Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патшинчен (тĕпĕ: патша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
4-5. Иоанн — Асийӑри ҫичӗ Чиркӗве: Пурринчен, яланах Пулнинчен, Килекеннинчен, Унӑн аслӑ пуканӗ умӗнче тӑракан ҫичӗ сывлӑшран тата Иисус Христосран — чӑн Кӳнтеленрен, вилнисенчен чи малтан Чӗрӗлсе Тӑнинчен, ҫӗр ҫинчи патшасенӗн Патшинчен — сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр; Вӑл пире юратса ҫылӑхӑмӑрсенчен Хӑйӗн Юнӗпе ҫуса тасатнӑ, 6. пире Туррӑн, Хӑй Ашшӗнӗн, патшисем, священникӗсем туса хунӑ, — Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав та, хӑват та пултӑр, аминь.

4. Иоанн семи церквам, находящимся в Асии: благодать вам и мир от Того, Который есть и был и грядет, и от семи духов, находящихся перед престолом Его, 5. и от Иисуса Христа, Который есть свидетель верный, первенец из мертвых и владыка царей земных. Ему, возлюбившему нас и омывшему нас от грехов наших Кровию Своею 6. и соделавшему нас царями и священниками Богу и Отцу Своему, слава и держава во веки веков, аминь.

Ӳлӗм 1 // .

2. Седекия, Иоаким пекех, Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тунӑ; 3. ҫавӑнпа Иерусалимпа Иудӑна Ҫӳлхуҫа ҫилленсе ҫитнӗ те вӗсене Хӑйӗн умӗнчен сирнӗ; Седекия пыра-киле Вавилон патшинчен уйӑрӑлнӑ.

2. И он делал злое в очах Господа, все то, что делал Иоаким; 3. посему гнев Господа был над Иерусалимом и Иудою до того, что Он отверг их от лица Своего; и Седекия отложился от царя Вавилонского.

Иер 52 // .

11. Хӑвӑр хӑраса тӑракан Вавилон патшинчен ан хӑрӑр; унран ан шикленӗр — сире ун аллинчен хӑтармашкӑн Эпӗ сирӗнпе пӗрле пулӑп, тет Ҫӳлхуҫа.

11. Не бойтесь царя Вавилонского, которого вы боитесь; не бойтесь его, говорит Господь, ибо Я с вами, чтобы спасать вас и избавлять вас от руки его.

Иер 42 // .

9. Годолийӑна пула вӗлернӗ ҫынсен виллисене пӑрахнӑ шӑтӑка Аса патша Израиль патшинчен Ваасӑран хӑранипе тутарнӑ пулнӑ; ӗнтӗ унта Нафания ывӑлӗ Исмаил вилнӗ ҫынсене пӑрахса тултарнӑ.

9. Ров же, куда бросил Исмаил все трупы людей, которых он убил из-за Годолии, был тот самый, который сделал царь Аса, боясь Ваасы, царя Израильского; его наполнил Исмаил, сын Нафании, убитыми.

Иер 41 // .

Эпир вара, Ассири патшинчен хӑтӑлас тесе, вӗсенчен пулӑшу ыйтаттӑмӑр! епле ҫӑлӑннӑ пулӑттӑмӑр-ши эпир?» тейӗҫ.

и к которым прибегали за помощью, чтобы спастись от царя Ассирийского! и как спаслись бы мы?

Ис 20 // .

6. Халӑха ертсе пыма Езекия ҫарпуҫсем суйласа лартнӑ, вӗсене хӑй патне, хула хапхи умӗнчи лаптӑка, пуҫтарнӑ та вӗсен чунне пырса тивмелли сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ: 7. ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, Ассири патшинчен, унпа пӗрле килнӗ эшкертен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн пирӗн вӑй вӗсеннинчен пысӑкрах, 8. унӑн — ӳт вӑйӗ, пирӗнпе пӗрле — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Вӑл пире пулӑшӗ, пирӗн майлӑ ҫапӑҫӗ, тенӗ.

6. И поставил военачальников над народом, и собрал их к себе на площадь у городских ворот, и говорил к сердцу их, и сказал: 7. будьте тверды и мужественны, не бойтесь и не страшитесь царя Ассирийского и всего множества, которое с ним, потому что с нами более, нежели с ним; 8. с ним мышца плотская, а с нами Господь Бог наш, чтобы помогать нам и сражаться на бранях наших.

2 Ҫулс 32 // .

Седекия ӗнтӗ Вавилон патшинчен уйрӑлнӑ.

И отложился Седекия от царя Вавилонского.

4 Пат 24 // .

Вӑл ӗнтӗ Ассири патшинчен уйрӑлса кайнӑ та ӑна пӑхӑнма пӑрахнӑ.

И отложился он от царя Ассирийского, и не стал служить ему.

4 Пат 18 // .

14. Ӗнтӗ Ииуй — Намесси ывӑлӗн Иосафатӑн ывӑлӗ — Иорама хирӗҫ ҫӗкленнӗ; Иорам ҫав вӑхӑтра мӗнпур Израиль ҫыннисемпе пӗрле Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф хулине Сири патшинчен Азаилран хӳтӗлеме кайнӑ пулнӑ.

14. И восстал Ииуй, сын Иосафата, сына Намессиева, против Иорама; Иорам же находился со всеми Израильтянами в Рамофе Галаадском на страже против Азаила, царя Сирийского.

4 Пат 9 // .

5. Ахав вилсессӗн вара Моав патши Израиль патшинчен хӑпнӑ.

5. Но когда умер Ахав, царь Моавитский отложился от царя Израильского.

4 Пат 3 // .

23. Ҫӳлхуҫа Соломона хирӗҫ тепӗр тӑшман — Разона, Елиада ывӑлне, Сува патшинчен Адраазартан тарса кайнӑскере — кӑларнӑ.

23. И воздвиг Бог против Соломона еще противника, Разона, сына Елиады, который убежал от государя своего Адраазара, царя Сувского,

3 Пат 11 // .

6. Аммонсем ӗнтӗ хӑйсем Давидӑн курайман ҫыннисем пулса тӑнине туйса илнӗ; вара вӗсем кӗрӗшнӗ ҫар пуҫтарнӑ: Беф-Реховра тата Сувара пурӑнакан Сири ҫыннисенчен ҫирӗм пин ҫуран ҫынна, [Амалик] патшинчен Маахаран пин ҫынна, Истов ҫӗрӗнчен вуникӗ пин ҫынна тара илнӗ.

6. И увидели Аммонитяне, что они сделались ненавистными для Давида; и послали Аммонитяне нанять Сирийцев из Беф-Рехова и Сирийцев Сувы двадцать тысяч пеших, у царя [Амаликитского] Маахи тысячу человек и из Истова двенадцать тысяч человек.

2 Пат 10 // .

11-12. Давид патша ҫакна та Ҫӳлхуҫана халалланӑ, хӑй пӑхӑнтарнӑ мӗнпур халӑхсенчен — Сири ҫыннисемпе моавсенчен, аммонсемпе филистимсенчен, амаликсенчен — туртса илнӗ ылтӑн-кӗмӗле те, Адраазартан — Рехов ывӑлӗнчен, Сува патшинчен — туртса илнӗ ылтӑн-кӗмӗле те Турра халалланӑ.

11. Их также посвятил царь Давид Господу, вместе с серебром и золотом, которое посвятил из отнятого у всех покоренных им народов: 12. у Сирийцев, и Моавитян, и Аммонитян, и Филистимлян, и Амаликитян, и из отнятого у Адраазара, сына Реховова, царя Сувского.

2 Пат 8 // .

12. Давид ҫак сӑмахсене чӗрине хывнӑ та Анхусран, Геф патшинчен, хытах хӑраса ӳкнӗ.

12. Давид положил слова эти в сердце своем и сильно боялся Анхуса, царя Гефского.

1 Пат 21 // .

25. Ара, эсӗ Валакран — Сепфор ывӑлӗнчен, Моав патшинчен — аванрах-им?

25. Разве ты лучше Валака, сына Сепфорова, царя Моавитского?

Тӳре 11 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕпленрех