Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 7

Пай: Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ –> Пиллӗкмӗш сыпӑк

Автор: Николай Степанов

Ҫӑлкуҫ: Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫул: 1954; Хушнӑ: 2020.08.12 00:28

Пуплевӗш: 89; Сӑмах: 671

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

— Манӑн аттем артиллери ведомствин пӗчӗк чиновникӗ пулнӑ. Вӑл арсеналта ӗҫленӗ. Ансӑр кӗмӗл погонлӑ, офицерсенни евӗрлӗрех сӑрӑ шинель те тӑхӑнса ҫӳренӗ. Чӑннипе илсен, кам пулнӑ-ха вӑл? Никам та мар… Чухӑн чиновник, ун пеккисем пиншер пулнӑ. Вара вӑл хӑйӗн ывӑлне офицер-артиллерист тумашкӑн ӗмӗтленме пуҫланӑ. Пурне те пуҫ тайнӑ, мана кадетсен корпусне илтересшӗн темӗнле начальниксем умӗнче те чӗркуҫленсе пуҫҫапнӑ. Вара йӑлӑнса хӑйӗнне илнӗ-илнех. Мана йышӑнчӗҫ. Пин те тӑхӑрҫӗр пиллӗкмӗш ҫул ҫитрӗ. Пӗлместӗп, мӗн пырса тивнӗ ун чухне аттем пуҫне? Рабочисемпе пӗрле вӑл демонстрацие тухнӑ, ку ҫеҫ те мар, хӗрлӗ ялав та йӑтса пынӑ вӑл. Ку ӗнтӗ шӑлтах тӗлӗнтермелле ӗҫ пулнӑ! Ку вӑл чӑн-чӑн хирӗҫу!.. Завод администрацийӗ унран темӗнле майпа та мӑшкӑлланӑ, ӑна «декабрист» тесе ят панӑ. Пин те тӑхӑрҫӗр ҫиччӗмӗш ҫулта аттене ӗҫрен хӑваласа кӑларса ячӗҫ. Кашкӑр билечӗ илнӗ хыҫӑн вӑл аран-аран почтӑна приёмщика вырнаҫрӗ. Мана та корпусран кӑларса сирпӗтрӗҫ. Анчах атте мана гимназире вӗрентесшӗн пулчӗ. Темӗнле майпа вара тӳлевсӗрех вӗренмелле те турӗ.

— Эпир кӗлмӗҫле пурӑнаттӑмӑр. Анчах атте мана ҫав-ҫавах ӗнентеретчӗ: «Леонид, эсӗ офицер пулатӑн», — тетчӗ вӑл. Ҫапла вара эпӗ ача чухнех офицер йӑлисене хӑнӑхса пытӑм… Гимнаст! Ӑста фехтовальщик! Юлашкинчен, манӑн хамӑн та офицер пулас килекен пулчӗ, анчах матушка-пехотӑра мар. Эпӗ ученӑй офицер пулма ӗмӗтленеттӗм. Артиллерист!

— Унтан юнкерсен шкулӗнчи ҫулсем… Эпӗ Константиновски артиллери училищине кӗтӗм. Пуринчен ытла хамӑн юнкер-юлташсенчен хӑшӗ те пулин эпӗ ӑҫта пурӑннине йӗрлесе пӗлесрен, ӑнсӑртран пирӗн Пескинчи мӗскӗн шӑтӑка пырса курасран шикленеттӗм… Эпӗ хама хам уйрӑм тыткалаттӑм. «Рак-отшельник», — тесе ят пачӗҫ мана. Килте ӳсӗр атте вара ҫав-ҫавах сӳпӗлтетет: «Эсӗ, Леонид, ҫав шукӑль шӑхличсене пӗтӗмпех хыҫала тӑратса хӑварӑн».

— Хваттер пирӗн, — ун ҫинчен каласа памасӑр хӑварма юрамастех ӗнтӗ, — хыҫалти картишӗнче… Таса мар пусма, унта яланах кушак шӑрши перет. Пӳлӗмсенчен пӗрне анне хваттере яратчӗ. Унта пурӑнаканнисем те, хамӑр пекех, кӗлмӗҫсем: е алӑсти, е чухӑн курсистка, е вырӑнсӑр тӑрса юлнӑ артистка, е кӑлпасси магазинӗнче ӗҫлекен хӗрарӑм. Ку вӑл — составӗ улшӑнса тӑракан Ной ковчегӗ.

Эпӗ лайӑх вӗренеттӗм. Часах вӑрҫӑ пуҫланчӗ те, пурте пӑтрашӑнса кайрӗ. Пире вӑхӑт ҫитичченех вӗрентсе кӑларчӗҫ. Эпӗ, портупей-юнкер, училищӗре чи лайӑх вӗренекенӗ пулнӑ май, йышӑннӑ йӗркесем тӑрӑх, хам хӑш полка каяс тенӗ, ҫавӑнта кайма пултараттӑм, манӑн гвардие кайма та право пурччӗ. Пирӗн генерал, училище начальникӗ, эпӗ хамӑн ҫак правӑна хӳтӗлеме тытӑнсан, куҫне чарса пӑрахрӗ.

— Каҫарӑр-ха… Эсир дворянин вӗт? — ыйтрӗ Фролов.

— Аттем манӑн хӑйне хӑй дворянин тесе кӑшкӑрашма юрататчӗ, чӑннипе вӑл кӗлмӗҫ пулнӑ. Генерал, паллах ӗнтӗ, эпӗ мӗнле кайӑк иккенне пӗлнӗ. Манӑн сӑмахӑмсем ӑна турра хирӗҫ каланӑ сӑмахсем пек туйӑннӑ. Анчах эпӗ пӗр сехетлӗхе те пулин хамӑнне тӑвас-тӑвасах терӗм. Сехетлӗх Калиф! Ҫапах та эпӗ лайӑх назначени илтӗм. Чӑнах та, ку полк мар, унӑн запасри дивизионӗ кӑна пулчӗ. Анчах унта та мана пӗр кун та ытлашши тытса усрамарӗҫ. Петербургран часах фронта ӑсатрӗҫ. Эпӗ хаваслантӑм. Фронтра пурте пӗр тан. Манӑн хамӑн та ӗлӗкхи юлташсенчен аяккарах пулас килчӗ. Вӗсем хӑйсен аттисемпе Невски проспекта якатаҫҫӗ, шантансенче ӗҫсе супаҫҫӗ… Эпӗ ҫапӑҫатӑп ӗнтӗ.

— Кам-ха эпӗ? Улпут-и? Вӑт, сире эпӗ тӗпӗ-йӗрӗпех каласа патӑм… Кун пек нихҫан та каласа паманччӗ.

Ӗлӗкрех намӑсчӗ. Ҫук, эпӗ ҫамрӑклӑх курман. Чӑн-чӑн чӗрӗ ҫамрӑклӑха, Валерий Сергунькӑнни пек ҫамрӑклӑха, курман, темӗнле ылханлӑ, пӗтерсе лартнӑ, иккӗлентерекен ҫамрӑклӑх кӑна пулнӑ манӑн… Никама та сунмастӑп ун пек ҫамрӑклӑха.

Драницын чарӑнчӗ. Каютӑра шӑпах пулчӗ. Фролов койка ҫинчен тӑчӗ.

— Пӗлетӗн-и эсӗ, Леонид Константинович? — терӗ вӑл. Драницын халӗ комиссар хӑйне малтанхи хут «эсӗ» тесе каланине лӑйӑхах асӑрхарӗ. — Тен, санӑн аҫу лайӑх ҫын пулнӑ, анчах ӑна пурнӑҫ пӑсса пӑрахнӑ… Тен, вӑл хӗрлӗ ялав йӑтса пынӑ самант унӑн ӗмӗрӗнче пӗртен-пӗр чӑн-чӑн пурнӑҫ саманчӗ пулнӑ.

Пӗр вӑхӑт вӗсем нимӗн те чӗнмесӗр ларчӗҫ. Фролов халӗ хӑй мӗн илтни ҫинчен шухӑшланӑ пек туйӑнать. Унтан, портсигартан пирус кӑларнӑ май, каларӗ:

— Акӑ мӗн, Леонид… Ҫапӑҫ тӳрӗ кӑмӑлпа, вара пурте йӗркеллӗ пулӗ.

— Итлетӗп, Павел Игнатьевич.

— Эсӗ ан кул, чӑн калатӑп эпӗ сана.

«Марат» машинисем кал-кал ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен шавӗ майӗпе Драницын иртни пӗтӗмӗшпех пӗтсе ларнине, халӗ ӗнтӗ унӑн татӑклӑнах тата ӗмӗрлӗхех суйласа илнӗ пӗртен-пӗр ҫул кӑна пуррине яланхинчен уҫӑмлӑрах туйса илчӗ. «Пӗр ҫапла кӑна! — шухӑшларӗ Драницын. — Паян мана комиссар шанмасӑртарах итлет, анчах вӑл мана пӗтӗмӗшпех шанакан вӑхӑт та ҫитӗ-ха. Ку вӑхӑт вӑл часах, питӗ хӑвӑрт ҫитӗ…»

Фролов, Драницынӑн пӑлхануллӑ сӑн-пичӗ ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ: «Ачи эсӗ тӳрӗ чӗреллӗ пулас та, санӑн кандидатуруна сирсе пӑрахса, ҫапах та, тӗрӗс турӑм пулас эпӗ. Инҫе-ха санӑн Павлин Виноградова ҫитме!..» — шухӑшларӗ вӑл.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех