Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл пуҫӗнчи ҫӗлӗкне хывса илсе пуҫне ҫӗре ҫити туса Катьӑна пуҫ тайрӗ, кайран тӳрӗленсе тӑрсан, хӑйӗн хаяр та ача-пӑчанни пек янӑравлӑ сассипе: — Тавтапуҫ сана… хӑвӑн аслӑ чӗрӳшӗн! — тенине пурте илтрӗҫ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ак ҫапла пуҫ тайма хушса ячӗ, — Прохор шӳтлесе, пилӗк таран пуҫ тайрӗ, унтан пуҫне ҫӗклерӗ те куҫ харшисене тӗлӗннӗ пек сиктерсе илчӗ:Велел вот как кланяться, — Прохор шутливо поклонился, поднял голову и удивленно шевельнул бровями:
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Манӑн пуҫ, — пӳрнипе ҫамкинчен тӗксе илет вӑл, — пӗтӗм пуҫсемшӗн пуҫ.— Мой голова, — ткнул он пальцем себе в лоб, — всем головам есть голова.
Хӑрушӑ ҫын // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Ҫавӑнпа Володя утса пынӑ чух пуҫне хулпуҫҫисем хушшине лӑпчӑтса пырать, мӗншӗн тесен ӑна пӗрмай пуҫне тӑрӑнтарассӑн туйӑнать: пуҫ тӗлӗнче усӑнса тӑракан тем пысӑкӑш чул хулӑнӑшне ытларах та ытларах туйма тытӑнать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чӑнах та, чернил савӑчӗ темле сухаллӑ пуҫ пек, пепельници — хӗреслетсе хунӑ авалхи алса пек, сухаллӑ пуҫ ӑшӗнче чернил пур, Николай Антоныч перине чернилпа пуҫас тесен, ҫав богатырь пуҫӗ ӑшне чикнӗ ӗнтӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ ун патне пытӑм та пуҫ тайрӑм; пуҫ тайнине хирӗҫ вӑл нимӗн чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ те ҫӑварӗ тулли тӗтӗм мӑкӑрлантарчӗ.Я подошел к нему и поклонился: он молча отвечал мне на поклон и пустил огромный клуб дыма.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Фермӑра тимлекенсен хастарлӑхне пула мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх 670 пуҫ, ӗнесем 158 пуҫ, сыснасем 2888 пуҫ хушӑннӑ.
Республикӑра – 2-мӗш // Елена ПОРФИРЬЕВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
14. Пуҫ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн ҫакӑн та вӗҫӗ ҫывӑхарса килчӗ, вӑл та, пӗрремӗш ҫунат пекех, ҫухалмаллаччӗ ӗнтӗ, 15. анчах акӑ ӑна каланӑ сӑмах илтӗнсе кайрӗ: 16. эй, итле эсӗ, ҫӗре нумай хушӑ тытса тӑнӑскер! ҫухалма тытӑниччен акӑ мӗн калатӑп сана: 17. сан хыҫҫӑн никам та ҫакӑн чухлӗ вӑхӑт хушши пуҫ пулса тӑраймӗ, ҫакӑн ҫурри чухлӗ те пуҫ пулаймӗ.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Турӑ вара Иовӑн юлашки кунҫулне унчченхинчен те ытларах пилленӗ: унӑн ӗнтӗ вунтӑватӑ пин пуҫ вак выльӑх, ултӑ пин пуҫ тӗве, пин мӑшӑр ӗҫ вӑкӑрӗ, пин пуҫ ама ашак пулнӑ.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫичӗ пин пуҫ вак выльӑх, виҫӗ пин пуҫ тӗве, пилӗкҫӗр мӑшӑр ӗҫ вӑкӑрӗ, пилӗкҫӗр пуҫ ама ашак тата темӗн чухлӗ тарҫӑ-тӗрҫӗ — ҫакӑ унӑн пурлӑхӗ пулнӑ; вӑл Тухӑҫ ывӑлӗсем хушшинче пуринчен те чаплӑрах пулнӑ.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унӑн аслӑ улпучӗсем те, тимлӗ пулса, халӑха, священниксене тата левитсене — Турӑ Ҫурчӗшӗн яваплӑ Хелкияна, Захарийӑна, Иехиила — Пасха ячӗпе парне кӳме священниксене икӗ пин те ултҫӗр пуҫ [сурӑх, путек тата качака таки] тата виҫҫӗр пуҫ вӑкӑр панӑ; 9. левитсен пуҫлӑхӗсем Хонания, Шемаия, Нафанаилпа унӑн пӗртӑванӗсем Хашавия, Иеиел тата Иозавад левитсене Пасха парнилӗх пилӗк пин пуҫ [сурӑх] тата пилӗкҫӗр вӑкӑр панӑ.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем Агарь ҫыннисен кӗтӗвӗсене ярса илнӗ: аллӑ пин пуҫ тӗве, икҫӗр аллӑ пин пуҫ вак выльӑх, икӗ пин пуҫ ашак; тата ҫӗр пин ҫынна тыткӑна илнӗ; 22. вилнисем питӗ нумаййӑн пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫак ҫапӑҫу Турӑран килнӗ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Вӑрҫӑра пулнисем илсе килнӗ тупӑшӑн ҫуррине Моисей Израиль ывӑлӗсене уйӑрса панӑ; 43. халӑха тивӗҫлӗ ҫур тупӑш ҫапла пулнӑ: вак выльӑх — виҫҫӗр вӑтӑр ҫичӗ пин те пилӗкҫӗр пуҫ, 44. шултӑра выльӑх — вӑтӑр ултӑ пин пуҫ, 45. ашак — вӑтӑр пин те пилӗкҫӗр пуҫ, 46. вунултӑ пин ҫын.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӑрҫӑра пулнисем ярса илнӗ тупӑшран тапӑра ҫакӑн чухлӗ илсе килнӗ: вак выльӑх — ултҫӗр ҫитмӗл пилӗк пин пуҫ, 33. шултӑра выльӑх — ҫитмӗл икӗ пин пуҫ, 34. ашак — утмӑл пӗр пин пуҫ, 35. ҫынсен, арпа хутшӑнман хӗрарӑмсен, шучӗ мӗнпурӗ вӑтӑр икӗ пин чун пулнӑ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. [Моисей] тепӗр така, халалланӑ чухне кӳмелли така, илсе пынӑ, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хунӑ; 23. Моисей ӑна пуснӑ та, унӑн юнне илсе, Ааронӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине, сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрнӗ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Тепӗр такине те илсе пыр, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хурӗҫ; 20. вара такана пус та, унӑн юнне илсе, Ааронӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, унӑн ывӑлӗсен сылтӑм хӑлхисен хӗррине сӗр тата вӗсен сылтӑм аллисен пуҫ пӳрнине, сылтӑм урисен пуҫ пӳрнине сӗр; унтан парне вырӑнне пур енчен те юн сирпӗтсе тух; 21. парне вырӑнӗ ҫинчи юна тата сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне ил те Аарон ҫине, унӑн тумтирӗ ҫине, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем ҫине, ывӑлӗсен тумтирӗ ҫине сирпӗт — вара вӑл та, унӑн тумтирӗ те, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем те, вӗсен тумтирӗсем те тасалӑх тивлечӗ илӗҫ.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Митинг хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ К.И. Степановӑн обелискӗ патне чӗрӗ чечексемпе пуҫ кӑшӑлӗ хунӑ, ҫавӑн пекех ял тӑрӑхӗнчи халӑх пурӑнакан ытти вырӑнсенче пур ҫӗрте те асӑнса обелисксем патне пуҫ кӑшӑлӗсем хунӑ.
Хушӑлкара Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ 79 ҫул ҫитнине халалланӑ митинг ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... rn-3758407
Митинга хутшӑнакансем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫне хунисене пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑрса асӑннӑ, пуҫ кӑшӑлӗсемпе чечексем хурса халалланӑ.
Пирӗн пуҫ тӑрринче хӗвел ҫутатнӑшӑн эпир яланах сире асра тытӑпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... -r-3760992
2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хуҫалӑхра мӑйракаллӑ шултра выльӑх — 2492 пуҫ (ҫулталӑк каяллахинчен 117,8%), ҫав шутра ӗне 850 пуҫ (ҫулталӑк каяллахинчен 109,7%) шутланнӑ.
Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries
Арӑмсен ҫурӑмне тӗрлӗ тӗспеле эрешлесе пӗтернӗ сурпан пуҫӗсем тата пуҫ тутри вӗҫӗсем хупланӑ.
Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.