Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ан тив, куншӑн вӑрман улпучӗсене «кучченеҫ» сахалах памарӗ пултӑр.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Камсем вӗсем — вӑрман улпучӗсене пулӑшакан матроссем?
Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑл хресченсемпе ҫӗр улпучӗсене пӗр-пӗринпе туслашса пурӑнма чӗнет.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Король хӗрсе кайса тавлашнӑ авӑкра улпучӗсене тата тухатмӑша кӑкӑрӗсенчен чӑмӑрӗпе чышкалать, мӑшлатать, тата, ахӑртнех, малалла мӗн тумаллине пӗлмест-ха.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Гурго (кайран эпӗ вӗсем улпучӗсене ҫапла каласа хисеплесе чӗннине пӗлтӗм) мана пит аван ӑнланса илчӗ.Гурго (так они называют вельмож, как я узнал впоследствии) отлично меня понял.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Сак сухаҫӑ, пулӑҫӑ, ҫав вӑхӑтрах ют вӑрмансене вӑрттӑн сунара ҫӳрекен ҫын, хӑйӗн королӗсене, улпучӗсене, пупӗсене, хӑйӗн пыйтисене юратаканскер, пушӑ ҫыран хӗрринче салхуллӑ шухӑша кайса сехечӗ-сехечӗпе тинӗс шавланине итлесе тӑма пултарать.
I. Вӑрмансем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хӑйсен улпучӗсене чӗререн парӑннӑ, чиркӳпе хӑратса пӗтернӗ тӗттӗм те культурӑсӑр Бретань хресченӗсем хушшинче хӑйсен паттӑрлӑхӗпе, хастарлӑхӗпе тата яланах ҫителӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнакан вырӑнти контрабандистсем нумай пулнӑ.
II // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Пӑрахутсем Россия пуянӗсене, ҫӑр улпучӗсене, генералсемпе паллӑ политика деятелӗсен ҫемйисене Турцие турттарса тӑраҫҫӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ляхӗсене тӑхлан сливӑсемпе хӑналӑпӑр, улпучӗсене хулӑпа ташлаттарӑпӑр».Посполитство будем угощать свинцовыми сливами, а шляхтичи потанцуют и от батогов.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Сӑрӑ сюртукпа жилета юратать вӑл: ҫак ҫурма-хурмӑллӑ ҫи-пуҫ ӑна хӑй тахҫан, вилнӗ улпучӗсене чиркӗве е хӑнана ӑсатнӑ чух тӑхӑнкаланӑ ливрейӑна аса илтерет; ун шучӗпе, ҫав ливрея Обломовсен килӗнчи чаплӑ япаласенчен пӗртен-пӗри шутланать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе Галилейӑри улпучӗсене, пинпӳсене тата аслӑ пуҫлӑхсене чӗнсе ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Унтан патша ӑна хӑйпе юнашар лартнӑ та хӑйӗн улпучӗсене каланӑ: унпа пӗрле хула варрине тухӑр та пӗтӗм халӑх илтмелле пӗлтерӗр: ун ҫинчен никам та нимӗнле ӗҫре те элек сарса ҫӳреме ан хӑйтӑр, ӑна никам та нимӗнле ӗҫпе те ан кансӗрлетӗр, тенӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анчах ҫав хулана та куҫарса кайнӑ, вӑл тыткӑна лекнӗ; унӑн пӗчӗк ачисене те пӗтӗм урам тӑваткӑлӗнче ҫапа-ҫапа вӗлерсе хӑварнӑ; унӑн чаплӑ ҫыннисем пирки вара шӑпа сиктернӗ, аслӑ улпучӗсене пурне те тимӗрпе сӑнчӑрланӑ.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
