Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

районне (тĕпĕ: район) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
А.К.Садретдинов 1951 ҫулта Чӑваш АССРӗн Комсомольски районне кӗрекен Чӗчкен ялӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ҫуралнӑ министр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Павлӑ районне малти рете кӑларса 1952 ҫулта Н.Демидова кая юлса пыракан Маматӑш районне ура ҫине тӑратма райкомӑн 1-мӗш секретарӗ тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑҫми ырӑ ӗҫсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

«Чутайсем пурӑнсан чӑваш пурӑнать», — тесе хӑварнӑччӗ пире Геннадий Никандрович Волков Хӗрлӗ Чутай районне килсен.

"Будут жить Красночетайцы - будут жить и чуваши", - как-то сказал Геннадий Никандрович Волков посетив Красные Четаи.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ачасем Н.Я.Бичуринӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе, Шупашкар районне халаланӑ кӗтеспе, этнографи уйрӑмӗпе тата ытти интереслӗ экспонатпа паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Унччен Пӑва районне кӗнӗ Пӑрӑнтӑк станцине Ҫӗпрел районне куҫараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ҫарӑмсан районне кӗрекен Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи вӑтам шкулӑн вӗрентекенӗ Николай Паймуратов та «Суварӑн» чи малтанхи номерӗсенчех Ҫарӑмсан ҫӗрӗ ҫинчен ҫырса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Вӑл та пӗчӗк шӑллӗне Ваҫҫана ертсе аппӑшӗсем патне Элкел районне кайма тухать.

Куҫарса пулӑш

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Ҫапла ҫемьери чи асли Елена Васильевна 13 ҫулти Октябринӑпа 10 ҫулти Вальӑна илсе инҫе ҫула – Элкел районне – ҫул тытать.

Куҫарса пулӑш

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Фельдшерпа акушер специальноҫне алла илсен ӑна направленипе Кигин районне ӗҫлеме янӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун умӗн инҫе ҫула кӗскетсе Тӑвай районне ҫула тухрӑмӑр.

В Международной день защиты детей, коротая время, взяли путь в Янтиковский район.

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Совет ҫарӗнче ҫичӗ ҫул ытла пулнӑ хыҫҫӑн 1951 ҫулта Патӑрьел районне таврӑннӑ Рассых Камалетдинов Шӑнкӑртамри вӑтам шкулта физкультура вӗрентме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

1950-1984 ҫулсенче пушар хуралӗн тытӑмӗнче вӑй хунӑ: Патӑрьел районӗнчи патшалӑх пушар надзорӗн /ППН\ инспекторӗнчен пуҫласа Комсомольски районӗнчи ППН инспекцийӗн пуҫлӑхне ҫитнӗ, унтан ӑна Шупашкар районне куҫарнӑ.

1950-1984 годах работал в структуре пожарной охраны: с инспектора государственного пожарного надзора (ГПН) Батыревского района дошел до начальника инспекции ГПН Комсомольского района, затем его перевели в Чебоксарский район.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Кашниех тӑван районне юратнине ҫирӗплетсе пӗрер тӗм лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Вӑл Шупашкар районне кӗрекен Ольтикассинче учительсен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Володьӑн арӑмӗ пек ятлаҫса ҫӳремерӗм, вӑрҫӑ-харҫӑсӑр уйрӑлтӑмӑр. Ашшӗ уйӑхсерен алимент тӳлесе тӑрать, кирлӗ тӗк кунсӑр пуҫне те укҫа яма хирӗҫ мар», — шӑпа Патӑрьел районне епле илсе ҫитернине каласа кӑтартрӗ Ирина Михайловна.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

– 1983 ҫулта вӗренсе тухсан ӗҫлеме тӑван тӑрӑха – Ҫӗрпӳ районне – ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

1963 ҫулта Элӗк районӗн патшалӑх архивӗн фондне Вӑрнар районне панӑ.

Куҫарса пулӑш

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Ҫак тӗллевпе Етӗрне районне, вӗсемпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене, ҫитсе куртӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Унпа пӗр музейре паллаштарнӑ хыҫҫӑн ӑна вӑрҫӑ ҫулӗсенче Йӗпреҫри вӗҫев шкулӗн аэродромӗсем пулнӑ ялсенче - Чӑваш Тимешре, Кӗлӗмкассинче тата Канаш районне кӗрекен Ҫӗнӗ Шуртанта - кӑтартасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Трак районне туса хурсан пӗрремӗш телефонистка пулса тӑнӑ.

Когда создали Траковский район, она стала первой телефонисткой.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех