Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иер 39

Пай: Библи –> Иеремия пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 12:39

Пуплевӗш: 14; Сӑмах: 352

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Седекия тӑххӑрмӗш ҫул Иудея патшинче ларнӑ чухне, вуннӑмӗш уйӑхра, Вавилон патши Навуходоносор хӑйӗн мӗнпур ҫарӗпе Иерусалим патне ҫитнӗ те ӑна хупӑрласа илнӗ. 2. Седекия вунпӗрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вара, тӑваттӑмӗш уйӑхра, уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗнче, хула хӳмине ҫӗмӗрсе кӗнӗ. 3. Вавилон патшийӗн пуҫлӑхӗсем Самгар ҫынни Нергал-Шарецер, хайрансен пуҫлӑхӗ Нево Сарсехим, асамҫӑсен пуҫлӑхӗ Нергал-Шарецер тата Вавилон патшийӗн ытти пуҫлӑхӗсем те пурте хулана кӗрсе кайнӑ та Вӑтам хапха умӗнче вырӑнаҫса ларнӑ. 4. Вӗсене курсассӑн, Иудея патши Седекия тата пӗтӗм ҫар ҫынни тарса хӑтӑласшӑн пулнӑ, вӗсем ҫӗрле патша сачӗ тӗлӗпе иртсе икӗ хӳме хушшинчи хапхаран тухнӑ та айлӑмри ҫулпа кайнӑ. 5. Анчах халдейсен ҫарӗ вӗсене хыҫран хӑваланӑ; Седекияна Иерихон айлӑмӗнче хӑваласа ҫитнӗ; ӑна ярса тытнӑ та Вавилон патши Навуходоносор патне Ривла хулине, Емаф ҫӗрне, илсе кайнӑ, Навуходоносор Седекияна ҫавӑнта сут тунӑ. 6. Вавилон патши Ривла хулинче Седекия куҫӗ умӗнчех унӑн ывӑлӗсене чиксе пӑрахнӑ, Вавилон патши Иудея улпучӗсене те пурне те чике-чике вӗлернӗ; 7. ӗнтӗ Седекиян куҫне чиксе шӑтарнӑ, вара, тӑлласа, ӑна Вавилона хӑваласа кайнӑ. 8. Патша керменне те, ахаль ҫынсен ҫурчӗсене те халдейсем вутпа ҫунтарса янӑ, Иерусалим хӳмине ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. 9. Хулара тӑрса юлнӑ халӑха, хӑй патне тарса пынисене тата ытти ҫынсене Навузардан, сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Вавилона куҫарса кайнӑ. 10. Питех те чухӑннисене сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан Иудея ҫӗрӗнчех хӑварнӑ, вӑл ҫавӑн чухнех вӗсене иҫӗм ҫырли пахчисемпе хирсем панӑ.

11. Иеремия пирки вара Вавилон патши Навуходоносор сыхлавҫӑсен пуҫлӑхне Навузардана ҫакӑн пек тума хушнӑ: 12. ӑна илсе кил те тӑрӑш уншӑн, нимӗн япӑххи те ан ту, хӑй сана мӗн каланине туса тӑр, тенӗ. 13. Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан, хайрансен пуҫлӑхӗ Навузазван, асамҫӑсен пуҫлӑхӗ Нергал-Шарецер тата Вавилон патшийӗн ытти пуҫлӑхӗсем ҫын янӑ та 14. Иеремийӑна хурал картишӗнчен илсе килтернӗ, ӑна Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлне Годолийӑна килне ӑсатса яма хушнӑ. Иеремия вара халӑх хушшинчех юлнӑ.

15. Хурал картишӗнче хупса усранӑ чухне Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 16. кай та Авдемелех эфиопа кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: халӗ Эпӗ ҫак хула ҫинчен Хам мӗн каланине вырӑна килтерӗп, анчах ырри мар, усалли лекӗ вӗсене, эсӗ ӑна ҫав кунах курӑн; 17. анчах ҫав кун Эпӗ сана ҫӑлса хӑварӑп, тет Ҫӳлхуҫа, эсӗ ху хӑракан ҫынсен аллине лекмӗн. 18. Эпӗ сана ҫӑлса хӑварӑп, эсӗ хӗҫ айне пулса вилмӗн, пурӑнӑҫу сана тупӑшу вырӑнне юлӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Мана шанса тӑтӑн, тенӗ Ҫӳлхуҫа.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех