Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарӑн сăмах пирĕн базăра пур.
тарӑн (тĕпĕ: тарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калама ҫук пысӑк хаваслӑхсем те пулаҫҫӗ, тем пек тарӑн хуйхӑ-суйхӑ та пулать, ҫавсене ҫын хӑйне евӗр чӑтса та тӑрас ҫук темелле.

Бывают огромные радости, как и страшные горести, которые слабая человеческая природа, казалось бы, не в состоянии перенести.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Викентий тарӑн шухӑша кайрӗ.

Викентий глубоко задумался.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Заманов ҫакӑн пек тӳрӗ ҫын тесе кам шухӑшлама пултарнӑ! — тарӑн шухӑшлӑн каласа хучӗ Франгов.

Кто бы мог подумать, что Заманов такой честный человек! — рассуждал Франгов.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах ак унӑн куҫӗ йӑлкӑшса илчӗ, ҫамкине тарӑн йӗрсем каркаларӗҫ, тути виртлешнӗ чухнехи пек хаяррӑн кулкаларӗ.

Но вот глаза его загорелись, две глубокие морщины прорезали лоб, а на губах появилась жестокая усмешка.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов пуҫне сӗнкрӗ, ҫамки тарӑн йӗрпе картланчӗ.

Огнянов склонил голову, на лбу его появились глубокие морщины.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑн пек ӑслӑ сӑмах мӗне пӗлтерессе тӗшмӗртесшӗн пулнӑ пек, бей тарӑн шухӑша кайса тӑчӗ.

Бей задумался, пытаясь сделать вид, что уразумел все значение этого глубокомысленного ответа.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юрдан пырса кӗчӗ, вӑл шурса кайнӑ, чӗтресе тӑрать, ҫамки урлӑ тарӑн йӗрсем хывӑннӑ.

При виде вошедшего Юрдана, бледного, дрожащего, с искаженным лицом,

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов унта тарӑн суран ҫӗвви пуррине асӑрхарӗ, халь ҫав суранран йӗрӗ кӑна юлнӑ ӗнтӗ.

Огнянов увидел шрам от глубокой раны, теперь уже зарубцевавшейся.

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ирхи вӑхӑт та тарӑн юр ҫынсене ҫуртран кӑлармасть.

Ранний час и глубокий снег удерживали людей в постели.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Таврари тарӑн юра юн витрӗ, тӗллӗн-паллӑн юн кӳлленчӗкӗ те пулса тӑчӗ.

Глубокий снег вокруг пропитался кровью, и кое-где она стояла лужицами.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юр татти-сыпписӗр ҫӑвать, тарӑн ашӑм ларта-ларта хӑварать, ҫавна пула ушкӑн та васкавлӑн пыраймасть, анчах вӑл ҫапах та малаллах шӑвать-ха, ав мӗнле чӑрмав та асӑрхамасть, чи пысӑк шухӑшӗ унӑн — тӑшмана тавӑрасси.

Снег валил непрерывно, намело большие сугробы, и это задерживало движение отряда, но он неуклонно шел вперед, не замечая препятствий, поглощенный одной мыслью — мстить.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ганчо, тултар-ха эппин тарӑн вартине тепрер курка, карланкӑ та, тем, типсе каясса ҫитрӗ.

Ганчо, налей еще нижиереченского винца, а то у нас глотки пересохли…

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тарӑн шухӑша кайнӑ тухтӑрӑн ӑмӑртса чупас кӑмӑлӗ ҫукчӗ те, ҫапах вӑл та чупса кайрӗ.

Доктор, погруженный в свои тяжкие думы, не был расположен бегать взапуски, но все-таки побежал тоже.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Революционерсемшӗн те, хурахсемшӗн те пӗртен пӗр турӑ кӑна, — тарӑн шухӑшлӑн каласа хучӗ те Бойчо кулкаласа илчӗ.

И у революционеров, как и у разбойников, есть свой бог, — многозначительно проговорил Бойчо и улыбнулся.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл пӗр тарӑн вар еннелле ҫул тытрӗ.

Он держал путь к горному ущелью.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсен хыҫӗнче инҫетри ту купаланчӑкӗсем палӑраҫҫӗ, унта чӑнкӑ чул катмаксемпе тарӑн варсам пур, тарӑн варсенче шыв шӑнкӑртатса юхать.

Между ними пролегало ущелье с крутыми скалистыми склонами, на дне которого шумела река.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Михалаки куҫ харшине пӗрӗнтерсе илчӗ, тарӑн шухӑша кайнӑ пек пулчӗ, каярахпа тин сӑмахӗсене тӑсса калама тытӑнчӗ:

Михалаки нахмурился, глубокомысленно помолчал и, наконец, произнес, растягивая слова:

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл та кӑрккасен енне тарӑн философиллӗ шухӑшпа пӑхса, вӗсене асӑрхаса тӑрать.

Он с не менее философским глубокомыслием наблюдал за индюками.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак мӑнастир картишӗнчи шӑплӑхри пек урӑх ниҫта та тарӑн шухӑша кайма ҫук пуль.

Ничто так не способствует созерцанию, как тишина, царящая за монастырской оградой.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Марко вырӑнӗнчен хускалмасӑр тарӑн шухӑша кайса вӑрахчен ларчӗ.

Глубоко задумавшись, Марко долго сидел, не двигаясь с места.

VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех