Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑ ҫил, пире пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех тинӗселле тӗкнӗ пек, ҫыр хӗрринчен ачашшӑн вӗрекен ҫил, питӗ чее те усал; унта вӑл систермесӗр кӑна ҫывхарать те, пире хӑйне кӳрентерекенсем вырӑнне хунӑ пек, пирӗн ҫине сасартӑк сиксе ӳкет.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Вӗсем кирлӗ мана, мӗншӗн тесен геройсем ҫынсен асӗнче кӑна вилӗмсӗр!И они мне нужны, ибо только в памяти людей бессмертны герои!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Эпӗ ку хулана сан пирки кӑна хӗрхенсе тӑтӑм — вӑл, урана кӗнӗ шӑрпӑк пек, мана мухтавлӑх патне хӑвӑрт утма чӑрмантарса, ӗмӗтӗме чарса тӑрать.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Вӗсем ун умӗнче хапхине уҫнӑ та ӑна хуларан кӑларса янӑ, вара вӑл хӑй ывӑлӗ пирки юхтарнӑ юнпа шӑвӑннӑ тӑван ҫӗр тӑрӑх утса кайнине стена ҫинчен вӑрахчен пӑхса тӑнӑ: вӑл ҫав ҫӗр ҫинчен урине аран-аран илсе, ерипен утса пынӑ, хулана сыхласа вилнисем умӗнчен пуҫ тайса иртнӗ, хуҫӑк хӗҫпӑшалсене, тӗренсе, урипе тапса хӑварнӑ — пӗр пӗрин ҫине тапӑнма кирлӗ хӗҫпӑшала аннесем кураймаҫҫӗ, вӗсем пурнӑҫа сыхлама кирлине кӑна сума сӑваҫҫӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Упӑшкана вунвиҫӗ кун маларах вӗлерчӗҫ, кӑна — паян.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн пилӗк кун иртсен вилчӗ вӑл, виличчен икӗ кун малтан мана тата ыттисене вӑл хӑйне туннеле, хӑй ӗҫленӗ вырӑна пытарма хушрӗ; питӗ ыйтрӗ ҫакна, анчах, ман шухӑшпа, кӑна вӑл аташнӑ чух каланӑ пулӗ…
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Унта пӗтӗмпех юмахри пекчӗ, хисеплӗ синьор; эпир, ҫынсем — пӗчӗккӗскерсем кӑна, вӑл, ҫавӑ ту — пӗлӗте ҫити, эпир унӑн вар-хырӑмне пӑраласа шӑтаратпӑр…
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ку, паллах, юмах кӑна, анчах ҫак сӑмахсене таҫта ҫӗр айӗнче, пӑчӑ тӗттӗмре, шыв салхуллӑн шӑмпӑлтатнӑ ҫӗрте, тата чул, тимӗр шӑтӑртаттарнӑ вырӑнта илтетӗн пулсан, — юмӑх ҫинчен манатӑн.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ачи лайӑх ҫывӑрать, анчах, ман шутпа, вӑл ытти ачасенчен пӗртте лайӑхрах ҫывӑрмасть; уйрӑмлӑхӗ пулсан та, ӑҫта ҫывӑрнинче кӑна: вӑл Орёл кӗпӗрнинче ӳсмен йышши йывӑҫ тӗмӗ айӗнче, кӗрхи сарӑхнӑ ҫулҫӑ купи ҫинче выртать.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Анчах ку этемми пӗртте хӑйне асӑрхануллӑн тыткалама хушмасть: чышкине чӑмӑртанӑ та, хӑйпе ҫапӑҫма чӗнет тейӗн, ҫухӑрать кӑна: — Я-а… я-а…
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Ырӑ шухӑшсем, тӗрлӗрен тӗрлӗ ӗҫсем пӗрин хыҫҫӑн тепри аса килсе, пуҫ тавра вӑйӑ карти евӗр ҫаврӑнаҫҫӗ; ман чунӑмра ҫак вӑйӑ карти — тинӗс ҫинчи шурӑ кӑпӑклӑ хумсем пекех, вӗсем ҫиелте кӑна ҫапла, анчах лере, шаларах — лӑпкӑ, унта ман ҫамрӑклӑхӑн ҫутӑ та чечен ӗмӗчӗсем, тинӗс тӗпӗнче кӗмӗл пулӑсем ишсе ҫӳренӗ евӗр, лӑпкӑн ишеҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
— Н-да-а… ҫапах та — чул кӑна кунта…
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Пӗр ҫӗрте пуҫланнӑ урмӑш сасӑ, малалла мӗн пуласса пӗлсе каланӑ пекех, аякран усаллӑн кӑна янӑраса килнӗ.Со стороны раздался надорванный и хриплый возглас, зловещий, как пророчество.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Тахӑшӗ хуллен кӑна: — Татах переҫҫӗ!.. — тенӗ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Пӗр типшӗмрех кӑна кӑвак ҫӳҫлӗ старик, шухӑшларах пырса, ним кулмасӑрах: — Мӗн ыйтнӑччӗ эсир? — тенӗ.— О чём вы просили? — серьёзно, вдумчиво осведомился седой и сухонький старик.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ҫав кунччен вӗсем ытлашши ним ҫинчен те шутламасӑр пекех пурӑннӑ; власть, закон, пуҫлӑхсем ҫинчен тата хӑйсен прависем ҫинчен тӗмсӗрткелесе ҫеҫ, хӑйсем сисмесӗрех тахҫан тепле пулса кайнӑ шухӑшсемпе кӑна пурӑннӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ҫынсем ҫав сасса илтсе площадьрен хӑвӑрт тасала пуҫланӑ, горн сасси ҫинҫен кӑна илтӗннӗ, вӑл офицер паттӑрлӑхне, унӑн хӗп-хӗрлӗ вӗҫлӗ хӗҫне, арӑш-пирӗшленсе кайнӑ мӑйӑхне ӳкерсе кӑтартас ӗҫе туса пӗтернӗ, темелле…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Пенӗ сасӑ илтӗнмен, тӗтӗм кӑна курӑннӑ, — вӑл ҫак ҫын вӗлерекенӗн аллине пӗр хут, иккӗмӗш хут, унтан тата тепӗр хут хупласа илнӗ.Выстрела не было слышно, был виден дым, он окружил руку убийцы раз, два и три.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Фельдфебель кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ та лӑпкӑн кӑна: — Хушсассӑн — перетпӗр! — тенӗ.Фельдфебель помолчал и спокойно ответил: — Прикажут — будем!
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
— Хуллен! — тенӗ сӑрӑ тумлӑ ҫын майӗпен кӑна.— Тиша! — негромко откликался на толчки человечек в серой шинели.