Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ эпӗ те тусанлӑ ансӑр ҫул ҫине тухрӑм; сылтӑм енче — ҫӑра кӑвак тинӗс хумханать; ӑна куҫа курӑнман столярсем пиншер савапа саваланӑ пек, хумсем ҫийӗн чӑштӑртатса сава турпасӗ евӗр шап-шурӑ кӑпӑк чупать, сывӑ хӗрарӑм сывлӑшӗ пек нӳрӗ, ӑшӑ та ырӑ ҫил ӑна ҫыраналла хӑвалать.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Ун аллинче сава турпасӗ Хӑй тӗллӗнех явӑнса пынӑн туйӑннӑ, сунтал ҫине мӑлатукпа ҫапнӑ чух ҫывӑха ан пыр, йӗри-тавра хӗм сирпӗнсе тӑнӑ.
Вунпӗрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Андрей Михайлович ӑна сава е стамеска тыттарнӑ, хӑмана мӗнле саваламаллине ӑнлантарса панӑ.Андрей Михайлович давал в руки стамеску или рубанок и показывал, как нужно строгать по дереву.
Пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Сава ӑшӗнчен вӑрӑм уркӑсем, винт пек, пӗтӗрӗнсе тухнӑ.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл ӑна шанса сава пуҫланӑ, ҫывӑхран ҫывӑх хӑнӑхса пынӑ.Она с большей и большей доверчивостью предавалась увлекательной привычке.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫула картласа тӑракан япаласем ҫеҫ асра тӑрса юлнӑ: касса янӑ хырӑн ылтӑн вулли ҫутӑ сухӑр юхтарса выртнӑ, пӗрене купи, пур ҫӗрте те пӑчкӑ кӗрпипе сава турпассисем сапаланса выртнӑ тата сӑйлӑ-сӑйлӑ тунката куҫа курӑннӑ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Самани пӑсӑлчӗ тесе ӳпкелешес вырӑнне Ҫӗрпелсемпе Кайри Тукайсем хӗрсех утӑ ҫулаҫҫӗ, ҫӗрулмине кӑпкалатаҫҫӗ, фермӑра витесене юсаҫҫӗ, ҫӗнӗ сарай янтӑлама тӗллев тытнӑ та — унта алла пуртӑ-мӑлатук, сава илнӗ арҫынсем ҫичӗ хут тара ӳксех тӑрмашаҫҫӗ.
Ашшӗн ҫулӗпе - чӗрӗк ӗмӗре яхӑн // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№
13. Сава, Дедан тата Фарсис сутуҫисем хӑйсен пӗтӗм ҫамрӑк арӑсланӗсемпе пӗрле калӗҫ сана: «эсӗ ҫаратма килтӗн-и? хӑвӑн эшкерне пурлӑх чыхса тултарма, кӗмӗлпе ылтӑн тӑпӑлтарма, выльӑх-чӗрлӗхпе мул туртса илме, пысӑк тупӑш ярса илме пуҫтартӑн-и?» тейӗҫ.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Харан, Хане тата Еден, Сава сутуҫисем, Ассур тата Хилмад санпа суту-илӳ тӑватчӗҫ.23. Харан и Хане и Еден, купцы Савейские, Ассур и Хилмад торговали с тобою.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл ӗнтӗ ҫулнӑ ҫаран ҫине ҫӑвакан ҫумӑр пек, ҫӗре шӑваракан тулӑх тумлам пек анӗ; 7. ун вӑхӑтӗнче тӳрӗ ҫын ҫутӑлса тӑрӗ, уйӑх ҫухаличченех тулли тӑнӑҫлӑх пулӗ; 8. вӑл тинӗсрен тинӗсе ҫитичченех, юханшывран# тӗнче хӗррине ҫитичченех тытса тӑрӗ; 9. пушхирте пурӑнакансем унӑн умне ӳкӗҫ, унӑн тӑшманӗсем тӑпра ҫулӗҫ; 10. Фарсис патшисемпе утрав патшисем ӑна хырҫӑ тӳлесе тӑрӗҫ; Аравипе Сава патшисем парнесем илсе пырӗҫ; 11. ӑна пур патша та ӳксе пуҫҫапӗ; ӑна пур халӑх та пӑхӑнса тӑрӗ; 12. вӑл ӗнтӗ тархаслакан мӗскӗне, пулӑшакан ҫуккипе хӗн тӳсекен ҫынна хӑтарӗ.
Пс 71 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун ҫине вара ҫийӗнчӗк улӑм, сава ҫункӑҫӗ пӑрахнӑ, Хӗлимун мучипе заведующи кашни пӑрӑвах тыта-тыта тӗрӗслеме пуҫларӗҫ.
XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫапла шухӑшласа, шухӑшсемпе асапланса, Прохор Петрович алла пӑчӑкӑ тытать, пуртӑ тытать, сава тытать, суран ҫӗввисене карӑнтарса, типнӗ турат пек хытса ларнӑ шӑмӑсене хускатса, шӑнкӑрч йӑви тума тытӑнать.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Сава хыҫҫӑн вара пуртӑпа касмаҫҫӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Пӳрт ҫумӗнчи мастерскоя кӗрет, алӑкне тачӑ хупса сава турпасӗн купи ҫине ларать.
Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.
Хула ҫыннисемшӗн ҫӑмарта пултӑр: сава турпасӗ сарса тиенӗ-и, е ыраш улӑмӗ — вӗсемшӗн пурӗпӗрех.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Анчах сава турпасӗ тупайман.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Тӗрлӗ хыпар ҫӳренӗ ун чухне Наровчатра: пӗрисем рабочисем хӑйсем вут тӗртнӗ тенӗ, теприсем ҫунакан краҫҫын лампине ӑнсӑртран ҫӗре ӳкернинчен сава турпасне вут хыпнӑ тенӗ.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Тупӑкне тума чӑрмав пулман: хӑй ӗлӗкех хатӗрленӗ тип урай хӑминчен тӑрӑхла ещӗк ӑсталанӑ, йывӑҫне ҫиелтен саваласа шуратнӑ, тӗпне сава ҫункавӗ хунӑ, ҫиелтен килти пир сарнӑ, пуҫелӗкне сава ҫункавӗнченех минтер пек тунӑ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Кӗлечӗсем кирлех пулнӑ ӗнтӗ: пӗринче вӑрӑм ещӗксем хатӗрлеҫҫӗ, тепринче — пысӑкраххинче — ҫӑмарта тиеҫҫӗ; ҫӳлти хутлӑхра сава турпасӗ ҫыххисем купаланса выртаҫҫӗ, хӗвел пӗҫертсе пӑхнӑ кунсенче вӗсене умри аслӑк ҫине йӑтса тухса салатаҫҫӗ, тавӑра-тавӑра типӗтеҫҫӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хальхи хуҫасем ҫӑмарта сутти туни те Уҫӑп кӑмӑлне кайман: час ванакан-пӑсӑлакан япала вӑл ҫӑмарта, таҫта ҫӑва патне яма ун валли темӗн чухлӗ ещӗк хатӗрлес пулать, ҫӑмартине сийӗн-сийӗн сармашкӑн Ефремов хуҫаран ятарласа хатӗрленӗ сава турпасӗ илсе килес пулать, пӑти те кирлӗ: краҫҫынӗ те, ҫӑмарта суйланӑ ҫӗрте, тӗттӗм пӳлӗмре, пички-пичкипе пӗтет.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
- 1
- 2