91. [Вӗсем юрланине илтсессӗн] Навуходоносор патша тӗлӗнсех кайнӑ, вара васкавар ура ҫине тӑнӑ та хӑйӗн улпучӗсене каланӑ: эпир вут-ҫулӑма виҫӗ ҫынна ҫыхса пӑрахмарӑмӑр-и-ха? тенӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кала: акӑ Вавилон патши Иерусалима ҫитрӗ, унӑн патшине тата унӑн улпучӗсене ярса илчӗ те вӗсене хӑйпе пӗрле Вавилона илсе кайрӗ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вавилон патши Ривла хулинче Седекия куҫӗ умӗнчех унӑн ывӑлӗсене чиксе пӑрахнӑ, Вавилон патши Иудея улпучӗсене те пурне те чике-чике вӗлернӗ; 7. ӗнтӗ Седекиян куҫне чиксе шӑтарнӑ, вара, тӑлласа, ӑна Вавилона хӑваласа кайнӑ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иудея патшине Седекияна тата унӑн улпучӗсене Эпӗ хӑйсен тӑшманӗсен аллине тата вӗсенӗн чунне шыракансен аллине, каялла кайнӑ Вавилон патши ҫарӗн аллине паратӑп.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Ман сӑмахӑма итлемерӗр, кашнийӗ хӑйӗн тӑванне, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине ирӗке ямарӑр; ҫавӑншӑн Эпӗ сире, тет Ҫӳлхуҫа, хӗҫ айне пулма, мур чирӗпе, выҫӑпа асапланма ирӗк паратӑп, ҫӗр ҫинчи пӗтӗм патшалӑх тӑрӑх тарӑхтармӑш пулма сапаласа яратӑп; 18. Ман умӑмра пӑрӑва ҫурмаран касса ун пайӗсем хушшипе иртсе хывнӑ халала пӑснӑ, халал сӑмахӗсене пурӑнӑҫламан ҫынсене, — 19. касса ҫурнӑ пӑру пайӗсем хушшипе утса иртнӗ Иудея улпучӗсене, Иерусалим улпучӗсене, хайрансемпе священниксене, ҫӗршыври мӗнпур халӑха, — 20. хӑйсен тӑшманӗсен аллине, вӗсенӗн чунне шыракансен аллине паратӑп, вӗсен виллисем вӗҫен кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксен ҫимӗҫӗ пулӗҫ.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫав ҫырӑва вӑл Иехония патшапа унӑн амӑшне, хайрансене, Иудейӑпа Иерусалим улпучӗсене, алӑстисемпе тимӗрҫӗсене Иерусалимран илсе кайнӑ хыҫҫӑн 3. Сафан ывӑлӗ Елеаса тата Хелкия ывӑлӗ Гемария урлӑ янӑ, Иудея патши Седекия вара ҫав ҫынсене Вавилон патши Навуходоносор патне Вавилона кайма хушнӑ пулнӑ.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ вара Ҫӳлхуҫа аллинчи куркана илтӗм те Ҫӳлхуҫа хушнипе халӑхсем патне ҫитсе вӗсене пурне те ҫав куркаран ӗҫтерсе тухрӑм: 18. Иерусалима, Иудея хулисене, унӑн патшисемпе улпучӗсене ӗҫтертӗм — ӗнтӗ вӗсене ҫаратса тухчӑр, вӗсем сехре хӑппи, тӗнче кулли, ылханлӑ вырӑн пулса тӑччӑр, халӗ ҫапла пулчӗ те; 19. фараона, Египет патшине, тата унӑн тарҫисене, улпучӗсене, унӑн пӗтӗм халӑхне, 20. вӗсен хушшинчи ют халӑх ҫыннисене ӗҫтертӗм; Уц ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Филисти ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Аскалона, Газӑна, Екрона, Азот йӑлкӑмне, 21. Эдома, Моава, Аммон ывӑлӗсене, 22. Тирӑн мӗнпур патшине, Сидонӑн мӗнпур патшине, тинӗс леш енчи утравсен патшисене, 23. Дедана, Фемана, Буза, тӑнлавӗ ҫинчи ҫӳҫне кастаракан ҫынсене пурне те, 24. Арави ҫӗрӗн мӗнпур патшине, пушхирте пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен патшисене, 25. Зимврийӗн мӗнпур патшине, Еламӑн мӗнпур патшине, Миди ҫӗрӗн мӗнпур патшине, 26. ҫурҫӗрти мӗнпур патшана, — ҫывӑхрисене те, аякрисене те, пӗрин хыҫҫӑн теприне, — ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха ӗҫтертӗм.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2