Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗнчӗ (тĕпĕ: сӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнчи коррупци сӗмӗллӗ преступленисене сӳтсе явнӑ май Михаил Игнатьев ЧР Строительство министерствине управляющи компанисене лицензи панӑ чухне вӗсен ӗҫне тӗрӗс хаклама сӗнчӗ, пулӑшу ӗҫӗсен рынокне таса мар чунлӑ организацисене кӗртмелле маррине чӗнсе каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Республика Пуҫлӑхӗ халӑхӑн юридици пӗлӗвне ӳстерме чӗнсе каларӗ, профилактика ӗҫне вӑйлатма сӗнчӗ.

Глава республики говорил о повышении юридических знаний народа, предложил усилить профилактическую работу.

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

– Кӑшт уҫӑлса ҫӳрер мар-и? – сӗнчӗ Элекҫей Эльзӑна хулӗнчен тытса.

Куҫарса пулӑш

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

– Гражданин начальник, пирӗнпе пӗрле ларӑр, – те йӑпӑлтатса, те чунтанах сӗнчӗ Элекҫей чӑваш Сандрикова.

– Гражданин начальник, присаживайтесь к нам, – то ли заискивающе, то ли от всего сердца предложил Сандрикову чуваш Алексей.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Палӑк умне пухӑннисене Аслӑ Вӗрентекенӗмӗрӗн Халалне тӗпе хурса пурӑнма сунчӗ, унпа ачасене те паллаштарма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

ФГУ «Россельхозцентрӑн» Шупашкар районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Людмила Добролюбова акакан вӑрлӑхран нумай килнине палӑртса хуҫалӑхсен ертӳҫисене пахалӑхлӑ вӑрлӑха таҫтан аякран мар, районти вӑрлӑх туса илекен хуҫалӑхсенчех туянма сӗнчӗ.

Руководитель Чебоксарского районного отделения ФГУ "Россельхозцентр" Людмила Добролюбова подметив, что больше всего зависит от качественных семян предложила руководителям предприятий купить семена не где-то в стороне, а в районных предприятиях, где выращивают посадочный материал.

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

«Санӑн юрра юрлаҫҫӗ вӗт. Атя, ҫине тӑрсах ҫырас пулать», — сӗнчӗ Юрий Сементер.

"Твою песню передают. Давай, сочиняй еще", — сетовал Юрий Семендер.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Правительство пуҫлӑхне укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене шута илме сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫуллахи вӑхӑтра ачасемпе ҫамрӑксен канӑвне йӗркелесси пирки сӑмах пуҫарнӑ май Вячеслав Оринов ашшӗ-амӑшне ҫӑмӑллӑхлӑ путевкӑсемпе усӑ курма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Министр сӑн ӳкерчӗксем туса, ыйтӑва палӑртса «Халӑх контролӗ» портала хыпар яма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ургат общество управляющийӗ пулма сӗнчӗ — килӗшрӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Кӑштах куляннине сиссе Арсений Тарасов журналист радиона кайса пӑхма сӗнчӗ.

Заметив мое переживание, журналист Арсений Тарасов посоветовал сходить на радио.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Алексей Александрович хуҫалӑх ӗҫченӗсемпе ӗҫ килӗшӗвӗ ҫырмасӑр тӑрӑшасси ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑчӗ, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен районти центра ҫитсе учета тӑма, патшалӑх паракан пулӑшусемпе усӑ курма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ӑна Аристарх Орлов-Шуҫӑм композитор килӗштерчӗ, юрлама сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

- Пӗр пӗлӗшӗм манра хӑйне евӗр ӑсталӑх пуррине, пухӑнакан энергие ҫапла майпа пӗтерме сӗнчӗ.

— Одна из моих знакомых увидела во мне это умение, порекомендовала расходовать энергию этим способом.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Крымран килнӗ хӑна Владимир Мочалов ҫулҫӳрев карттине йӗркелеме сӗнчӗ.

Приехавший гость из Крыма Владимир Мочалов предложил организовать туристическую карту.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Ҫав вӑхӑтрах тулли хӑватпа усӑ курайман отрасльсен ӗҫне вӑйлатма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем пулмаллах // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

- Шкул ҫуртне Республика кунӗ тӗлне хута яма тӑрӑшӑр, - сӗнчӗ Иван Борисович. - Ӑна вӗҫлеме укҫа-тенкӗ ҫителӗклӗ уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем пулмаллах // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех