Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркелеме (тĕпĕ: йӗркеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр икӗ ҫултан «Петр Садовников сцена ҫинче — 25 ҫул» уяв йӗркелеме ӗмӗтленетӗп.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кӑҫал кинопа ҫыхӑннӑ мероприятисем чылай йӗркелеме палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Сӗт хакне мӗнле те пулин ял ҫыннин кӑмӑлне тивӗҫтермелле йӗркелеме пулать-ши? - пӑшӑрханса ыйтрӗ Владимир Казаков фермер.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Турнир йӗркелӳҫисем ҫакӑнпа кӑна лӑпланса ларасшӑн мар, Александр Станиславович Бойков каланӑ тӑрӑх, планра ҫуллахи мини-футбол енӗпе ӑмӑртусем йӗркелеме те пӑхасшӑн, районти урам командисем хушшинче Лига вӑййисем те ирттересшӗн.

Куҫарса пулӑш

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

— Ҫавнашкал экскурсисене ютран килекен туристсем валли ҫеҫ мар, хамӑрӑн вӗренекенсем валли те йӗркелеме тытӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Йӑлари хытӑ каяша пухас, ҫав шутра уйӑрса пухас, турттарас, суйласа иккӗмӗш хут ӗҫе кӗртес, утилизацилес, сиенсӗрлетес, ҫӗр айне чикес ӗҫе йӗркелеме ЧР ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Донорсен кунне йӗркелеме те хаваспах пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре тата чаплӑрах праҫник йӗркелеме палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Проект авторӗ Светлана Асамат чӑваш киноне йӗркелеме тата аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑ хӗрарӑмсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Киноискусствăри чиперккесене саламларӗç // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Йӑлари хытӑ каяша пухас, ҫав шутра уйӑрса пухас, турттарас, суйласа иккӗмӗш хут ӗҫе кӗртес, утилизацилес, сиенсӗрлетес, ҫӗр айне чикес ӗҫе йӗркелеме ЧР Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Сӑмах май, ҫӳлерех асӑннӑ Ҫӗнтерӳ пусмисем ака уйӑхӗнче Мускава ҫула тухӗҫ - унта вӗсен куравне йӗркелеме палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Ял библиотекин библиотекарӗ А.Г.Ефремова, культура ӗҫченӗ Р.В.Смирнова ял тӑрӑхӗнче кӑҫал йӗркелеме палӑртнӑ мероприятисен планӗпе паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ĕçчен çын яланах хисепре // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Ҫамрӑк чухне электроаппарат завочӗн «Сталь» командин чысне хӳтӗленӗскер кунта та хоккей команди йӗркелеме шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Сӑмах май, асӑннӑ министерство Тулашэкономбанкпа пӗрле предприятисен производствине тӑнӑҫлӑхпа тивӗҫтермелли майсене - кредит парӑмӗсене реструктуризацилеме, кредитӑн ҫӗнӗ линийӗсене йӗркелеме тата профильпе ҫыхӑнман активсене реализацилеме - палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Михаил Бабич шухӑшӗпе, халӑхпа куллен хутшӑнакан пуҫлӑхсемпе икӗ енлӗ ҫыхӑну йӗркелеме пултарни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Крымран килнӗ хӑна Владимир Мочалов ҫулҫӳрев карттине йӗркелеме сӗнчӗ.

Приехавший гость из Крыма Владимир Мочалов предложил организовать туристическую карту.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Ҫавна май пирӗн пысӑк кану тӑрӑхне йӗркелеме тата сиплӗхлӗ туризма аталантарма пӗтӗм май пур.

У нас есть все условия для создания обширной рекреационной зоны и развития лечебного туризма.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Юлашки виҫӗ ҫулта вӗсем ӗҫлев квалификацийӗн нумай функциллӗ центрӗсене тума, студентсен производство практикине йӗркелеме, предприяти ӗҫченӗсене вырӑнта вӗрентме, преподавательсен тата производство вӗрентӗвӗн мастерӗсен стажировкисене йӗркелеме 85 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ.

В последние три года они направили 85 млн. рублей на создание многофункциональных центров прикладных квалификаций, организацию производственной практики студентов, внутрифирменное обучение персонала предприятий, организацию стажировок преподавателей и мастеров производственного обучения.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

2011-2012 ҫулсенче республика бюджетне программа майӗпе йӗркелеме никӗс хывса хӑварнӑ.

В 2011–2012 годах была создана база для формирования республиканского бюджета на программной основе.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Асӑннӑ проектсене пурнӑҫлани малтанхи тапхӑртах 1200 яхӑн пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗ, проектпа пӑхнӑ хӑватпа ӗҫлеме пуҫласан вара - 3000 таран ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май парать.

Реализация указанных проектов уже на первом этапе позволит создать около 1200 высокопроизводительных рабочих мест, а при выходе на проектную мощность – до 3000 рабочих мест!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех