Шырав
Шырав ĕçĕ:
Музейпа паллашма тӗрлӗ вырӑнтан килеҫҫӗ.
Кӑнна Кушкинче - митинг // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60942
Герасим Федотович пурпӗрех вырӑнтан хускалмарӗ.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Автанкассисем каланӑ тӑрӑх, кустӑрмисене ҫиччӗ-саккӑр тапса пӑхмасӑр Кирик нихҫан та трактора вырӑнтан тапратмасть.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Мамарланов машинӑна вырӑнтан хускатнӑ та Нухратова мухтама пуҫланӑ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Вӑл пукансене вырӑнтан вырӑна куҫарса калла-малла хаяррӑн уткаларӗ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Хӗрарӑма палласан та тахҫанхине аса илсе вӗриленнӗ Герасим Федотович вырӑнтан хускалмасӑр тенӗ пек, сӑмах чӗнмесӗр ларчӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Шыв арманӗнче ҫӑм таптармалли, кантӑр ҫӑвӗ юхтармалли машинӑсем вырнаҫтарса лартнӑ тата вӑл! — вырӑнтан кӑшкӑрчӗ Платон.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Никама та ҫын вырӑнне хумасть, — пӳлӗмри пукансене сӑлтавсӑр-мӗнсӗр вырӑнтан вырӑна куҫарса ҫӳрерӗ Елен.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
«Урам варринчех вилес марччӗ», — кулянать вӑл, вырӑнтан тапранайманскер.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Ура ҫине тӑрасшӑн вӑл — вырӑнтан пачах хускалаймасть.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Юман ҫумне пӑчӑртанса ларнӑ Изамбаевӑн вырӑнтан пачах хускалас килмест.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Ултӑ кустӑрмаллӑ пысӑк грузовик йӳҫӗ кӑвак тӗтӗм пашлаттара-пашлаттара вырӑнтан хӑвӑрт хускалчӗ, юр ҫине тӑваткал куҫлӑ тарӑн йӗр хӑварса мӑн ҫул еннелле пӑрӑнчӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Илюш ташлама ӑста, вӑл хура куҫне чӑлкӑштарса саккӑрла ҫаптарнине сӑнаса ларсан-ларсан тунката та вырӑнтан тапранӗ, ташша яра парӗ.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Кукшанова пачах урӑх хуйхӑ вырӑнтан хускатнӑ.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Мирун мучипе Мӗтри кабинӑна вырнаҫса ларсан шофер машинӑна самантрах вырӑнтан хускатрӗ, унӑн хӑвӑртлӑхне ӳстернӗҫемӗн ӳстерсе пычӗ.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Государьпа аслӑ атаман Овчинников чӑннипех те ҫапӑҫӑва тӗрӗс пуҫласа ячӗҫ, анчах кайран ним ӑнланмалла мар ӗҫ пулма тытӑнчӗ: отрядсем пӗр-пӗрне пулӑшма пӗлеймерӗҫ, ҫавӑнпа командирсем хӑюсӑррӑн вырӑнтан вырӑна куҫрӗҫ, кайран пурте тем аташса кайрӗҫ…
Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл хушнипе ӗнтӗ Алюнов ҫыннисем хӑруш вырӑнтан илсе тухнӑ патька-патшана юлашки ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче часрах Атӑл урлӑ каҫарчӗҫ, ҫапла вара тыткӑнран ҫӑлса хӑварчӗҫ.
Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тыткӑнрисем вырӑнтан сикмерӗҫ.
Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кайран, хӗвеле хупӑрласа илсен, вырӑнтан та хускаласшӑн мар пек.
Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тахҫан авалах Улатӑр вырнаҫнӑ вырӑнтан ҫул иртнӗ, — тенӗ пӗринче.
Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.