Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнтан (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иккӗмӗш тапхӑрта выльӑхсем вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳреҫҫӗ, кайри урисемпе тӑпрана е ыттине чаваҫҫӗ, хӳрисене тӑратса чупаҫҫӗ, ӳслӗк ерет.

Куҫарса пулӑш

Ӗне урни // А.СИДОРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/e%d0%bd%d0% ... %bd%d0%b8/

Водолазсем хальлӗхе 110 вырӑнтан 70-шӗнче пулса унти лару-тӑрӑва тишкернӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв йӑнӑша каҫармасть // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=qHBFmDIDDCA

Тима те юриех ҫывӑрнӑ пек пулчӗ, те чӑнахах ҫывӑрса кайнӑ пулнӑ, анчах вӑл вырӑнтан та хускалмарӗ.

Тима то ли притворился, то ли уснул взаправду, но он не шелохнулся.

Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616

Тӳре-шара кун пирки 2 ҫул каяллах пӗлнӗ, анчах пӑр вырӑнтан хускалман.

Чиновники об этом знали еще 2 года назад, но лед так и не сдвинулся с места.

Ҫӑл Атӑк халӑхӗ кӗпер юсасса 2 ҫул кӗтет // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34984.html

Ҫапах та лав вырӑнтан та хускалман, тӗрӗсрех каласан ҫӳп-ҫап.

Куҫарса пулӑш

Каллех ҫӳп-ҫап // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61151

Тул ҫутӑлса тӑххӑр иртичченех вырӑнтан тапранмарӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Упа пек вӑйлӑ, пуян арҫын тупнӑ ӗнтӗ хулара Инесса Павловна, атту ӑна вырӑнтан тӑруках хускатаймӑн», — шӑл йӗреҫҫӗ иккен хӑш-пӗрисем.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пурӑна киле Сулагаев пуҫӗ ҫине те ҫавнашкал инкек татӑлса анчӗ: вырӑнтан вырӑна куҫса икӗ-виҫӗ шкула ҫитрӗ, пӗр ҫул кӳршӗ районта та ӗҫлесе пӑхрӗ, унта та тӗпленсе вырнаҫаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Эй, ачамккӑ, сан корольне эп шах панӑччӗ, вӑл вырӑнтан куҫнӑччӗ пулас — асту, рокировка ан ту!»

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унпа килӗшӳллӗн автотранспорт хатӗрӗсен кашни стоянкинче 10% кая мар /анчах пӗр вырӑнтан кая мар/ вырӑн инвалидсен ятарлӑ автотранспорт хатӗрӗсем валли пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

«Пӗр вырӑнтан тӗрӗс пакет формировать туса ӑсатас тесен пирӗн хулара площадка кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

2020-мӗш ҫултан ку енпе республика 14-мӗш вырӑнтан 11-мӗшне ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫине ӳстересси — малта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61036

Намӑс пулнипе ҫунса, вӑл карабинне хулпуҫҫи ҫине ҫакрӗ те ҫывӑрнӑ вырӑнтан айккинерех пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Тӑрса каясшӑнччӗ — пултараймарӑм, мана вырӑнтан тӑма темскер чарса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Йӗкӗт ҫаврӑнса пӑхрӗ те, ҫынна курсан, пӗр самант вырӑнтан хускалмасӑр тӑчӗ, унтан сасартӑк мана алӑран тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Ҫапах та ман пурнӑҫ патне таврӑнмах тивет-ҫке-ха, вырӑнтан хускалмаллах пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Георгий вырӑнтан тӳрех хускалаймарӗ, ним ӑнланмасӑр тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Анчах сасартӑк вӗсен куҫӗсем тӗл пулчӗҫ — Алексей кӑштах вырӑнтан сиксе тӑмарӗ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл тарӑн шухӑша путса ларчӗ, чылайччен вырӑнтан хускалмарӗ, икӗ-виҫӗ пирус та туртса пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эпӗ пӗчӗк ача патне пытӑм та ӑна шурӑ ҫиттипе чӗркерӗм, унтан, пӗр самант вырӑнтан тапранмасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн, ҫапах та хускалтӑм, алӑк патнелле утрӑм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех