Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркелеме (тĕпĕ: йӗркеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Хыпар» Издательство ҫуртӗнче ӗҫлекенсене Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗпе Андрей МАКУШЕВПА тӗлпулу йӗркелеме шӑпах тӗп ҫак ыйтусем хистерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

«Ҫакна шӑпах паянхи уява йӗркелеме пултарни ҫирӗплетет»‚ – терӗ Ихсан Ахсанович.

"Это как раз подтверждает организованный сегодня праздник", - сказал Ихсан Ахсанович.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Мероприятие кирлӗ пек йӗркелеме пултарни ПР Чӑваш культура обществи хӑвӑрт та тухӑҫлӑ ӗҫлеме вӗренсе ҫитнипе те ҫыхӑннӑ.

Умение Общества чувашской культуры РБ организовать мероприятие на должном уровне связано с навыками работать быстро и результативно.

«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

«Ирӗклӗх» министерствӑна пӑхӑнакан чӑвашла хаҫатсен ертӳҫисем патне ҫак информацие ҫитерме ыйтать, пӗлтерӳсене чӑвашла куҫарса вырнаҫтармалли ӗҫе йӗркелеме сӗнет.

«Ирӗклӗх» просит министерство довести данную информацию до подведомственных чувашскоязычных газет, и принять комплекс мер по переводу объявлений на чувашский язык.

«Хыпарта» пӗлтерӳсене чӑвашла вырнаҫтарттарасшӑн // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12789.html

Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче кино каҫӗ йӗркелеме хатӗрленетпӗр.

В конце августа месяца готовимся провести вечер кино.

Чӑвашла калаҫтараймарӑм // Олег Цыпленков. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Фестивалӗн иккӗмӗш кунӗнче эпир офицерсен пысӑках мар йышӗпе пухӑнтӑмӑр та Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ ҫар ҫыннисен тӗлпулӑвне нарӑсӑн 23-мӗшӗнче йӗркелеме йышӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Районӑн Хисеп кӗнекине РФ субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн органӗсен ӗҫне йӗркелеме пулӑшакан пайӑн начальникӗ Николай Иванович Иванов (Тушкил), Эдуард Сергеевич Ушаков краевед, «Отделка ӗҫӗсен управленийӗ» обществӑн директорӗ Иван Николаевич Лукин ячӗсене кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Ун хыҫҫӑн сцена ҫине район ертӳҫисем - В.Ванеркепе А.Шакин, килнӗ хӑнасем - ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ А.Самойлова, РФ субъекчӗсен патшалӑх влаҫӑн органӗсен ӗҫне йӗркелеме пулӑшакан пайӑн начальникӗ Н.Иванов, Тӑвай ен ентешлӗх ертӳҫи А.Иванов тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Унти стрельбище ӗҫне пӗтӗмпех электроника йӗркелесе тӑрӗ — «тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене те йӗркелеме май пулӗ».

Работу находящегося там стрельбища будет регулировать электроника — «это даст возможность проводить соревнования мирового уровня».

Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Паян ӑна йӗркелеме пысӑк укҫа та кирлӗ мар — хыпарлав техники-аппаратурине туянас шухӑш ҫук.

Его организация сегодня не требует больших средств - не надо думать о покупке передающей аппаратуры.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫакӑ ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Волгоградри “Химпром” пире кирлӗ-и? // К.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ачасем вӑхӑта мӗнле ирттернине аслисен сӑнаса тӑмалла ҫеҫ мар, «ирӗклӗхе» йӗркелеме пулӑшмалла.

Нужно не только наблюдать взрослым, как дети проводят время, надо помочь организовать "свободу".

Ачасене - тимлӗх // Эльвира ИВАНОВА. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Гипспа тӑварлӑ тӑпрана йӗркелеме усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Ҫывӑх вӑхӑтра шкулсенче аграрин никӗс класӗсене йӗркелеме тӗллев лартнӑ.

На ближайшее время намечена организация классов основ аграрии.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Библиотекарьсен уявӗнче ҫавӑн пекех «Космослӑ Чӑваш Ен», ялти библиотекӑсен хушшинче конкурса йӗркелеме чи хастар хутшӑннисене те — кӗнекепе ҫывӑхланма пулӑшаканнисене — чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗнеке ячӗпе - пысӑк уяв // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

«Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче кашни библиотека уйрӑм направленипе ӗҫленӗ. Эпир музей тата таврапӗлӳ ӗҫне суйларӑмӑр. Ҫавӑн чухнех музей йӗркелеме тӗллев лартрӑмӑр. 1985 ҫулта музей валли япаласем пуҫтарма пуҫларӑмӑр. Чи малтан музей Мария Ивановна Шикаревӑн, манӑн хуняман, япалисемпе пуянланчӗ. Акчура ялӗнче пурӑнакан ватӑсем пире авалхи кӗписене пачӗҫ. Ялсем тӑрӑх тӗрлӗ савӑт-сапа, хатӗр-хӗтӗр пуҫтарса ҫӳреттӗмӗр. Хӑйсем илсе килекенсем те пулнӑ. Ҫапла майӗпен-майӗпен эпир музее «ҫӗклерӗмӗр». Халӗ кунта чылай ҫын килсе ҫӳрет, хӑнасене те тарават эпир», — музейпе паллаштарнӑ май кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ Людмила Валериановнӑн.

"В 80-ые годы прошлого века каждая библиотека работала по отдельному направлению. Мы выбрали музейное дело и естествознание. Тогда же поставили цель организовать музей. В 1985 году начали собирать вещи для музея. Сначала музей пополнился вещами моей свекрови, Марии Ивановны Шикаревой. Старики из деревни Айдарова дали нам свои старинные одежды. По деревням ходили и собирали разную посуду, утварь. Были кто и сам приносил. Так потихоньку мы "подняли" музей. Сейчас здесь много посетителей, гостям тоже мы рады", - знакомя с музеем, поднялось настроение у Людмилы Валериановны.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Михаил Васильевич вӗсене посольствӑра Чӑваш Ен презентацине йӗркелеме май панӑшӑн тав тунӑ: «Пирӗншӗн ку — пысӑк чыс, ӗҫлӗ хутшӑнусем йӗркелемелли лайӑх площадка».

Куҫарса пулӑш

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ӗҫ-хӗле йӗркелеме пӗлни, ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупма пултарни...

Куҫарса пулӑш

Ака-суха пултаруллисене килӗштерет // И.СЕРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Музей сотрудникӗсен пурин те пӗр-пӗр кун Ҫӗнӗ Шупашкара каймалла, унти ӳнер музейӗн ӗҫченӗсемпе калаҫмалла, хӑйсен ӗҫне ҫӗнӗлле йӗркелеме вӗренмелле, лайӑх тӗслӗхсемпе усӑ курмалла.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Телекуравра унӑн пултарулӑхӗ ҫинчен передачӑсем йӗркелеме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех