Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малалла вара, йӗкӗлтенӗ евӗр, тӑвӑл ӳкернӗ йывӑҫсем йӑвӑ-йӑвӑ сапаланса выртакан ҫыран тӑсӑлать; тӑпрана шыв ҫинӗрен тата ҫилпе ӳкнӗ вулӑсем пысӑк туратсем евӗр авӑнаҫҫӗ; ку вырӑнта ҫыранӑн пӗр аршӑнне тепринчен уйӑрмашкӑн питех те хӗн, тискер те симӗс талккӑшпех — пӗрешкел ӳкерчӗк.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Сылтӑмра, кӗтмен ҫӗртен курӑна-курӑна тата ҫавнашкалах кӗтмен ҫӗртен ҫухала-ҫухала, юхан шывӑн ӗнтрӗкри ялкӑшӑвӗ туратсем витӗр ҫиҫе-ҫиҫе вылять; шыв юхӑмне май кукӑрӑлса, авкаланса, йӑлмак туса сукмак тӑсӑлать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Кӗҫех туратсем вӗтелни тата кӗскелни ӑна тепӗр турат шырама хистерӗ — ун ҫине ярса пуссанах вӑл йывӑҫ вуллин ашшӗне курма май паракан енче пулать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.
Вӗсен илемӗ чӗрене хӗстерсе пӑчӑртать, пуҫ тӑрринчи ҫеҫкесемпе туратсем пӳрне хушшипе хӗвеле — ҫутине пӗр вӗҫӗм улӑштарса ҫиҫекен-ялкӑшаканскере — тӗмсӗлсе сӑнаҫҫӗ; хӗвел куҫсене ывӑнтарать, ҫавӑнпах вӗсем тӗлсӗррӗн пӑхаҫҫӗ; шурӑ хӑйӑр ҫине сарӑ тата хӑмӑр-кӑвакрах, тӗттӗм-симӗсрех ҫутӑ ӳкет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.
Йывӑҫсен тӗрлӗ ҫӳп-ҫапӗ, ҫулҫӑсем, вӗтӗ туратсем вулӑсен хушшипе ыткӑна-ыткӑна, питрен ҫупа-ҫупа вӗҫеҫҫӗ.Листья, сучья, разный древесный сор понесся меж стволов, ударяя в лицо.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Тӗтӗм палкамӗпе пӗр харӑс унӑн кӗлетки тӗм ҫине ӳкрӗ, урисем сарӑлчӗҫ, пиҫӗ туратсем ҫинче силленеҫҫӗ.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Пӗлесшӗн ӑнтӑлса, савӑнӑҫлӑ ӑнланманлӑхпа Тарт пуҫне каҫӑртнӑ та упӑте кӗтӗвне сӑнать; вӗсем хӳрисене сулкалаҫҫӗ, пуҫӗсемпе аялалла усӑнса ҫула май туратсем ҫинче силленеҫҫӗ, вӗҫен кайӑксене хӑратса, шӑхӑрса-ҫатӑртатса унталла-кунталла вирхӗнеҫҫӗ.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ҫутӑ хӗрлӗ тӗпеклӗ, хӑмӑр-хура, кӑвак ҫунатлӑ сарӑ, хӗрлӗ пӑнчӑллӑ симӗс, хӗрлӗ-кӑвак вӑрӑм хӳреллӗ хура — чӑтлӑхра мӗн пур тӗслӗ тӗк-ҫунат кумать: вӗҫсе хӑпарнӑ чух кӑшкӑра-кӑшкӑра, туратсем хушшинче шавлӑн кускала-кускала.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Шыва ӳкнӗ ҫулӑм сӑнӗпе мӗлкесем куҫма пикенчӗҫ; сирӗлсе тамалнӑ сӗмлӗхре курӑкпа туратсем курӑнаҫҫӗ.Двинулись тени и отраженное водой пламя; в отступившем мраке высветились трава и ветви.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Паян кунчченех хӗрарӑмсем, хӗллене валли ҫырла пухса хатӗрленӗ чухне туратсем алла ан чӗрччӗр тесе, вӗсене патаксемпе ҫапаҫҫӗ.И по сей день женщины, собирая ягоды на зиму, палками сбивают их с веток, чтобы не поцарапать рук.
Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Пӗччен Бизонпа Синопа сунара ҫӳренӗ, Отаки кӑвайт хума хӑрӑк туратсем пуҫтарнӑ, юханшыв хӗрне шыв ӑсма кайнӑ, ҫемҫе тирсенчен тунӑ вырӑнсене юсанӑ тата хӑва туратӗнчен тунӑ шӑпӑрпа ҫӗр урайне шӑлнӑ.
Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Малта йывӑҫ тӗмисем ҫинче симӗс туратсем татӑла-татӑла ӳке пуҫлаҫҫӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Эмиль хыттӑн шӑхӑрнипе ыйхӑран вӑранса ҫитеймен кайӑксем туратсем ҫинчен парлатса вӗҫсе тухаҫҫӗ.Эмиль так громко свистел в дудочку, что сонные дрозды подскакивали на ветках.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Кашкӑр шӑтӑка кӗрсе ӳкичченех йывӑр юр пусарнипе туратсем аяла йӑтӑнса анасран хӑрать вӑл.Как бы ветки не обрушились под тяжестью снега, прежде чем в яму попадёт волк.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Хӗвел ҫине пӑхса, туратсем, тымарсем тӑрӑх ҫурҫӗр енӗпе кӑнтӑр енӗ ӑҫтине уйӑрса илме пултараттӑм.По солнцу, веткам, корням мог определить, где юг, где север.
Тӗлпулу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Тӗмӗсем хушшинче такам хуллен тӑрмашни сисӗнчӗ — туратсем хускалчӗҫ.В кустах на берегу кто-то тихонько возился, — шевелились ветви.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Коля курӑк ҫӑлса ӑна валли пуҫелӗк туса панӑ, ун пичӗ ҫинӗ хӗвел ӳкесрен йӗри-тавра туратсем тире-тире лартнӑ та, ӑна хӑйӗн курткипе витсе хунӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Пынӑҫем йывӑҫ тӗмӗсем сайралнӑ, пуҫ тӑрринче туратсем витӗр пӗлӗтлӗ тӳпе лайӑхрах курӑнкала пуҫланӑ.Вскоре кусты стали реже, над головой все чаще и чаще показывалось затянутое облаками небо.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Пуҫ тӑрринче туратсем пӗр-пӗринпе ҫыхланса чатӑр пек хупланӑ.Ветки переплелись наверху, образовав длинный сплошной тоннель.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Ҫав тымарсенчи чӗрӗ сӗткен кӗҫех туратсем тӑрӑх сарӑлма тытӑнать, йывӑҫ папакӗсене тачкалантарса ярать, унччен те пулмасть симӗс те чечен ҫулҫӑсем сарӑлса тухаҫҫӗ.
XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.