Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫлать (тĕпĕ: пуҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вакуум пур ҫӗрелле кусма пуҫлать те сире хӑваласа ҫитет вара…

Куҫарса пулӑш

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

Енчен те кӳлӗрен кӑтрашка пӗлӗтсем тухсан ҫумӑр чарӑнмасӑр ҫума пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Кӳлӗ халапӗсем // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2017.02.06

Пӳлӗмре ӳсекен чечек-курӑк тӗнчи те вӑранма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмри чечексене тымарлантаратпaр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Ҫапла майпа улмуҫҫи ӳсме пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Ҫуркуннерен ӳсме пуҫлать.

Начнет расти с весны.

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Каярах ама тухӑҫлӑн ҫӑмарта хума пуҫлать, ҫемье хӑвӑрт хушӑнса пысӑкланать.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Начар ҫанталӑкра хӑйӗн ӑшне-чунне ытларах тинкерме пуҫлать.

В плохую погоду уходит в себя, больше изучает свою душу.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Пӗртен-пӗр ҫитменлӗх — ӑшӑра ҫак меслетпе тирпейленӗ ҫимӗҫ йӳҫме пуҫлать, шывне улӑштарсах тӑма, ҫимӗҫсене ҫуса тасатма тивет.

Куҫарса пулӑш

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Апата е шӗвеке ҫулҫине е тымарне ярса хатӗрленӗ шыв хушсан ӗҫкӗҫе хӑстарма пуҫлать, пуҫне ыраттарать, ҫапла майпа эрехе тӳсейми тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Кикен — алкоголь тӑшманӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

1992 ҫулта Управлени вырӑнне ятарлӑ центр туса хурсан Яков Феофанович Васильев служба картлашкипе хӑпарма пуҫлать: эксперт, аслӑ эксперт, тӗп эксперт-криминалист.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

Пӑруланӑ хыҫҫӑн 30—40 минут иртсен, пӑру мӗн лекнӗ ҫавна ҫуллама, ҫӑвара хыпма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

43 кунра ӳссе ҫитсе ҫӗнӗ ӑру пама пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Нематода — ҫӗрулмин хӑрушӑ сӑтӑрҫи, тӑпрара пурӑнать, /ҫӗрулмине золотистая картофельная нематода сиенлет/ ҫуркунне вӑйлӑ ӗрчеме пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Ӑна А.З. Мингачев ертсе пыма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана ҫур ӗмӗр сыхлаҫҫӗ // Николай КАЗАКОВ. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

— Ультрафиолет пайӑркисем /нумай вӑхӑт пиҫӗхмесен/ нерв тата эндокрин тытӑмӗсен ӗҫне пулӑшаҫҫӗ, япаласен ылмашӑвне лайӑхлатаҫҫӗ, организм ерекен чирсемпе лайӑхрах кӗрешме пуҫлать.

- Ультрофиолетовые лучи /если много не загорать/ помогают работе нервной и эндокринной системы, улучшают обмен веществ, организм начнет лучше бороться с инфекционными болезнями.

Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Усал хыпар утпа ҫӳрет, пӗлетпӗр, Йышран чакатпӑр, имӗш, ҫулсерен, Тӑван чӗлхе сӳнсен, чӑнах, пӗтетпӗр, Ҫӗршыв пӗтме пуҫлать тет чӗлхерен.

Плохая весть, мы знаем, ходит на коне, Оказывается годами уменьшается численность наша, Когда умрет язык родной, мы знаем, Страна умрет, когда умрет язык.

Турат пулса хуҫӑлатӑп // Николай КАРЛИН. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑхӑт нумаях та иртмест, унӑн ячӗ Тутарстанра ҫеҫ мар, Раҫҫейӗпех янӑрама пуҫлать.

Не проходит и много времени после этого, как его имя начинает греметь не только в Татартсане, но и в России.

«Анне юратӑвне туйса ҫӗнтеретӗп» // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫав вӑхӑтри пусмӑрлӑх халӑх психологине те улӑштарнӑ: чӑваш хӑйне иккӗмӗш сортлӑ ҫын пек туйма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

15-20 минутран вӑй пӗтет, пуҫ ҫаврӑнма, ыратма, ӑш пӑтранма, хӑш чухне хӑстарма, сывлӑш пӳлӗнме, чӗре таппи хӑвӑртланма пуҫлать.

Через 15-20 минут начинает болеть и кружиться голова, возникает вялость, иногда вызывает рвоту, становится трудно дышать, сердце начитает колотиться.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

В ушкӑнри витаминсем сахал пулсан хусканусен килӗшӳлӗхӗ йӗркерен тухать, шӑнӑр туртма пуҫлать, кайӑк пуҫне каҫӑртакан пулать.

Если мало витаминов группы В, движение птиц не нормальное, сводят судороги, птицы запрокидывают головы.

Чӗпӗсем чирлесрен // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех