Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

билет сăмах пирĕн базăра пур.
билет (тĕпĕ: билет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗрсенех билет туянма ӗлкӗртӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Юнашарри укҫине илчӗ пулас та, вырӑнтан тӑрса, малалла, шофер патне иртрӗ; билет туянса, каялла таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

— Каҫар мана, кӑвак кайӑкӑм, ҫутӑ ӗмӗтӗм, театра кайма билет пулмарӗ, ыран кинона илсе кайӑп, пирӗн урамра ҫӗнӗ кинотеатр уҫӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Юлашки хутчен Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбусри билет хакне 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче хӑпартнӑ.

Последний раз в Новочебоксарске цену проезда в троллейбусе поднималась в декабре 2019 года.

Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуспа ҫӳреме хакланӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34574.html

Ҫапла майпа билет хакӗ 23-рен 25 тенке ҫитӗ.

Таким образом стоимость билета вырастет с 23 до 25 рублей.

Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуспа ҫӳреме хакланӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34574.html

Яланхи пекех билет хакӗ 2 тенкӗ ӳсӗ.

Как всегда, стоимость билета увеличится на 2 рубля.

Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуспа ҫӳреме хакланӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34574.html

Ҫак ҫын мобильлӗ сарӑмра 60 тенкӗпе билет туяннӑ иккен.

Оказалось, что этот человек купил билет за 60 рублей в мобильном распространении.

Чӑваш Енри ҫын лотерейӑра выляса миллионер пулса тӑнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34533.html

Халӗ ӗҫлетӗп, кинотеатрта билет сутнӑ ҫӗрте.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Культура ӗҫченӗсем, сӑмахран, концертсем ирттерсе билет сутнӑ укҫа-тенке ыркӑмӑллӑх фончӗсене хываҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

— Галстук ҫыхнӑ пассажир, автобуса кӗтӗн пулсан, билет илмелле, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

— Май пулсан, ман валли те пӗр билет тупсамӑрччӗ, тархасшӑн, — йӑлӑнса ыйтрӗ Акчуров та.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Эпӗ театра кӗме виҫӗ билет тупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тимафи вӗсене: — Пӗлетӗр-и, юлташсем? Йывӑҫа клеймо ҫапнӑ чухне хулӑнӑшне виҫсе шута илеҫҫӗ. Унтан мӗн чухлӗ вутӑ тухасса таблицӑпа шутласан, ҫитес ҫул билет ҫыраҫҫӗ. Эсир ҫапла вӑрттӑн касса турттарсан манӑн вара вуттине ӑҫтан тупса памалла? Халӗ ҫакна ӑнлантӑр-и? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ӑна валли билет илме укҫа юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑчкӑ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111–112 с.

— Епле билет? — илтӗнет аялта арҫын сасси.

Куҫарса пулӑш

Пӑчкӑ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111–112 с.

— Гражданка, билет кӑтартӑр, — чарать ӑна проводник.

Куҫарса пулӑш

Пӑчкӑ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111–112 с.

Билет илнӗ, пуйӑс ыран вунпӗр сехетре тапранать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Билет илчӗҫ те вӗсем перрона тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑмахран, билет туянма укҫа ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

Юрату вырӑнне... парӑм // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11518-yu ... -nne-par-m

Лев Борисович нимӗн калама та ӗлкӗреймерӗ, пирен хыҫҫӑн ҫынсем кӗчӗҫ те, каллех: — Билет купили? — терӗ хура кайӑк ҫак ҫынсене те.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех