Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чечеке ларнӑ ҫинҫешке тӑрӑллӑ тӗттӗмрех симӗс вӗлтрен ҫӳлелле кармашать; йӗплӗ, ытла та хӑмӑр кӑвак чечеклӗ туратламас куршанак хӑмла ҫырлинчен те, ҫынран та ҫӳлӗ ӳссе кайнӑ, тӗл-тӗл вӑл вӗлтренпе пӗрле ватӑ улмуҫҫисен шупка симӗс тӗслӗ лапсӑркка турачӗсене перӗнет, туратсем ҫинче вара шӑмӑ пек яп-яка та чӑмӑр панулмисем пиҫеҫҫӗ, вӗсем ҫинче сывлӑм шывӗ те типсе ҫитеймен-ха.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку сӑнлӑхра ҫыранӗсене курӑк пусса илнӗ пӗчӗкҫӗ пӗве пур, ун леш енче ҫыран ҫумӗнченех чӑнкӑ ту ҫӳлелле кармашать, тӑва ешӗл тумӗсене хутӑштарса янӑ акӑш-макӑш пысӑк ватӑ йывӑҫсемпе тӗмсем сӑрса илнӗ, ту пуҫланакан ҫӗртен пӗве ҫинелле ватӑ хурӑн ӳпӗннӗ, вӑл хӑйӗн хулӑн тымарӗсен пӗр ушкӑнӗпе пӗвен нӳрлӗ ҫыранӗнче тытӑнса тӑрать, тӑррипе йӑрӑс пӳллӗ ҫӳлӗ ӑвӑс ҫумне сӗвӗннӗ, кӑтра турачӗсене шыв тӳремӗ тӗлне уснӑ, ҫак туратсем ытти ешӗл йывӑҫсемпе пӗрле хӑйсен мӗлкисене шыв ҫине ӳкернӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хутран-ситрен, шӑрӑх пусса ҫитерсен, раща урлӑ каҫнӑ чух эпир кӳмерен тӑрса юлатпӑр, симӗс туратсем хуҫатпӑр та урапа ҫинче беседка тӑватпӑр.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ҫийӗнчех кӑвайт чӗртсе ячӗ, анчах туратсем вӗтӗ те типӗ пулчӗҫ.
III // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Катерӑн икӗ енче те туратсем чикеленнине, шыв варенккисем выҫӑ хырӑм евӗр пакӑртатнине курсан, ҫак ӑслӑ шухӑшсем яланах ман пуҫа пырса кӗреҫҫӗ.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Ҫулӑм малтан ҫинҫе кӑна туратсем тӑрӑх шуса пырать, унтан пысӑкраххисене ҫавӑрса илет, туратсем шатӑртатаҫҫӗ, хыр йӗпписем тӑрук ҫунма пуҫлаҫҫӗ, вара хӗрлӗ-сарӑ хӗмсен ҫӳлелле хӑпарса каяҫҫӗ.
53 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл кукленсе ларать, ҫунакан шӑрпӑксене типӗ туратсем патне илсе пырать.Он садится на корточки и осторожно подносит горящие спички к сушняку.
53 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Урасем айӗнче типӗ туратсем шӑтӑртатаҫҫӗ, курӑк чӑштӑртатать.
33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ешӗл йӑмрасен чӑтлӑхӗнче ҫамрӑк курак чӗпписем хӗвӗшсе сиккелеҫҫӗ, ҫӳлерехри туратсем ҫине ватӑ кураксем мӑнаҫлӑн вырнаҫса ларнӑ та, хӑйсен ачи-пӑчисен пурнӑҫне сӑнаса, хыттӑн кранклатса лараҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Темиҫе самантран Ильсеяр, темле сасӑ илтсе, туратсем хушшинчен тинкерсе пӑхсан, лешсем лашасем ҫине утланнине, унтан таҫта сиккипех чуптарса кайнине курчӗ.Ильсеяр разглядела из-за веток, что они сели на коней и ускакали.
Х // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Хӑрӑк туратсем унӑн кӗпинчен ҫакланаҫҫӗ, алли-урине чӗркелеҫҫӗ.Высохшие сучья цеплялись за ее платье, царапали руки и ноги.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ӑна сукмак ҫине усӑнса аннӑ туратсем чӑрмантарчӗҫ.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӗсем лӑс туратсем айне пырса тӗршӗнчӗҫ.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Иртенпех портра пӗр купа туратсем хатӗрлесе хунӑ, купа ҫине йывӑртарӑх якорь хурса ҫирӗплетсе лартнӑ.С утра в порту заготовили целую гору сучьев, укрепили в земле якорь потяжелее.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Мигель вут ҫине типӗ туратсем пӑрахса ларнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ҫӳллӗ мар кивӗ картасем урлӑ тулӑх ҫимӗҫӗсене чӑтаймасӑр авӑннӑ туратсем усӑннӑ.Через невысокие ветхие изгороди свешивались отягощенные плодами ветви.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Туратсем питрен ҫапаҫҫӗ.
293 номерлӗ пӑравус кочегарӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Туратсем, кӗмӗл хӑрпӑксем тӑкса, сулланкаласа илеҫҫӗ.
Ашшӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Чӗрчун кӗтесӗ те пур унӑн: унта, ҫулҫӑсем ӑшӗнче, чӗрӗп чаваланать, читлӗхри пакша туратсем ҫийӗн сиккелет.Завёл живой уголок: там копается в листьях ёжик, белка скачет по жёрдочкам в клетке.
Ҫуллахи кун // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Анчах, тен, шӑпах ҫак юлашки тӑтӑрхаллӑ юр, пуҫ тӑрринчи ҫак витӗр курӑнакан туратсем, ҫара пулин те, ӗнтӗ хӗл ыйхинчен вӑраннӑскерсем, ҫурхи сывлӑш куҫӑмне туйса илнӗскерсем, — тен, шӑпах пурте ҫакӑ тайгана хӑйне евӗр илем кӳрет — ҫур умӗнхи теме май пур уйрӑм илем.
8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.