Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл лӑпкӑн пӗр билет хыҫҫӑн тепӗр билет илчӗ, кашнинчех: «Пӗлетӗп, пӗлетӗп…», тесе вӗсене сӗтел ҫине пӑрахрӗ.Он спокойно брал один за другим билеты и со словами: «Знаю, знаю…» — бросал их на стол.
36 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Билет илес пулать, билетсӑр пурӗпӗр лартса каймастпӑр.
Билет // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 23-24 с.
Пулӑшмалӑх укҫа пухакансем билет илтерме ҫав тери тӑрӑшнине пула манӑн та билет илмелле пулчӗ.Говоря по правде, я купил билет, чтобы отделаться от сборщика пожертвований.
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
Тӗрлӗ тӗслӗ хут тӗркисемпе тата симӗслетнӗ пралуксемпе тунӑ кассӑпа (ун пек кассӑсем пекарьнӑсенче ытларах пулаҫҫӗ) вӗсем пристань ҫинче билет илсе ӗлкӗреймен пассажирсене билетсем сутса ҫӳреҫҫӗ.
VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Билет иккӗ илнӗ, Павлик билетсӑрах ларса пынӑ.
VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
г) билет тупмалла пулать, ку ӗнтӗ ытла чӑрмантарас та ҫук-ха, мӗншӗн тесен эпӗ билетсӑр та кайма пултаратӑп.г) достать билет, что, впрочем, мало беспокоило меня, потому что я уехал бы и без билета.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Валька мана алӑк патӗнче кӗтсе илме пулчӗ, анчах та вӑл темшӗн ҫук-ха, билет илсе кӗрес — айванла хӑтланни пулать, ара вӑл билетсӑрах кӗртеп тесе мухтанчӗ вӗт.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Юлашкинчен ҫапах та эпӗр тепӗр пистолет авӑрларӑмӑр, икӗ билет пӗтӗртӗмӗр; билетсене вӑл эпӗ ӗлӗк персе шӑтарнӑ карттус ӑшне хучӗ; эпӗ каллех пӗрремӗш номер туртса кӑлартӑм.
II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Кирек мӗнле пулсан та, вӗсем ҫапах та темӗскер лӑпӑртаткаласа каларӗҫ, кашнинех вара уншӑн пӗчӗк кӑвак билет парнелерӗҫ, библири икӗ ҫаврана пӑхмасӑр калама вӗренмӗшӗн кӑвак билет параҫҫӗ.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унтан Том виҫӗ хӗрлӗ билета икӗ пысӑк мрамор шарикӗпе улӑштарса илчӗ, виҫӗ-тӑватӑ ӑпӑр-тапӑрпа пӗр мӑшӑр кӑвак билет туянчӗ.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пушкин карттипе пӗлтӗр 187 киносеанс ирттерсе 175,1 пин тенкӗлӗх 1064 билет сутӑннӑ.
Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken
2023 ҫулта ҫак программӑпа 78 мероприяти ирттернӗ, 607,8 пин тенкӗлӗх 3513 билет сутнӑ.
Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken
Ҫулсерен иртекен «Мет Гала» шоу (унӑн ертӳҫисем хушшинче Vogue журналӑн тӗп редакторӗ Анна Винтур) мода тӗнчинче хӑйне евӗрлӗ питӗ паллӑ та уникаллӑ пулӑм шутланать: сӑмахран, 2007 ҫулта туянма май пур кашни 700 билет хакӗ 6500 $ танлашнӑ.
Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)
Пуля ун витӗр шӑтарса тухнӑ, билет ҫинчи фотокарточкӑна палламалла марах ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Эпӗ те, билет пур та, больницӑран тӳрех килтӗм… —
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Нина Васильевнӑна килне ҫитиччен ӑсатса ятӑм та, пристане таврӑнса, билет илтӗм.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Билет илес пулать.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Концерт пуҫлансан тин вара кӗтӗм те — билет ҫинче кӑтартнӑ вырӑнсем патне пытӑм.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Икӗ билет илтӗм.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Станцие кайса билет илтӗмӗр, — вара общежитине таврӑнтӑмӑр та, пӗрне-пӗри темшӗн ҫиленнӗ ҫынсем пек, кунӗпех калаҫаймарӑмӑр.
I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.