Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илчӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ ҫулта РФ Вӗренӳ министерстви тата Пӗтӗм тӗнчери Ворлдскиллс организаци йӗркеленӗ конкурсӑн 6 ҫӗнтерӳҫи йышне пирӗн республика та кӗме пултарчӗ, электротехника енӗпе ҫывӑх вӑхӑтра регионсен хушшинчи вӗренӳ компетенцийӗн центрне йӗркелемешкӗн ирӗк илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пӗр ҫул ытларах ӗҫленӗ хыҫҫӑн качча тухрӑм та Ҫӗнӗ Шупашкара куҫса кайрӑмӑр, — ӗҫ «каҫалӑкне» епле пуҫланине хаваспах аса илчӗ Валентина Алексеевна.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Анне питӗ йывӑррӑн сывласа илчӗ те сӑмахӗсем ӑшӗнчен шӑппӑн тухрӗҫ: «Эпӗ те сана юрататӑп».

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӑл чӗринче ӗмӗрлӗхех ҫырӑнса юлнӑ асаплӑ самантсене тепӗр хут аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Асли Дмитрий И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра программист специальноҫне алла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Пӗрремӗш класа каякан ачасен темине малалла тӑсса Борис Романов сӑмах илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Январь уйӑхӗнче армрестлингпа Шупашкар район первенствинче тата Чӑваш Республикин ӑмӑртӑвӗнче 2-мӗш вырӑн йышӑнса кӗмӗль медале ҫӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Медальсен пухмачӗ тулсах пырать // ЕКАТЕРИНА ГРИГОРЬЕВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Кар! сырса илчӗ ӑна халӑх, унтан юрласа-ташласа ҫунтарса ячӗ, кӑвайт урлӑ сиксе савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ылтӑн туйра вӑл ҫур ӗмӗр каяллахине аса илчӗ, ваттисен йӑлипе аттепе аннене ҫӑкӑр-тӑварпа тепӗр хут пиллерӗ, ырӑ та ӑшӑ сӑмахсем каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Аса илчӗ Люба тантӑшӗн сӑмахӗсене.

Вспомнила Люба слова подруги.

Хӗр чысӗ // Анна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

«Виҫӗ ҫын кӑна лаша утланса ҫӳрет. Пӗри — Суворов, тепри — Жуков, виҫҫӗмӗшӗ — Петр Киргизов», — ҫапла шӳтлесе кӗтсе илчӗ мана Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратра пурӑнакан Петр Сергеевич.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Кунта вунпӗр класс пӗтертӗм, – иртнине аса илчӗ Надежда Геннадьева.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Елчӗксен туслӑ команди пӗрремӗш вырӑна тивӗҫлипе ҫӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

41 ҫултан аслӑрах ишевҫӗсенчен В.Миллина /районти тӗп больница/ пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ӑна спортӑн тӗнче класлӑ мастерӗ Петр Трофимов ҫӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрисем — Мускавра, теприсем — Сочире // Юрий ПЛОТНИКОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

– Суйлав кампанийӗ старт илчӗ теме юрать.

Куҫарса пулӑш

Ĕçлекенсене тĕртсе ямаççĕ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

82 ҫулти Зинаида Мустакова Ӗҫ ветеранӗ пире ӑшшӑн кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Виҫӗмӗш вырӑна «Ротор-1» (капитанӗ Андрей Морозов) «Бурилӑна» парӑнтарса ҫӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чикаго» кубока вĕçертмест // Хаҫат редакцийӗ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

РФ спорт мастерӗ 2012 ҫулта ҫамрӑксен хӗллехи I Олимп вӑййисенче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Амӑшӗ ывӑлне термоспа илсе килнӗ вӗри чейпе кӗтсе илчӗ.

Мать сына встретила с чаем, принесенным в термосе.

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех