Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫ сăмах пирĕн базăра пур.
пуҫ (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтра вӑл пуҫ мимин шыҫҫи хӑвӑрт аталанса пынине пула пуҫӗ вӑйлӑ ыратнипе аптӑранӑ, акӑлчан ҫыравҫисем хӑйсен ӗҫтешне куҫӑмсӑр майпа кӑна саламлама пултарнӑ.

Он в это время страдал от сильных головных болей в результате стремительно развивавшейся опухоли мозга, и английские писатели смогли поздравить коллегу только заочно.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

«Мӗн шухӑшласа пуҫ вататӑп-ха эпӗ ҫавӑншӑн? — тепӗр шухӑш пырса кӗчӗ ун пуҫне. — Ҫав кулакпа мӗн калаҫмалли пур? Районта хӑратса ячӗҫ пуль-ха, ҫавӑнпа капкӑнне те илмерӗ, кашкӑр шухӑшӗ мар пуль-ха ун. Перес те пӑрахас», — текелесе, ҫӗкленнӗ кӑмӑлпа пӳртелле кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӑх пуҫ тенипе чӑх пуҫ! — арӑмне хӑтӑрса тӑкрӗ Хумкка.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ халӗ ӑна, чӳречерен кӑмӑллӑн пӑхса тӑраканскере, ҫурхи вӑрман ӑшшӑн саламлать: пике пек хурӑнсем кӑтра шереписемпе, хырӗ-чӑрӑшӗ симӗс лӑссипе алӑ сулаҫҫӗ, юманӗ пӑхаттирле пуҫӗпе пуҫ таять.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӑвак пӗлӗт витӗр курӑнакан кӗпепе, пуҫӗ тӑррине хӗвел пек йӑлкӑшса тӑракан пуҫ илемӗ лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Сывлама йывӑрланса ҫитрӗ — сывлӑш ҫитмест, пуҫ хӗссе ыратать, пуҫ ҫаврӑнать, ӑш пӑтранать.

Дышать тяжело — не хватает воздуха, в висках стучит, голова кружится, тошнит.

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Чиркӗве венчете илсе кайсан, венчет пуҫ кӑшӑлне пуҫ ҫинчен илтӗм те пуп ури патнелле вӑркӑтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

«Эрех-сӑра пуҫ мимине лайӑх енчен те япӑх енчен те витӗм кӳнине эпир пит аван пӗлетпӗр. Ҫак пулӑмсене хӑш рецепторсем хутшӑнни те пире паллӑ. Эсир пуҫ миминчи кирлӗ пайӗсене ҫеҫ витӗм кӳрсен япӑх эффектсем пулмӗҫ», — каласа панӑ Дэвид Натт доктор.

«Мы знаем, где в мозге алкоголь оказывает свои хорошие и плохие эффекты, и какие именно рецепторы в этом участвуют. Вы можете воздействовать на те части мозга, на которые хотите», — рассказал доктор Дэвид Натт.

Ӑсчахсем мухмӑрпа асаплантарман шӗвек шутласа кӑларнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35976.html

Хуҫалӑхсенче кашни 100 ӗне ҫине пушмак пӑрусене пӑрулаттарни 12,8 пуҫпа танлашнӑ, пӗлтӗрхи кӑтарту — 10,4 пуҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӗтшӗн тивӗҫтерекен патшалӑх пулӑшӑвӗ тӑкаксен курӑмлӑ пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81e%d1 ... %ba%d1%81/

Пуҫ ҫинчех улать вӑл, шӑп та лӑп — никам ҫине те мар — сан пуҫ ҫине анать пек; ӳкет те — ҫук, кӑшт аякккарах ӳкнӗ иккен…

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ку вӑл — кун каҫа пуҫ ҫӗклемесӗр, пуҫа шухӑшлама памасӑр ӗҫлени.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пуҫ пуҫран иртекен марччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Капан тӗпӗ пысӑкӑш лаптак ҫинчи тырӑ пирки мар, уй-хир тулли тырӑ пирки шухӑшлама та пуҫ ҫитми пулчӗ, пуҫ ҫаврӑнсах кайрӗ, темелле.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эпӗ, пуҫӑмран такам пуҫ мимине кӑларса илнӗ пекех, ним ҫинчен те шухӑшлама пултараймарӑм: хамӑн пурнӑҫ ҫинчен те, ҫынсенни ҫинчен те.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Амӑшӗ пуҫне усса, сассӑр ӗсӗклесе, айккине пӑрӑнать те, вилтӑпри патне ял ҫамрӑкӗсем шӑппӑн пырса пуҫ таяҫҫӗ, ӑна тем тӗрлӗ чечекпе илемлетсе хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫак пуҫ ухмах мар-и манӑн, — ҫамкине пуҫ пӳрне тӳрчӗпе шаккарӗ Виссарион Игнатьевич.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

– Хамӑн хулпуҫҫи ҫинчех пулнӑ-ха вӑл, анчах ман пуҫран пысӑкрах пуҫ та пур колхозра.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пуҫне илемлетнӗ пуҫ ҫыххи (кокошник) тӑхӑннӑ хӗрарӑм — авалхи вырӑс майри, боярин арӑмӗ, ку ман малтанхи ӗҫсенчен пӗри.

Женщина в с кокошником на голове — старинная русская дама, жена боярина, это одна из моих первых работ.

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

Сире пуҫ таятпӑр, сире пуҫ ҫапатпӑр, сиртен ырлӑх ыйтатпӑр: Парӑрсам пире ҫӗнӗ вут — патька-патша ирӗкӗпе килнӗ ҫӗнӗ пурнӑҫа упракан ҫӗнӗ вут, мӗнпур усал-тӗселе ҫунтарса яракан таса вут!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сире пуҫ таятпӑр, сире пуҫ ҫапатпӑр, сиртен ырлӑх ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех