Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урамалла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эсир пирӗн яла час-часах, уйрӑмах ҫумӑр ҫунӑ чухне, килӗр. Вара кунта мӗнле ӳкерчӗк хуҫаланнине куратӑр. Валентина ҫак пралукран тислӗке шӑпӑрпа урамалла шӑлса кӑларать», — эпир каллӗ-маллӗ уткаланине курсан пырса сӑмах чӗнчӗ пӗр ҫын.

"Вы к нам в деревню приходите почаще, особенно, когда идут дожди. Тогда сами увидите, какова у нас обстановка. Из этого переулка Валентина выметает метлой навоз прямо на улицу", — молвил слово один человек, увидев как мы здесь крутимся.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Машина сигнализацийӗ янӑраса кайнипе вӑл урамалла тинкернӗ.

От звука сигнализации машины взглянул на улицу.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Чӳрече янаххи ҫине ларса урасене урамалла усрӑмӑр та гитара каласа пуҫларӑмӑр «Мой адрес Советский Союз…» тесе юрлама…

Сели на подоконник, свесив ноги со стороны улицы и под гитару стали петь «Мой адрес Советский Союз…»...

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Вӗренӳ ҫулӗн вӗҫӗнче, ҫанталӑк урамалла кӑчӑк туртнӑ вӑхӑтра кӗнеке-тетрадь тытса пуҫ ҫӗклемесӗр ларма тивет-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Каҫхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн Урамалла утатпӑр.

После ужина Выходим на улицу.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех