Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Турат пулса хуҫӑлатӑп

Автор: Николай КАРЛИН

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Хушнӑ: 2016.07.14 10:35

Пуплевӗш: 13; Сӑмах: 99

Текст тӗсӗ: Сӑвӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Культура

Ентешӗмсем, пире каллех шутлаҫҫӗ:
Компьютерпа, шутпа, пӳрне хуҫса…

Ҫак ҫыравран ан юлӑр пӑрӑнса!

Усал хыпар утпа ҫӳрет, пӗлетпӗр,
Йышран чакатпӑр, имӗш, ҫулсерен,
Тӑван чӗлхе сӳнсен, чӑнах, пӗтетпӗр,
Ҫӗршыв пӗтме пуҫлать тет чӗлхерен.

Тен, чӑваша ҫӳлти вӑйсем пӑрахнӑ?

Атте-анне, тен, тухнӑ хисепрен?

Ӑҫта эпир ҫӗр пин юрра ҫухатнӑ?

Ют кӗвӗсем кӗрлеҫҫӗ кунсерен…

Ҫын умӗнче эпир хисепсӗр марччӗ:
Ӗҫленӗ, ӗҫнӗ-ҫинӗ хамӑрла…

Яш-кӗрӗмсем карталанса юрлатчӗҫ,
Паян, вара, пачах та урӑхла.

Ыйтӑвӗсем нумай — сахал хуравӗ,
Пуш параппан ҫапсан — ӗҫ хушӑнмасть.

Асаттесен йӑли-йӗркин утравӗ
Хӑв тӑрӑшмасӑр пурпӗр таврӑнмасть.

Ҫынна ялан пирӗштисем сыхланӑ
Чун-чӗрине кура хисеплесе.

Шурсухалсем, тен, чӑннине каланӑ:
Чӑваш пӗтсен тӗнче пӗтет тесе?

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех