Шырав
Шырав ĕçĕ:
Этемӗн сӑнарӗпе чунӗ хушшинче яланах темле, тӗлӗнмелле ҫыхӑну пуррине час-часах асӑрхакаланӑ эпӗ; этем хӑй кӳлепин пӗр-пӗр пайне ҫухатсан вара, унӑн чунӗ те пӗр-пӗр туйӑмне ҫухатнӑ пек туйӑнатчӗ мана.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ытла кичем-ҫке ҫамрӑк ҫын хӑйӗн чи лайӑх ӗмӗчӗпе шанчӑкне ҫухатнине пӑхса тӑма; халиччен вӑл этемӗн ӗҫӗпе туйӑмне кӗрен чатӑр витӗр кӑна курса тӑнӑ та халь акӑ сирнӗ ӗнтӗ ҫав чатӑра, ҫапах та ҫамрӑкӑн хӑйӗн ӗлӗкхи аташӑвӗсене ҫӗнелнисемпе улӑштарас шанчӑкӗ пур, вӗсем ӗлӗкхи пекех иртеҫҫӗ пулин те, ӗлӗкхи техӗмпех пулсан та, унӑн ҫӗннипе улӑштарас шанчӑкӗ пур-ха…
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Биденко ҫул ҫинче никамран ыйтмасӑрах, пӗр хӑйӗн нихӑҫан йӑнӑшман разведчик туйӑмне пула кӑна блиндажа, ҫитнӗ чух, пачах та тӗттӗм пулнӑ ӗнтӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
«Тӑван Енӗм — Патӑрьел» документ фильмӗ ҫак тӑрӑх ҫыннисен чунӗнче мӑнаҫлӑх туйӑмне вӑйлатни пӗрре те иккӗлентермест.
Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20
Ашшӗн ҫуралнӑ кӗтесӗнче пулни Маргарита Климентьевнан чунӗнче хумхану туйӑмне вӑратни тӳрех палӑрчӗ.
Тӑванлӑх йӗрне кӗнекесем упрӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2730-t-v ... ekesem-upr
Ҫамрӑксен хушшинче патриотизм туйӑмне, чыса, граждан тивӗҫлӗхне чӗртсе тӑратма пулӑшакан кадет юхӑмӗ воспитани парас тытӑмра паллӑ вырӑн йышӑнса тӑрать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Кун йышшисем вӑтану-намӑслану туйӑмне пӗлмеҫҫӗ, ҫӗнӗ ректор килсен ӑна та мухтаҫҫӗ.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Уяв ҫынра патриотлӑх туйӑмне ҫӗклет.
Раҫҫей вӑй-хӑвачӗн пысӑк уявӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 09.06.17
Ҫак конкурс ачасемпе ҫамрӑксене Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен историйӗпе кӑсӑклантарӗ; вӗсенче патриотлӑх туйӑмне йӗркелеме, тӑван халӑхпа ҫыхӑннине ӑнланма, ҫамрӑк ӑрӑвӑн пултарулӑхне аталантарма, республикӑри культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсен пӗрлехи ӗҫне вӑйлатма пулӑшӗ.
«Герб, ялав, гимн - пирӗн пуянлӑх» // Тантӑш. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№
Халӑха канӑҫсӑрлантаракан шикленӳ туйӑмне сирмелле: халӗ кӑна мар, совет саманинче те ҫыравсенче уйрӑм ҫын пирки информаци пухман.
Патшалӑх ҫӗр ӗҫченне пулӑшасшӑн // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Унта кайни мӑнаҫлӑх туйӑмне вӑратать.
Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Шиклӗх туйӑмне сирмелле — пухнӑ информаципе пӗтӗмлетӳсем тӑвас тӗллевпе кӑна усӑ курассине патшалӑх статистикин органӗсем гарантилеҫҫӗ.
Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Шиклӗх туйӑмне сирмелле
Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Пӗр ҫуллӑх хӑварма килӗшнӗ хыҫҫӑн патшалӑх ҫуртӗнчи ачисене пырса та курман-мӗн, — каласа кӑтартнӑ чухне шеллев туйӑмне палӑртмасӑр чӑтаймасть иккӗмӗш амӑшӗ.
Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Вӗсене асра тытни, хисеплени — тӑванлӑхпа чӑвашлӑх туйӑмне упрама вӗрентекен тӗп тивӗҫ.
Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01
— Ҫак тӗс ҫынра хавхалану туйӑмне вӑйлатать, ӑс-хакӑла тарӑнлатма пулӑшать.
«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
Вӑл ҫирӗплетнипе килӗшмеллех: патриотлӑх туйӑмне аталантарасси ҫамрӑксене общество ӗҫне йӗркелесе явӑҫтарнипе пулаймӗ, ҫитӗнекен ӑрӑвӗн хастарлӑхӗ тапса тӑмалла.
Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
11. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эдомӑн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен вӑл хӑй тӑванне хӗҫпе хӑваларӗ, тӑванлӑх туйӑмне таптарӗ, пӗрмаях хӑйӗн ҫиллипе тискерленчӗ, хӑйӗн хаярлӑхне нихӑҫан та пусармарӗ.
Ам 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Куҫран ҫапакан куҫҫуль кӑларать, чӗререн ҫапакан ырату туйӑмне хускатать.21. Наносящий удар глазу вызывает слезы, а наносящий удар сердцу возбуждает чувство болезненное.
Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун урлӑ хамра кулӑш туйӑмне уҫрӑм.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №