Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туратсем (тĕпĕ: турат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пиҫӗ туратсем ҫамкинчен, питкуҫӗнчен чант та чант, ҫат та ҫат тукалаҫҫӗ, чӗркелесе те илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑш-пӗр хыр ҫинчи кӑштӑрмак хуҫӑк е хӑрӑк туратсем тархасласа пулӑшу ыйтакан алсене е масар ҫинчи ҫӗрӗшсе пусӑрӑннӑ кивӗ хӗрессене аса кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫавӑнтах туратсем шатӑртатни, ҫулҫӑсем чаштӑртатни илтӗнчӗ те тӗмӗ хушшинчен кашкӑр ҫӑварӗнчен хӑтӑласшӑн ҫунакан мулкач пек чӗтреве ернӗ мучи сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Мучи малтанах хӑлхи улталамарӗ-ши тесе туратсем хушшипе кӑшт курӑнакан хӗрсем ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Марине хуран айне хурӑн хулли, ун ҫине хӳшӗ евӗр туса хӑйӑ, хӑйӑ ҫине хӑрӑк туратсем хуҫса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Вӑл ватӑ шӗшкӗ ҫине пӗр хушӑ кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ: унӑн турачӗ сарлака та илемлӗ, хушӑран кӑна типӗрех туратсем тӗл пулкалаҫҫӗ; тӗреклӗ те акӑш-макӑш тымаррисем вара, палӑрмаллах ҫӳлелле тухса тӑраканскерсем, шалалла, ҫӗр айнелле, нумайрах нӳрӗ тата ҫын алли пырса сӗртӗнмен хура тӑпра пур ҫӗрелле анса каяҫҫӗ.

Он залюбовался очертаниями старого ореха с широко раскинувшимися, кое-где уже сухими ветвями, с могучими, узловатыми корнями, которые выступали на поверхности и снова уходили вглубь земли, туда, где больше влаги, где залегали нетронутые пласты чернозема.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Типнӗ туратсем ҫинче выльӑх-чӗрлӗх пуҫ шӑммисем ҫакӑнса тӑни ку пӳртре юмӑҫ пурӑннине астутарать.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Туратсем хушшинчен пуп тайкаланса утса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чечек сарнӑ туратсем хушшинче хӑрса ҫатракаланнисем те нумай.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачасем, тӗтӗм йӑсӑрланакан купана йӑтса пырса, ҫав пӑр ҫине хучӗҫ, татах хӑрӑк туратсем пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑш-пӗр ачасем хӑрӑк туратсем пуҫтарса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эрне варринче лапка-лапка юр тиеве тата йывӑрлатрӗ, туратсем хулӑн «мамӑка» тӳсеймесӗр ҫӗр ҫумне ҫитиех авӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

Купа айне Альберт вӗтӗ хӑрӑк туратсем пуҫтарса чикет, хурӑн хуппине чӗртсе ярать.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Туратсем ҫунтарасси йывӑр мар.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Альберт туратсем иртсе сӗтӗрет.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Унтан туратсем иртме пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫынсене питех ан курӑнтӑр тесе пуль, ахӑртнех, ҫиеле ҫулҫӑллӑ туратсем уртса янӑ.

На крышу были накиданы свежие ветки, видимо, чтобы скрыть сторожку от людского глаза.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑрманта туратсем пӑт та пат хуҫӑла-хуҫӑла анаҫҫӗ, таҫта темле кайӑк вӑрӑммӑн ӳхӗрет.

А лес живет своими звуками: то тут, то там ломаются и падают' на землю сухие ветки, где-то ухает сова, рычит зверь.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл тайкаланса туратсем ҫине пыра-пыра тӑрӑнать, анраса пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑрать, куҫӗсене сӑтӑрать.

Пошатываясь, он натыкается на деревья и кружит на одном и том же месте, усиленно трет глаза, пытаясь что-нибудь разглядеть.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван йывӑҫсем хушшине кӗрет те каялла ҫул ҫине сиксе тухать: тип туратсем хушшинче сас-чӳ ытла аякка илтӗнет.

Ухтиван, отмахав несколько саженей по лесу, вновь выбежал на дорогу: уж очень звучно трещат под ногами сухие сучья — далеко слышно.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех