Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑхсене тустарма юратакан чее тилӗ, сурӑх-путеке курсан канӑҫне ҫухатакан кашкӑр, тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман яла тутлӑ ыйхӑран вӑратса авӑтакан автан, хӗл кунӗсенче тутлӑ ыйха путакан тата тулли пыл чӗресӗшӗн каҫӑхса кайма хатӗр упа утаман, каҫсерен, кӗтӳ ансан ача-пӑчана тутлӑ сӗтпе савӑнтаракан ӗне...
Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
Кӑшт тӑрсанах ун умӗнче чашка ҫине хунӑ кӑмпа, темле пулӑ, графинпа эрех, тутлӑ пӑрӑҫ, ирхинех ӑшаланӑ кӑвакал ҫунатти, ветчина, студень тата ҫӑмарта хӑпартни, чӑнласах та пилӗк ҫӑмарта сарри ҫатма ҫинче тутлӑн чӑшланӑ.
XXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Нумайччен утнӑ тата тутлӑ ҫывӑрнӑ хыҫҫӑн утӑ ҫинче нимӗн тапранмасӑр выртма питӗ кӑмӑллӑ: шӑмшак канать, пит-куҫ ӑшшӑн сывлать, тутлӑ канӑҫ куҫ хупаххисене хупӑнтарать.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Андрий хӑйӗн патне лапчӑннӑ хӗрӗн тутлӑ тутисене ҫӗр ҫинче пулма пултарайман ырӑ туйӑмпа чуптуса илчӗ, хӗрӗн тутлӑ тутисем те чӗмсӗр пулмарӗҫ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Мӗнпур чӑпар тавралӑха хӗвел хӑйӗн юлашки ҫуттипе ҫап-ҫуттӑн ялкӑштарса илчӗ те, вара вӑл пӗчӗккӗнех тӗксӗмленме тытӑнчӗ; курӑксем тӑрӑх пӗчӗккӗнех мӗлке шурӗ, вӗсем тӗксӗмленсех пычӗҫ; курӑк ҫинчи тӗтре ҫӑраланнӑҫемӗн ҫӑраланчӗ, кашни чечек, кашни курӑк тутлӑ шӑршӑ кӑларма тытӑнчӗ, ку тутлӑ шӑршӑ вара пӗтӗм ҫеҫенхире сарӑлчӗ.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ун умне ҫавӑнтах сӗтел тухса тӑрать, сӗтел ҫинче темле тутлӑ ҫимӗҫ те пур: ылтӑн та кӗмӗл савӑтсемпе тутлӑ та пылак апат-ҫимӗҫ, ҫитмӗл те ҫичӗ тинӗс урлӑ илсе килнӗ эрех-сӑра, сим-пыл — туллиех.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Ҫак тутлӑ апата ӗмӗтленсе, будильник чӑнкӑртатма пуҫласанах, вӑл хӑех площадка ҫинчен сиксе сывлӑшра ҫакӑнса тӑма вӗренсе ҫитрӗ, кашнинчех хӑйне тутлӑ кучченеҫ парасса кӗтсе тӑратчӗ.
Хрюшка-парашютист // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Тата Курион трактирщик хатӗрленӗ тутлӑ сосискӑсен сывӑ пулччӑр, никам та сысна какайӗнчен ун пек тутлӑ апат пӗҫерме пӗлмест!
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫул ҫинче вӑл лавкасем умӗнче чарӑнса тӑрса, тутлӑ ӗҫме-ҫимесем ҫине те, тутлӑ кукӑльсемпе канфетсем ҫине те пӑхмарӗ.
Буратино кӗнекине сутать те пуканесен театрне кайма билет илет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Ман чӗлӗм ӑна сире тутлӑ мар пулнинчен те ытларах тутлӑ мар пулӗ.
Кэргыль патӗнче хӑнара // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Тайган тасах мар юрӗнчен вӗретнӗ чей те калама ҫук тутлӑ иккен, Валя парса янӑ темех мар бутерброд та тӗлӗнмелле тутлӑ пулчӗ.
8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Апачӗ вӗсен: пӗрремӗшӗнче — тутлӑ кӑшман, иккӗмӗшӗнче — тутлӑ кӑшман, виҫҫӗмӗшӗнче те ҫавах пулнӑ.Пища — брюква, меню незатейливое, в чисто фашистском вкусе: брюква на первое, на второе и на третье.
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
Хӑшпӗр ҫӗрте, снарядсен шӑтӑкӗсем ҫывӑхӗнче, нӳрӗксӗр ӳсекен армути кӑвакарать е чӑпар курӑк тутлӑ шӑршӑ кӑларса ларать; Гай, йывӑр миномет плити айӗнче пӗкӗрӗлсе, ҫак тутлӑ шӑршӑллӑ курӑка татса илме ӳркенмест.
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Чирленӗ вӑхӑтра тутлӑ ҫисе пӑхас килет, гостиницӑра тутлӑ япала таврашне тупма пулас ҫук пулӗ.Во время болезни хочется полакомиться, а вряд ли в гостинице можно достать что-нибудь вкусное.
XXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑлта вырӑнне лиана ҫумӗнче йӗп пурри вӗсене темиҫе хутчен те ку ҫӗршывра тӗтӗмлесе сутакан, пит тутлӑ вӗтӗ санджику пулла, чылаях тутлӑ хура узаксене, пысӑк пуҫлӑ, шӑлӗ вырӑнне хытӑ шӑртлӑ «монндессене», селедка йышши, юхакан шыва юратакан пӗчӗк «дагалсене» — вӗсем Темза ҫинче тытакан шывҫи пулла аса илтереҫҫӗ — тытма пулӑшрӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Питӗ тутлӑ, питӗ тутлӑ, — чаплаттарчӗ тулли ҫӑварпа арҫын ача.— Очень вкусно, очень вкусно, — с полным ртом говорил мальчик.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Чаплӑ сутӑҫӑ калама ҫук капӑр тумланса хӑй ҫине тутлӑ шӑршӑ сапса тултарнӑ, вӑл хускалмассерен ҫав тери тутлӑ шӑршӑ сарӑлса тӑрать.
XIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Мери Джейн печени тутлах пулмарӗ, тӑварланӑ пахча-ҫимӗҫсем те ниме юрӑхсӑр, чӑх какайӗ питӗ хытти лекрӗ текелесе ларать, хӑйсене мухтаттарас тесе кил хуҫи хӗрарӑмӗсем ялан ҫапла сӑмах ҫукран сӑмах тӑваҫҫӗ; хӑнисем пит аван кураҫҫӗ-ҫке, пӗтӗм апат-ҫимӗҫе ҫав тери техӗмлӗ, мӗнпур ҫимӗҫе ырлаҫҫӗ, апатланнӑ май: «Премӗк питне ҫапла кӗрен тӗслӗ тума кам вӗрентнӗ сире?» е «Калӑр-ха, тархасшӑн, ӑҫта тупнӑ-ха эсир кун пек тутлӑ пикуль?» — тесе ыйтаҫҫӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кӗл ҫинче пӗҫернӗ улмасем питех тутлӑ, вӗсем пуринпе те килӗшрӗҫ, анчах упа сарри ҫинчен икӗ тӗрлӗ калаҫрӗҫ: пӗрисемшӗн вӑл тутлӑ пулчӗ, теприсемшӗн — йӗрӗнмелле те, шывак та, хытӑ та пулчӗ вӑл.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кунта ҫиекен упа сарри, тутлӑ улма, темиҫе карҫынка питӗ тутлӑ та темӗскертен пӗҫернӗ симӗс пӑшалусем, темиҫе кӑкшӑм ӗҫмелли шыв пур.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.