Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗри те пекех ӳсӗрӗлсе кайиччен ӗҫмерӗҫ, килӗсене ушкӑнӑн-ушкӑнӑн кӗпӗрленсе утрӗҫ, урамра сассисене пусарса калаҫса пычӗҫ, пынӑҫем тӑтӑшах тата, чарӑна-чарӑна, темскере тимлӗн тӑнласа тӑркаларӗҫ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хула ҫыннисенчен пӗр пайӗ «Лиссабонӑн» аялти хутӗнчи хура залне пухӑннӑ, теприсем пасарти трактирсене ҫитсе ларнӑ — ҫӗрле пулса ҫитичченех ҫавӑнта темскере кӗтсе лараҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хӑрах куҫпа пӗрле Маврухина хушаматлӑ карчӑк кӑна тӑрса юлчӗ, — карчӑкӑн хӗп-хӗрлӗ куҫӗсем пӑтранчӑк шӗвекпе тулса ларнӑ, темскере кӗтсе Тиунова сӑнтан пӑхаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ӑна карчӑкран уйрӑлса кайма аван мар пек туйӑнчӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫамрӑк йӗкӗт хӑй ҫырнисене ҫак ҫынна каласа пама юратать, ӑна валли вӑл урӑхларах та калать тата: васкамасӑр; ҫемҫен пӑшӑлтатса, хӑй юратнӑ сӑмахӗсене уйрӑмах витӗмлӗн палӑртса калама тӑрӑшать, хӑш чухне вара, сӑвӑри хӑйшӗн уйрӑмах кирлӗ пек туйӑнакан пӗр-пӗр сӑмаха е йӗркене палӑртса хӑварасшӑн пулса, сӑвӑ итлекене темскере систернӗн кӑлт-калт тӗрткелесе илет.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Тиунов ҫыпӑҫуллӑ, анчах сӳрӗккӗн те интереслӗ мар калаҫать, сӑмахӗсене асӑрханса суйласа калать, темскере, питех те кирлине, каласа ярасран хӑрать, тейӗн, ӑна ҫынсем халех хакласа илме пултараймаҫҫӗ-ха, ҫавӑнпа та пӗлме те тивӗҫлӗ мар, тесе шухӑшланӑн туйӑнать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Куҫне хӗссе, хӑйне кӑна курӑнакан темскере тӗллесе пӑхнӑ пек пӑхса, вӑл пӳрнипе хӗвеланӑҫнелле тӗртсе кӑтартать.Он тыкал пальцем на запад и, прищуривая глаз, словно нацеливался во что-то, видимое ему одному.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӑл пуҫне ҫӗклесе темскере итлесе тӑчӗ.
8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Вӑл пӗр хушӑ, темскере кӗтнӗ пек, шӑпӑрт тӑчӗ, вара вырӑнтан хускалмасӑр, пуҫне ниҫталла пӑркаламасӑр, тепӗр хут чӗнчӗ:Подождал немного и, не двигаясь, не поворачивая головы, снова позвал:
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
— Вӑл — пирӗн патри ҫын, Мурзин, ӗҫке ернӗ ҫын вӑл, — терӗ аслӑ Артамонов, темскере пӑрса, аякалла тӗртсе яма тӑрӑшса.— Это — наш, Мурзин, пьяница он, — сказал Артамонов старший, желая отвести, оттолкнуть что-то.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл бушпирт ҫине хӑпарчӗ, бом-утлегарь патнех тапӑҫланса ҫитрӗ, инҫетре темскере курасшӑн тӑрмашнӑ пек туйӑнчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫак темскере систерсе мӑшкӑлласа, каланӑ сӑмахсене илтсен Тёма чӗри ыратса чӑмӑртанчӗ.Сердце Тёмы болезненно сжалось от этих туманных, насмешливых намеков.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вичкӗн туйӑм ҫавнашкал хатӗр тӑрса теме кӗтни суккӑрӑн кӑмӑл-туйӑмӗнче те паллӑ йӗр хӑварнӑ; хупӑрласа тӑракан ҫав сӗм тӗттӗмлӗх хӑйӗн курӑнми аллисемпе ун патнелле кармашса, ӑшчикри темскере кӗҫ-вӗҫех пырса сӗртӗнессӗн, вара сасартӑках пуҫри темскер, тӗлӗрекенскер, вӑранса каяссӑн туйӑннӑ.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Айше унӑн темскере пӗлтерекен сӑмаххисене пула нимӗнле мар пулса, куҫҫуль юхтарса тӑнӑ.Айше залилась слезами и, казалось, окаменела от этих таинственных слов.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Ачасем ун ҫине темскере кӗтнӗ пек пӑхаҫҫӗ.
1 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Людмила хӑвӑрт кӑна каялла ҫаврӑнчӗ, ун ҫине хӑранӑ пек пӑхса илчӗ те, темскере тытса чарасшӑн пулнӑ пек, аллисене амӑшӗ патнелле тӑсса, васкавлӑн калаҫма тытӑнчӗ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Людмила та пӗр сассӑр, темскере аркатса тӑкасран хӑранӑ пек асӑрханса, аяккалла пӑрӑнчӗ.Людмила тоже отошла, бесшумно, осторожно, точно боясь разрушить что-то.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унӑн сӑн-пичӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ та сарлака, пӗчӗк куҫӗсем кулкаласа пӑхаҫҫӗ, — вӗсем хӗрлӗрех куҫ харшисем айӗнчен икӗ ҫивӗч япала шӗвӗрӗлсе тӑнӑ пек, сывлӑшра темскере касакан хачӑ пек туйӑнаҫҫӗ.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Каҫ-каҫ ун патӗнче час-часах хӑнасем пухӑнаҫҫӗ, — Алексей Васильевич ятлӑ, шуранкӑ сӑнлӑ, хура сухаллӑ, ҫӳллӗ, тӗреклӗ хитре арҫын, сахал калаҫаканскер; Роман Петрович — шатра питлӗ, ҫаврака пуҫлӑ, яланах темскере хӗрхеннӗ пек тутине чӑплаттараканскер; Иван Данилович — ырхан та пӗчӗкскер, шӗвӗр сухаллӑ та ҫинҫе саслӑ, хастарлӑ, кӑшкӑрма юратакан, пӑшатан пек ҫивӗч ҫын; Егор — яланах хӑйӗнчен, юлташӗсенчен тата хӑйӗн йывӑрлансах пыракан чирӗнчен кулса тӑрӑхлаканскер.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Куҫ харшисене пӗр ҫӗрелле пӗрлештерсе, вӑл ҫине тӑрсах хӑйӗн ӑшӗнчи темскере итлерӗ.Сдвинув брови, она напряженно прислушивалась к чему-то внутри себя.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӑл аллипе, темскере каснӑ пек, сулса кӑтартрӗ те тухса кайрӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.