Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ

Автор: Н.АРХИПОВА

Ҫӑлкуҫ: «Каҫал Ен», 2016.04.22

Хушнӑ: 2016.04.23 12:22

Пуплевӗш: 24; Сӑмах: 309

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

Ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисен паянхи кун чылай ыйту тавра пуҫ ватма тивет. Ҫураки ҫывхарса пынине кура техникӑна йӗркене кӗртмелле, вӑрлӑх хатӗрлемелле, удобрени кӳрсе килмелле, ҫунтармалли-сӗрмелли япаласене туянмалла тата ытти те. Акӑ, Хайртдинов фермер хуҫалӑхӗн, «Слава» ЯХПК ӗҫченӗсем нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарма тухнӑ та. Ҫавӑн пекех вӗсем кӗрхи культурӑсене апатлантараҫҫӗ, ҫӗре сӳрелеҫҫӗ. Лару-тӑрупа вырӑнта паллашма район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин, ял хуҫалӑхпа экологи пайӗн начальникӗ Илдус Миннетуллин апрелӗн 18-мӗшӗнче Хайртдинов фермер хуҫалӑхне ҫитрӗҫ.

Кунта чи малтанах хуҫалӑх ертӳҫипе Фиргать Галиескеровичпа тӗл пулчӗҫ, тип-тикӗс те ем-ешӗл кӗрхи культурӑсен анисене, сӳреленӗ хирсене пӑхса ҫаврӑнчӗҫ. Ҫӗрулми, тыр-пул вӑрлӑхӗсене тирпейлекен складсенче ӗҫченсемпе тӗл пулса калаҫрӗҫ. Алексей Александрович хуҫалӑх ӗҫченӗсемпе ӗҫ килӗшӗвӗ ҫырмасӑр тӑрӑшасси ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑчӗ, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен районти центра ҫитсе учета тӑма, патшалӑх паракан пулӑшусемпе усӑ курма сӗнчӗ.

Складсенче ӗҫ шавӗ тӑратчӗ, пӗринче ӗҫченсем тыр-пула им-ҫамлаҫҫӗ, тепринче ҫӗрулми вӑрлӑхне суйлаҫҫӗ. Уй-хир культурисен тухӑҫӗ ҫине минераллӑ удобренисемпе усӑ курни пысӑк витӗм кӳрет. Ҫак тӗллевпех Хайртдинов фермер хуҫалӑхӗ 74 тонна тӗрлӗ удобрени туяннӑ. Мӗн акатӑн - ҫав шӑтать, тенине тӗпе хурса тӑрӑшаҫҫӗ хуҫалӑх ӗҫченӗсем. Ҫавна май фермер хуҫалӑхӗ кӑҫал 448 гектар тӗштырӑ, 60 гектар куккурус, 50-60 гектар ҫӗрулми лартма палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне хуҫалӑх кӗркунне 110 гектар кӗрхи культурӑсем акса хӑварнӑ пулнӑ. Вӗсем вара лайӑх шӑтса тухнӑ, сип-симӗс кавир евӗр таҫтанах куҫа савӑнтараҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле каласан, хуҫалӑхра ҫуракине вӑхӑтра ирттерессе, кӗркунне пысӑк тухӑҫ савӑнтарасса шанма пулать.

«Слава картофелю» агрофирма ӗҫченӗсем те ҫуракине тӗплӗн кӗтсе илнӗ, ӑна ӑнӑҫлӑ ирттерме мӗн кирлине хатӗрлесе хунӑ. Акана апрелӗн 19-мӗшӗнче пикеннӗ. Уяр ҫанталӑкпа туллин усӑ курасшӑн вӗсем. Ҫав кун ака ӗҫӗсем мӗнлерех иртнипе паллашма район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ Эткер ялӗ ҫывӑхӗнчи хирсене ҫитрӗҫ. Кунта вара хӗрӳ ӗҫ пырать, пӗрисем сӳрелеҫҫӗ, теприсем аксах пыраҫҫӗ. Кӗҫех 3-мӗш хирте ҫурхи тулӑ, 4-мӗш хирте урпа пуссисем ешӗл тумпа куҫа савӑнтарӗҫ. Ӗҫченсемпе калаҫнӑ май Илдус Хадзятович ака ӗҫне пӗрремӗш пуҫӑннӑ хуҫалӑха ӑнӑҫу сунчӗ. Ҫанталӑкӗ лайӑх тӑрсан ҫитес вӑхӑтрах ытти хуҫалӑхсен хирӗсем те тракторсен шавӗпе тулӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех