Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнтан (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аркадий палт! каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ — ак телей: юнашарах шуйхӑннӑ, инкеклӗ вырӑнтан хӑвӑртрах аяккалла тарса ӳкме васкакан хумсем ҫинче вӗр-ҫӗнӗ, кӑвак сӑрӑпа сӑрланӑ кимӗ пуҫне ухкалать, унта ҫирӗп хул-ҫурӑмлӑ, кӗре сӑн-питлӗ, шалпар кӑвак спорт костюмне тӑхӑннӑ чух арҫын тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Аркадий, ҫамки ҫинчен пӑтӑр-пӑтӑр тарне шӑлса илсе, шыва чупсах кӗрсе кайрӗ, тренировка туса тӗреклетнӗ, вӑй-хал ӗҫӗпе кӗрнеклентернӗ, яштака хулӑ пек пиҫӗ, кӗре, йӑлтӑр ӳтлӗ кӗлетки ҫурри таран путӑнсан, чарӑнса тӑчӗ, вара, мускулӗсене карӑнтарса, тӑнӑ вырӑнтан урисемпе пружинӑлла вӑнк! тапӑнса, сывлӑшра хӑйӗнчен «пӗкӗ» авса илчӗ те шывалла йӑмпӑлт! турӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Машина, хӑйӗн вут каяшне — автол шӑршиллӗ ҫӑра хура тӗтӗмне — хыҫалалла тррр! тррр! тӑкӑскӑн тӑрӑлтаттарса паклаттарса илсе, вырӑнтан тапранчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Чанккама, авмак сӑмсаллӑ матрос, сарлака кантлӑ, сӑмсасӑр карттусне чалӑштарса тӑхӑннӑскер, каҫӑна пӑрахута кӗмелли вырӑнтан туртса илчӗ те карлӑк хӗррине, такелаж хатӗрӗсем ҫывӑхнерех, майлаштарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӑл каллех кавара килмерӗ: вырӑнтан хускалчӗ те васкамасӑр, пуҫне пӗшкӗртсе ҫуртсен хушшинелле мӑкӑлтатрӗ…

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ак вӑл вырӑнтан хускалчӗ, тӑтӑрхасӑр урисене (вӗсене такам тачка сӑнчӑрпах сӑнчӑрланӑ тейӗн) пӗр-пӗринчен шӑл ҫыртса, вӑй хурса куҫаркаласа, тӗттӗм вӑрман чӑтлӑхнелле лӑштӑрт-лӑштӑрт тутарса ленк-ленк калӑпсӑр сулланчӗ: ҫӑт-ҫат, шӑт-шат, чӑш-чаш, шачӑртшачӑрт…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вырӑнтан тапранчӗ кӑна — каллех пӑлтӑр-палтӑр чикеленсе ӳкрӗ: ури темле тымартан (е йӑваланса выртакан кӑмӑр, е пӗр-пӗр чӗрӗ кӑтӑрка турат пулчӗ-ши?) ҫакланнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Чуп! Чуп! Тен, ҫынна пулӑшу кирлӗ!» — хыпаланса ӳкрӗ пӗрремӗшӗ, тепри вара ку вырӑнтан часрах аяккарах утма-чупма, тарса ӳкме васкатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ӗнтӗ кузовсем тулса та ларчӗҫ — машинӑсем вырӑнтан тапранчӗҫ те, хула урамне тухса, универбаза еннелле кӗрлеттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр вырӑнтан тӑрӑнт! сирпӗнсе илчӗ те Полина хыҫҫӑн ҫӗмрен пек виркӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Умри чӑрмавсене ҫӗнтеркелесе пынӑ май вӑл куҫӑм хӑвӑртлӑхне ӳстернӗҫемӗн ӳстерсе пычӗ, тӗллӗн-тӗллӗн ут вӗттӗн те чупасшӑн пулчӗ: ку хатар вырӑнтан часрах тарса ӳкес, юнавран сыхланас килчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗнтӗ автобус вӑхӑчӗ те ҫак машина чарӑнмалли вырӑнтан кӗр-кӗр-кӗр! кӗрлесех иртсе кайрӗ пуль (кун пирки алӑ сехечӗ ҫине пӑхса пӗлеймӗн ӗнтӗ)…».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Иртсе ларма вӑхӑт ҫук, — вырӑнтан та тапранмарӗ Лида.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Чӑх пӑхакан хӗрсем хушшинче ларакан Василий Петрович вырӑнтан ҫӗкленчӗ те трибуна умне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗрача вырӑнтан та хускалмасть.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Марине вырӑнтан сиксе тӑчӗ: «Урхамахпа» «тискер кайӑк» кӗҫ-вӗҫ тытӑҫса ӳкӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.

Ҫӑмарта пек чӑп-чӑмӑр лаша та ҫак тиеве вырӑнтан тапратаймасӑр самайччен тӑпӑртатса-тапаланса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Шиклӗ ӗҫченҫе хӑратасран сыхланса, ҫав вырӑнтан шӑппӑн-шӑппӑн пӑрӑнтӑм та тӗттӗм ҫӑкалӑха кӗме тӑтӑм кӑна эпӗ — кӑвак тумлӑ вӑрман хуралҫи кӑшт ҫеҫ ман ҫине пырса тӑрӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Вырӑнтан та тапранаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ҫуркунне, Атӑл тапрансан, эпир те вырӑнтан хускалтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех