Шырав
Шырав ĕçĕ:
Е вӑл фортепьяно патне пырса тухать те, тимлесех тӑрӑшнӑран пит-куҫне пӗркелентерсе, хӑй пӗлекен пӗрттен-пӗр вальса калама пуҫлать, е пӗр-пӗр романа тытать те, варринчен темиҫе йӗрке вуласа пӑхсан, ӑна пӑрахать, е ҫынсене вӑратас мар тесе, буфет патне хӑех пырса, унтан хӑяр, пӑру ашӗ илет, буфет чӳречи умӗнчех ҫав япаласене ҫисе ярать, е ӗшенчӗкскер, хуйхӑллӑскер, каллех ним тут аптраса пӳлӗмрен пӳлӗме сулланса ҫӳрет.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл яланах мӗн те пулин тӑвать: е чӑлха ҫыхать, е хӑйӗн пӳлӗмне тултарса ларакан арчасенче чакаланать, е кӗпе-йӗм шутне ҫырать тата эпӗ: «генерала тухас пулсан, ытарма ҫук хитре хӗре качча илетӗп, хам валли ҫӳрен лаша туянатӑп, кӗленче ҫурт туса лартатӑп та Карл Иваныч тӑванӗсене Саксонирен ҫырупа чӗнсе илетӗп» тенине е ҫавнашкал пули-пулми сӑмахсене итленӗ май: «ҫапла, улпутӑм, ҫапла» текелетчӗ.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫулталӑк вӑхӑчӗ улшӑнас тапхӑр ҫывхарса ҫитсен — е ирӗлтернӗ, е шӑнтнӑ, е ҫумӑр, е юр ҫунӑ чухне, — самолёта мӗнле «пушмаксем» тӑхӑнтартмалла-ха?
Йывӑҫ кустӑрмасемпе // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн темиҫе минутранах эпӗ хамӑн самолётпа мӗн пулнине те ӑнланса илейми пултӑм: самолёт сехетре е икҫӗр, е сакӑрвунӑ километр хӑвӑртлӑхпа вӗҫсе пырать, вӑл сивӗ тытакан ҫын евӗрлех чӗтренет, ҫакна пула вӑйлӑ ҫил е пӗр хӑлхаран, е тепринчен пырса ҫапӑнать, компас карусель пекех ҫаврӑнать.
«Правда» хаҫат матрицисемпе // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Эсир хӑвӑр та, Ульсон, ҫакна питӗ лайӑх пӗлетӗр, апла пулсан та кашнинчех манран е ҫӑнӑх, е сахӑр, е ҫу, е тӑвар ыйтатӑр.
Ульсонпа калаҫни // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ульсона каллех Маклай миххине хатӗрлеме тата ҫумӑрсем чарӑнсанах ӑна нумай вӑхӑта ҫул ҫӳреме ӑсатса яма тиврӗ: е Тиару утравӗ ҫине, е тусем ҫине, е Теньгум-Мана ялне, е тата тӑвалларах — Енглам-Мана ялне.
Ульсонпа калаҫни // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ҫак хаяр та ятлаҫакан ҫын: «Айта калаҫса пӑхар!» тесе кӑшкӑрчӗ — вара ҫав сасӑ е Петька, е Ольга, е Залкинд, е Алексей сассипе калаҫма пуҫларӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Питӗ вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл вӗсене пур енчен те пыра-пыра ҫапрӗ, вӑл е тытса чарчӗ, е каялла ывӑтрӗ, е ҫурӑмран тӗртсе ҫӗр ҫумне пусарса лартрӗ, е аялтан ҫаврӑнса кӗрсе ҫӳлелле ҫӗклерӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӗсем патне вӗҫӗмсӗр ҫын килет: е Миша, е Нюра, е Власьевна, е Марушкӑпа Дуня инке, сайра хутра Иван Евдокимович та килсе курать.Все время забегают то Миша, то Нюра, то Власьевна, Марушка, тетя Дуня, а иногда и Иван Евдокимович.
Юмаxсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вӑл пӗр-пӗр хура, сивӗ япала ҫине: е тӑла ҫине, е тир ҫине пырса ларсан, унӑн ӗлки курӑна пуҫлать: унта е ҫӑлтӑр пек ӗлкӗ, е ултӑ кӗтеслӗ хӑма пек ӗлкӗ курӑн.
Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Мулкачӑ вара е йытӑ сасси, е ҫуна чӑкӑртатни, е ҫын сасси, е вӑрманта кашкӑр ҫатӑртаттарса ҫӳренине илтет те хӑранипе урлӑ-пирлӗ сиккелеме тытӑнать.
Мулкачӑсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Тӗсӗ унӑн вӗҫӗмсӗр улшӑнса тӑчӗ: е кӑвакрах тӗслӗ, е сип-симӗс, е сӑрӑ, е тата сарӑрах тӗслӗ те пулкаласа илчӗ.Окраска его постоянно менялась: то она была синеватая, то ярко-зеленая, то серая и даже желтоватая.
Питӗ сайра тӗл пулакан чӗрчун // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 117–120 с.
Унӑн яланах е тути хӗррипе, е питҫӑмартийӗпе, е куҫӗсемпе, е сӑмса кӑкӗнчи пӗркеленчӗкӗпе кулса тӑракан пичӗ ҫав тери кӑмӑллӑ, Сергей шутланӑ тӑрӑх, пурте ӑнланса илмелле.
7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Шурӑмпуҫ килсенех, тытӑнаҫҫӗ ҫӳреме: е бригадирсем, е агрономсем, е председатель, е тата кам та пулсан районтан килни…С зари самой как начнут ходить то бригадиры, то агроном, то председатель, то из района кто-нибудь…
4 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Аккордсен уҫӑмлӑ мар калаҫӑвӗпе янравӗ ҫумне е юратупа, е тунсӑхпа, е иртнӗ асапсемпе мухтава аса илни, е ҫамрӑклӑхӑн чӑрсӑрла чарусӑр вӑйӗпе янӑракан халӑх юрри-кӗввисем хутӑшса пӗрлешсе каяҫҫӗ.
XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл революцие е монархие хирӗҫ кӗрешнӗ-и, республика янӑ делегатсемпе е герцогсемпе пэрсене, корольсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ-и, е хут укҫасем кӑларнине, тӑвар налогӗсене хирӗҫ кӗрешнӗ-и, корольшӑн е короле хирӗҫ вӑрҫӑ ҫӗкленӗ-и, — ку пурпӗрех вырӑнти пӑлхавҫӑсем центра хирӗҫ вӑрҫни пулнӑ.
VI. Вандея Бретане тӗп туни // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Унта пурӑнаканнисем те, хамӑр пекех, кӗлмӗҫсем: е алӑсти, е чухӑн курсистка, е вырӑнсӑр тӑрса юлнӑ артистка, е кӑлпасси магазинӗнче ӗҫлекен хӗрарӑм.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Купӑста калчисем ҫӑпанлӑ ан пулччӑр тесе, вӑл чӳлмексем ҫине кӗл сапрӗ, термометр патӗнчен кайма пӗлмерӗ, тӗрлӗ ҫӗре чике-чике пӑхнинчен колхозниксем тӗлӗнчӗҫ: ӑна вӑл е парникре ҫӗр ӑшне, е парник стенисенчи ҫурӑксене чике-чике илчӗ, е парник ӑшне, е тул енне тыта-тыта пӑхрӗ.
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Е вӑрман касса хатӗрлемелле, е тислӗк тӑкмалла, е фермӑсене юсамалла, е татах тем-тем тумалла.То лесозаготовки, то навоз возить, то фермы чинить, то еще что-нибудь.
7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Поезд малаллах ыткӑннӑ, унӑн пӗр пек илтӗнекен хуйхӑллӑ сасси е ыйхӑлакан ту шӑтӑкӗсене, е улӑхсене, е пысӑк мар хула урамӗсене, е эрешмен карти пек урлӑ-пирлӗ каҫакан чугун ҫуллӑ станцисене шавпа тултарнӑ, ҫав станцисенчен, япӑх ҫанталӑк чухнехи пек шавласа, ҫакӑн пекех пӗр пек те хуйхӑллӑ сасӑ кӑларса, пур еннелле те ҫакӑн пек поездсем ирте-ирте кайнӑ.
XXVI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.