Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Герб, ялав, гимн - пирӗн пуянлӑх»

Автор: Тантӑш

Ҫӑлкуҫ: «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Хушнӑ: 2017.02.05 22:52

Пуплевӗш: 12; Сӑмах: 170

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Вӗренӳ

Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсене йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнӗ май кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен библиотеки «Герб, ялав, гимн — пирӗн пуянлӑх» республика пултарулӑх конкурсӗ ирттерет.

Ҫак конкурс ачасемпе ҫамрӑксене Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен историйӗпе кӑсӑклантарӗ; вӗсенче патриотлӑх туйӑмне йӗркелеме, тӑван халӑхпа ҫыхӑннине ӑнланма, ҫамрӑк ӑрӑвӑн пултарулӑхне аталантарма, республикӑри культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсен пӗрлехи ӗҫне вӑйлатма пулӑшӗ.

Конкурса 7 ҫулти ачасенчен пуҫласа 30 ҫулти ҫамрӑксем таранах, библиотекарьсемпе педагогсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Номинацисем:
— литература пултарулӑхӗ;
— тӗпчев ӗҫӗсем;
— библиотека мероприятийӗсен сценарийӗ;
— класс тулашӗнчи мероприятисен хатӗрлевӗ;
— мастер-классен хатӗрлевӗ.

Ӗҫсене чӑвашла е вырӑсла ҫырма юрать.

Конкурс положенийӗпе тата заявкӑсен формипе библиотекӑн сайтӗнче, «Конкурссем» рубрикӑра паллашма пултаратӑр.

Ӗҫсене кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ тата регистрацилеҫҫӗ: 428027, г. Чебоксары, пр. И.Яковлева, д. 8а, отдел краеведческой и национальной литературы; «Герб, ялав, гимн — пирӗн пуянлӑх» республика пултарулӑх конкурсне тесе палӑртмалла. Электрон почтӑпа ӑсатма та юрать: kray1@chuvrdub.ru.

Конкурс пӗтӗмлетӗвне библиотекӑн тӗп сайтӗнче /chuvrdub.ru/ вырнаҫтарӑпӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсене электрон майпа ярса парӑпӑр. Чи лайӑх ӗҫсем республика кӑларӑмӗсенче пичетленӗҫ. Конкурса хутшӑнакансем пурте ҫакна ӗнентерекен Сертификата, ертӳҫисем вара Тав ҫырӑвӗсене электрон майпа тивӗҫӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех