Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ветчина, тӑварланӑ какай касӑкӗсем, сысна ашӗ, пудинг, урпапа сӗлӗ ҫӑнӑхӗсенчен пӗҫернӗ тутлӑ кукӑльсем, пит тутлӑ чей, вискисем, темиҫе бутылка портвейн — акӑ мӗнсенчен пулчӗ ҫав чаплӑ апат.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫапах та каҫхи апат тутлӑ пулчӗ: типӗтнӗ какай, ӑшаланӑ ҫӑмартасем, мояра, ӑшаласа пӗҫернӗ хильгуэроссемпе ҫерҫисем — ҫаксем пурте калама ҫук тутлӑ пулчӗҫ, ӑна кайран та ҫулҫӳревҫӗсем нумайччен асӑнса ҫӳрерӗҫ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫак йӗкӗт вӗсем патне пырса тӑрсанах унран сасартӑк вӑйлӑн та тутлӑн хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗн шӑрши мӗншӗн ҫапнине Давыдов каччӑ ҫапла каласан тин ӑнланса илчӗ: йӗкӗтӗн ҫуланса пӗтнӗ сӑран курткине ҫав сирсе сирӗлми тутлӑ шӑршӑ витӗрех витсе илнӗ-мӗн.
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хохолсем кавӑнсене кабаки теҫҫӗ, кабака шинок, теҫҫӗ… кабаки текеннисенчен хӗрлисемпе кӑваккисем шутсӑр тутлӑ, шутсӑр, каласан та ӗненес ҫук, тутлӑ борщ пӗҫереҫҫӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Ун пеккисене вӗт чи лайӑх ҫырла сӑпакӗ парсан та, пыл тути кӗрекен улма парсан та — тутлӑ мар, хӑйсем вӑрлани вара йӳҫӗ пулсан та тутлӑ.
18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тутлӑ, тутлӑ паллашма, Сарӑ хӗрӗм, санпала; Анчах хурлӑх уйрӑлма, Юлап, тейӗн, чунсӑрах.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Тутлӑ ку, тутлӑ!
Сахӑр катӑкӗ // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7332.html
Каҫ каҫма канлӗх панӑшӑн, тутлӑ ыйхӑпа ҫут ҫанталӑка кӑтартнӑшӑн, тутлӑ чӗлхемпе, тайма пуҫӑмпа пуҫ тайса тав тӑватӑп.
Кил пуҫӗн кӗлли (3) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13-14 с.
2. Вӑл Ҫӳлти Турӑ Ҫуртӗнче сӑмах пуҫарӗ, хӑйне Унӑн ҫарӗ умӗнче чапа кӑларса калаҫӗ: 3. «эпӗ Ҫӳлти Турӑ ҫӑварӗнчен тухрӑм, пӗтӗм ҫӗре пӗлӗт евӗр хупӑрларӑм; 4. ҫӳле кӗлӗ чатӑрӗ лартрӑм, манӑн аслӑ пуканӑм — пӗлӗт юпа ҫинче; 5. пӗр эпӗ тӳпе йӗри-тавра ҫаврӑнтӑм, ҫӗр тӗпне анса ҫӳрерӗм; 6. тинӗс хумӗсем хушшинче те, пӗтӗм ҫӗр талккӑшӗпе те, пур халӑх-ӑру хушшинче те пуҫ пултӑм: 7. эпӗ вӗсем хушшинче пур ҫӗрте те канӑҫлӑх шырарӑм, хӑшӗн ҫӗрӗнче вырӑнаҫам-ши, терӗм. 8. Вара пурне те Тӑваканӗ мана ҫапла хушрӗ, хама Пултараканӗ мана канӑҫлӑ вырӑн кӑтартрӗ те каларӗ: 9. Иаков хушшине кӗлӗ чатӑрӗ туса ларт, Израиль хушшине вырӑнаҫ, терӗ. 10. Вӑл мана пур ӗмӗртен малтан пултарнӑ, эпӗ ӗмӗрне те пӗтес ҫук. 11. Эпӗ Унӑн умӗнче сӑваплӑ кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑтӑм, ҫапла Сион тӑвӗ ҫине вырӑнаҫрӑм. 12. Вӑл мана Хӑйӗн юратнӑ хулинче те канӑҫлӑх пачӗ, эпӗ Иерусалим хулинче пуҫ пултӑм. 13. Ӗнтӗ мухтавлӑ халӑх хушшинче, Ҫӳлхуҫа еткерлӗхӗнче тымар ятӑм. 14. Ливан ҫинчи кедр йывӑҫӗ пек, Ермон тӑвӗ ҫинчи кипарис йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм; 15. Енгаддири пальма йывӑҫӗ пек, Иерихон хулинчи кӗлчечек тӗмӗсем пек ешертӗм; 16. айлӑмри илемлӗ ҫу йывӑҫӗ пек, платан йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм. 17. Корица пек, аспалаф пек, тутлӑ шӑршӑ сартӑм, чи паха смирна пек, ырӑ шӑршӑ варкӑштартӑм, 18. эпӗ — халвани пек, оникспала стакти пек, кӗлӗ чатӑрӗнчи латӑн шӑрши пек. 19. Эпӗ, теревинф йывӑҫӗ пек, турат сарса ларатӑп, манӑн туратӑмсем — мухтавпала тивлет турачӗсем. 20. Эпӗ — тивлет ӳстерекен иҫӗм йывӑҫӗ, манӑн чечекӗмсем — мухтавпала тулӑхлӑх ҫимӗҫӗсем. 21. Эй манпа пулас теекенсем, килӗр ман патӑма, манӑн ҫимӗҫӗмпе тӑранӑр: 22. мана аса илни пылтан та тутлӑрах, манпа хутшӑнни шерпетрен те симлӗрех. 23. Мана ҫиекенсен ҫинӗҫемӗн ҫиесси килӗ, мана ӗҫекенсен ӗҫнӗҫемӗн ӗҫесси килӗ. 24. Мана итлекенсем намӑс курмӗҫ, манпа пӗрле ӗҫлекенсем ҫылӑх тумӗҫ».
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Калаҫу йӗрки-тӗркине кирлӗ пек ҫавӑрас тӗллевпе Ольӑран амӑшӗ пӗҫерекен чи-чи тутлӑ апат-ҫимӗҫ пирки ыйтсан, чиперкке пӳлӗне-пӳлӗнех икӗ-виҫӗ ят каларӗ те тӑп! чарӑнса тӑчӗ: «Пирӗн анне ҫӗр ҫинчи мӗн пур аннерен чи тутлӑ апат пӗҫерекенни!..» — терӗ.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Яра куна ӗҫлесе ывӑннӑ хыҫҫӑн пурте тутлӑ ыйха путнӑ, «хӗрлӗ автан» ҫеҫ тӗлӗрме шутламан.
Пушарта хӗрарӑм вилнӗ // Элӗк районӗ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/pu ... hrarm-viln
Инкек шӑпах ҫынсем тутлӑ ыйхӑра чухне сиксе тухнӑ.
Пушарта хӗрарӑм вилнӗ // Элӗк районӗ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/pu ... hrarm-viln
Ир тӑрса ларать ҫеҫ Тамара — кӑмака ҫинче ҫӗрӗпе тутлӑ тӗлӗк курса выртнӑ ама кушак тӑрс сиксе анать те ун патне йӑпӑлтатса пырать, мӑрӑлтата-мӑрӑлтата: «Тамарр, Тамарр», тесе ун ури тавра сӗртӗнсе ҫаврӑнать.
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Куянсен шур сӑввинче Тутлӑ рифма вӑл шырать.
Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ҫав робот, пӗлетне, Терен пичче, ҫын пекех: телефон трубкине ҫӗклесе калаҫать; хуҫи патне пыракансене алӑк умне пырсах кӗтсе илет: «Тӗпеле иртӗр, килти пек пулӑр», — тет те, хуҫи ерҫеймен вӑхӑтра пулсан, хӑнана тутлӑ шыв ярса парса ӗҫтерет; лешӗ тухса кайма тӑрсан, алӑк патне маларах ҫитсе, ӑна уҫать те: «Тата килӗр», тесе сӑпайлӑн ӑсатать.
«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Кӑрӑҫ кӑмпи мӗнле тутлӑ, — Пирӗн твансем ҫавнашкал…
Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Нихӑҫан та ахаль лармасть вӑл: тӗрлет, ҫыхать, арлать, ачисемпе мӑнукӗсем валли тутлӑ апат хатӗрлет.
Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/
Пӑлаки аппа интерната ялан пӗр алӑкран кӗрсе ҫухалатчӗ, ӑна уҫнӑ-уҫман тутлӑ шӑршӑ тапса тухатчӗ: е пӑтӑ, е яшка шӑрши.
1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Финиш хыҫҫӑн чупакансем Пӑслӑкри вӑтам шкул коллективӗпе мероприяти спонсорӗсенчен вӗри чей тата тутлӑ апатпа киленме пултарнӑ.
"Йӗлме йӗлтӗр" йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ Пӑслӑкра иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3657244
Пӗҫернӗ апат вӗри чейпе мӗн тери тутлӑ пулнӑ!
Ача садӗнче "Зарница" иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... tn-3659010