Шырав
Шырав ĕçĕ:
Качкачев вилтӑпри тӳпинче темиҫе ҫын чӗркуҫленсе ларнӑ та, скатерть пек сарса хунӑ карттӑ ҫинче темскер пӑхаҫҫӗ; ҫав ушкӑнран айккинерех бурка тӑхӑннӑ икӗ ҫын тӑраҫҫӗ; пӗри, вӑрӑмскер, картинӑсем ҫинче курма пулакан граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи полководец пекскер, бинокльпе темскере пӑхать.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Темскере тимлесе итленӗ пек, Илья уҫса пӑрахнӑ чӳречерен пӑхать: чӳрече умӗнче хуп-хура каҫ, ҫӑра йывӑҫ тураттисемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сергей, старике мӗншӗн ҫавӑн пек савӑнӑҫлӑ пулса тӑнине ҫаплах ӑнланмасӑр шухӑшларӗ: «Стефан Петрович та хытса тӑмасть пулсан, кунта эпӗ темскере шута илмен…»
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ун сӑн-питӗнчен вӑл темскере тӳсӗмсӗр кӗтни палӑрчӗ.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов вӑл кураймасӑр пӑхнине асӑрхаса илчӗ, ҫав вӑхӑтрах тата ун умӗнче пӑлханса, темскере кӗтнӗн йӑл кулса, Демид Молчуна тем ҫинчен пӑшӑлтатса каласа тӑракан Яков Лукича та курчӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Макарӑн март ирӗн хӑмӑр-кӑвак ҫути ӳкнӗ сарӑхнӑ сӑн-пичӗ ҫинче темскере кӗтекен кулӑ шаках хытса ларнӑ, саркаланчӑк куҫхаршийӗсем асаплӑн туртӑнкаласа хускалаҫҫӗ…
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӗсем иккӗшӗ икӗ еннелле уйрӑлса тӑраҫҫӗ, темскере сӑха-сӑха иленҫи тӑваҫҫӗ, сыхӑ куҫӗсемпе пӗр-пӗрин хыҫҫӑн тимлӗн сӑнаса, кӑштах ирӗлсе йӑшнӑ юра урисемпе чавкалаҫҫӗ.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Малтан ун кӗлетки пулса тӑрать, унтан вара, ҫавӑн хыҫҫӑнах, ӑна чун кӗрет, унӑн сарлака та тӗксӗм сӑн-пичӗ пулса тӑрать, вара ҫӗршер пушӑ куҫ пӗр куҫ пулса, пӗр куҫпа пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ; темскере кӗтнӗн, шанмасӑртарах пӑхать ҫав куҫ, хӑй мӗн шыранине хӑй те ӑнланмасть, вӑл темскере, инстинкт шикленсе систернине шырать пулас.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Анчах, ҫапах та нумай ҫын сӑн-питӗнче темскере тавҫӑрса илейменни палӑрнӑ, малта пыракансем вӑраххӑн утма тытӑннӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Утса пынӑ чух сыхланса итленӗ, малалла пӑха-пӑха илнӗ, куҫӗсемпе темскере хытӑ шыранӑ.Шли, осторожно прислушиваясь, заглядывали вперёд, чего-то упрямо искали глазами.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ӑна итленипе пирӗн пурин те темскере кӗтсе илесси килсе кайрӗ, ӑна туйрӑмӑр эпир, ҫав темле япалана кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн пурӑнма кирлӗ мар пек, е, пурӑнас пулсан та, мӗнпур ҫӗр-шыв патшисем пулса пурӑнмалла анчах пек туйӑна пуҫларӗ, — вӑт мӗнле музыка, ачам!
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.