Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пуҫра сехрене хӑпартакан тертлӗ шухӑшсем юлчӗҫ, тӳсме ҫук йывӑррӑн тиенсе, хулпуҫҫийӗсене мӑкӑртса кӑларчӗҫ.Тревога, горечь остались, наваливаясь непереносимой тяжестью, горбя плечи.
XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Шӑплӑхпа сехрене хӑпартакан кӗске кунсем каҫ пулнӑ чухне хӗрӳ ӗҫҫи вӑхӑтӗнчи майлах вӑрӑм туйӑнаҫҫӗ.Пугающие тишиной, короткие дни под исход казались большими, как в страдную пору.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пуҫ тӗлӗнче аялтах самолёт ярӑнса вӗҫсе ҫӳрет, унӑн хӑватлӑ сасси сехрене хӑпартса кӗрлет.Над ними низко и плавно кружил аэроплан, мощный рокот его звучал угрожающе.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Шумилин Мартин, хулсӑр Алексейӗн тӑванӗ, ҫак ылханлӑ кайӑка масар карти ҫумӗнче икӗ каҫ хуралласа тӑчӗ, анчах та ӳхӗ — куҫа курӑнми ытарлӑ кайӑк — нимӗн сасӑсӑр ун пуҫӗ ҫинченех вӗҫсе каҫать, масарӑн тепӗр пуҫӗнчи хӗрес ҫине кайса ларать, ыйхӑллӑ хутор ҫине каллех хӑйӗн сехрене хӑпартакан сассисене сапалама тытӑнать.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ӗҫер-ха эпир ӑна ырӑ ҫынсемпе, атту, путсӗр хӗрарӑмсем сехрене хӑпартрӗҫ, калама намӑс.— Мы черпнем ее с добрыми людьми; проклятые бабы понапугали нас так, что и сказать стыдно.
VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Мӗн кӑна каласа сехрене хӑпартмаҫҫӗ-ши?
Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫавӑнтах аслати малтанхи пекех хыттӑн та сехрене хӑпартса тавралӑха тепӗр хут кисрентерчӗ.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ӗнтӗ унӑн пичӗ-куҫӗ ытла хӑратмастчӗ-ха, ячӗпе ӗҫӗсем тесен сехрене хӑпартатчӗ.Впрочем, лицо его не внушало того страха, какой внушали его имя и его деяния.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сехрене хӑпартрӑн-ҫке пирӗнне!
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пурнӑҫ мар пиҫӗн, тытамак, кашни сасӑ, кашни шӑк-шак сехрене хӑпартать.Не жизня у нас, а трясучка, каждого шороха боишься, каждого стука.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Половцев сӑмахӗсемпе унӑн куҫҫулӗ Яков Лукичӑн кӑмӑлне хуҫрӗҫ, анчах ӑшӗнче вӑл хӑй патӗнче выртса-тӑнӑ ҫак хӑрушӑ ҫынсенчен хӑтӑлнӑшӑн, вӗсемпе ҫыхланса хӑтланнисем пӗтӗмпех ҫапла чип-чипер вӗҫленнӗшӗн, малашне ӗнтӗ хӑйӗн пурлӑхне те, пуҫне те ҫухатасран сехрене хӑпартса пурӑнма кирлӗ марришӗн калама ҫук хытӑ савӑнчӗ.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Выртнӑ ҫӗрте пуҫра темле-темле шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ: «Камшӑн, кам харпӑрлӑхӗшӗн сехрене хӑптарсах вилӗм кӗтсе выртатӑп-ши кунта эпӗ?» — тетӗп.Лежишь, думаешь: «За кого же, за чью собственность я тут страх и смерть принимаю?»
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ах, ан хӑрат, сехрене ан хӑпарт, тӑванӑм! — пӳлет ӑна кил хуҫи арӑмӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапах та сехрене хӑпартса тӑраканни — ҫакӑ.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сехрене хӑпартакан шурӑмпуҫ шевли ан кӗтӗр тесе, чӳречесене хулӑн чаршавсемпе карнӑ..В комнате окна плотно занавешены, чтобы не впускать отсветов тревожного зарева.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950