗлти пулсан та мана вырӑнлӑ канаш пачӗ-ха, — тесе шухӑшларӗ Кандов урамалла тухнӑ чух.

«Этот шут, — думал Кандов, выходя на улицу, — как ни пустословил, а все же дал мне разумный совет…

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӗлӗ пӗтиччен кӗтсе тӑмасӑрах Кандов урамалла тухрӗ.

Не дожидаясь конца заупокойной обедни, Кандов вышел на улицу.

XXII. Философипе ҫерҫи мӑшӑрӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Час-часах курӑна пуҫланӑ иртен-ҫӳренсен куҫ тӗлне питех пулас мар тесе, вӑл тепӗр урамалла пӑрӑнчӗ.

Вскоре он свернул на другую улицу, не желая привлекать к себе внимание прохожих, которые встречались все чаще и чаще.

XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Христаки тепӗр урамалла, хӑй чарӑннӑ трактир еннелле пӑрӑнса кӗчӗ.

И Христаки свернул на другую улицу, направляясь к постоялому двору, где он остановился.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑн пек тӑнӑҫсӑрланса ытла уҫҫӑн калаҫни ҫынсене хӑратсах хӑратать, вӗсем вара унпа тӗл пуласран тепӗр урамалла тарса урӑх ҫулпа утаҫҫӗ.

Эта назойливая откровенность производила такое зловещее впечатление, что прохожие разбегались с улиц, по которым он проходил.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех