Шырав
Шырав ĕçĕ:
улпучӗсене (тĕпĕ: улпут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
8. Ҫиме те юрӑхсӑр япӑх смоква ҫырли пирки вара Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иудея патшине Седекияна, унӑн улпучӗсене, Иерусалимра юлнӑ пӗтӗм ҫынна, — ҫак ҫӗр ҫинче юлнисене, — тата Египет ҫӗрӗнче пурӑнакансене Эпӗ ҫавӑн пекех тӑвӑп; 9. вӗсене ҫӗр ҫинчи пур патшалӑхра та хаярлӑхпа усал терт тӳсмелле тӑвӑп, вӗсене Хам хӑваласа янӑ пур вырӑнта та мӑшкӑл курмалла, хӑйсенчен кулнине-тӑрӑхланине илтмелле, хӑйсене ылханнине илтмелле тӑвӑп.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Навуходоносор, Вавилон патши, Иехонияна — Иоаким ывӑлне, Иудея патшине — тата Иудея улпучӗсене, алӑстисене, тимӗрҫӗсене Иерусалимран Вавилона тыткӑна хӑваласа кайнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа мана ҫапла кӑтартрӗ: акӑ Турӑ Ҫурчӗ умне икӗ пурак смоква ҫырли лартнӑ: 2. пӗр пуракӗнче — питех те паха ҫырла, ир пиҫекен ҫырла ҫапла пулать; тепӗр пуракӗнче — питех те япӑх ҫырла, вӑл ҫиме юрӑхсӑр.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Акӑ ӗнтӗ паян Эпӗ сана ҫак мӗнпур ҫӗр ҫинче Иуда патшисене хирӗҫ, унӑн улпучӗсене хирӗҫ, унӑн священникӗсене хирӗҫ, ҫак ҫӗрӗн халӑхне хирӗҫ тӑмашкӑн тӗреклӗлетнӗ хула пек, тимӗр юпа пек, пӑхӑр хӳме пек пулма ҫирӗплӗх патӑм.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсенӗн чӗлхи вӗҫӗнче Ҫӳлхуҫана мухтасси пултӑр, вӗсенӗн аллинче икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫ пултӑр: 7. вӗсем ӗнтӗ халӑхсене тавӑрассине, ӑрусене хаса парассине туччӑр, 8. вӗсенӗн патшисене тӑллаччӑр, аслӑ улпучӗсене тимӗрпе тимӗрлеччӗр, 9. вӗсене Турӑ ҫырӑвӗнчи сутпа айӑплаччӑр.
Пс 149 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Патша ҫын янӑ та унӑн тӑллине хывтарнӑ, халӑхсене тытса тӑраканӗ ӑна ирӗке кӑларнӑ; 21. ӑна хӑйӗн килӗ-ҫуртӗнче асли туса хунӑ, хӑйӗн мӗн пуррине пӑхса тӑраканӗ тунӑ: 22. патша улпучӗсене хӑй кӑмӑлне кайнӑ пек ӑс патӑр, аслӑ ҫыннисене ӑслӑлӑха вӗренттӗр тенӗ.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иорам ӗнтӗ ашшӗ вырӑнне патшана ларнӑ та ҫирӗпленсе ҫитнӗ, вара хӑйӗн пӗртӑванӗсене пӗтӗмпех хӗҫпе касса вӗлерсе тухнӑ, вӑл тата Израилӗн хӑш-пӗр улпучӗсене те тӗп тунӑ.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӑл хӑйӗн улпучӗсене Бенхаилпа Овадийӑна, Захарийӑпа Нафанала тата Михее Иуда хулисем тӑрӑх халӑха вӗрентсе ҫӳреме янӑ, 8. вӗсемпе пӗрле левитсене — Шемаия, Нефания, Зевадия, Азаил, Шемирамоф, Ионафан, Афония, Товия, Тов-Адония левитсене — тата Елишамӑпа Иорам священниксене те янӑ.
2 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2