Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эльба утравӗ административлӑ майпа Италие пӑхӑнать, Ливорно провинцири Портоферрайо коммуна шутне (Тоскана регион) кӗрет.
Эльба (утрав) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BB%D ... %B0%D0%B2)
Провинцири халӑха этника тӗлӗшпе пухсан: хура ӳтлисем — 86,8 %; шурӑ ӳтлисем — 4,2 %; тӗрлӗ тӗслисем — 1,4 %; индирен тухнисем тата азинчи ытти тӑрӑхсен сӑнӗллӗ ҫынсем — 7,4 %.
Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB
Пӗчӗк экспедици, пичетре, ҫав шутра провинцири пичетре те, ҫырманнисен йышӗнчен пӗри, вӑрманпа пырать; унӑн ҫулӗ — анӑҫалла.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Халӗ вӑл провинцири апоплексипе аптӑракан матроссене, отставкӑри сержантсене, хӗрарӑмла хӑвӑрт кӳренекен, Гарпагона пек хыт кукар патерсене, олива тӗслӗ, шала кайнӑ пин-пин чирпе нушаланакан тӗреклӗ фермерсене сиплет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.
Владимир сунарҫӑ ӗнтӗ чӑннипех те провинцири ҫамрӑк актер пек, пӗрремӗш еркӗнӗн рольне выляканскер пек калаҫать.
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Ку провинцири правительствӑн ҫӗнӗ инструкцийӗ пулчӗ.Это оказалась новая инструкция провинциального правительства.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вара редакцине тухса чупнӑ, унта, ытти хуласен хаҫачӗсене вакла-вакла, касӑксенчен «Провинцири картинкӑсем» йӗркеленӗ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хамӑн искусствӑна пӗр вӗҫӗм вӗренсе пытӑм, хамӑн ӑшӑмра тупнӑ вӑйлах мар пултарулӑха ӳстерме тӑрӑшрӑм та пӗр йывӑрлӑх хыҫҫӑн тепӗр йывӑрлӑх пӗтсе пынине курса савӑнтӑм, Помещикӗ пирӗн ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ, тӳрӗ ҫынччӗ; вӑл мана хисеплетчӗ, манӑн талантсене тивӗҫлипе хаклатчӗ, мана французла вӗренме укҫа пачӗ, хӑйӗнпе пӗрле Италие, Парижа илсе кайрӗ, эпӗ Тальмапа Марса куртӑм, эпӗ ҫур ҫул Парижра пурӑнтӑм, унтан вара — мӗн тӑвас тетӗн! — эпӗ ун чух питӗ ҫамрӑк пулнӑ-ха, ҫул енчен мар пулсан та, опыт енчен ҫамрӑк пулнӑ, ҫавӑнпа та провинцири пӗчӗк театра таврӑнтӑм; мана хама вӗрентсе ӳстернӗ ҫынпа уйрӑм тивӗҫсем ҫыхӑнтарса тӑнӑ пек туйӑннӑ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Унччен малтан эпӗ провинцири тепӗр театрта пулнӑ; вӑл кунтан нумай пӗчӗкрехчӗ, начартарахчӗ, анчах та унта мана аванччӗ; тен вӑл эпӗ ҫамрӑк пулнӑран, нимӗн пирки те пӑшӑрханман, ҫав тери айван, пурнӑҫ ҫинчен шухӑшламан пирки пулнӑ пулӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Эпӗ пырса кӗнӗ чух пьеса пуҫланнӑччӗ ӗнтӗ; эпӗ хам кая юлнишӗн пит тарӑхрӑм, сцена ҫинче мӗн пулса иртнине ӑнланаймасӑр енчен-енне ним тӗлсӗр пӑхкаласа ларатӑп, ҫынсем чинсем тӑрӑх вырнаҫса тухнине, пачах та пӗр пек сӑн-сӑпатлӑ мар, анчах пӗр туйӑмсенех палӑртакан пит-куҫсен тӗлӗнмелле ушкӑнӗ ҫине, Америкӑри кайӑксем евӗр ула-чӑла тумланнӑ провинцири улпут майрисем ҫине, хӑйӗн ложинче ҫав тери мӑнкӑмӑллӑн та пӗр вӑхӑтрах канӑҫсӑррӑн ларакан князь ҫине пӑхрӑм.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
— Эсир пӗлетӗр-ха вӗт, эпӗ хамӑн артист ӗҫне провинцири пӗр пысӑк мар театрта пуҫланӑ.— Вы знаете, что я начал свое артистическое поприще на скромном провинциальном театре.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Англири паллӑ писатель Джеймс Олдридж, Совет Союзӗн тусӗ, миршӗн, фашизма хирӗҫ вӑйне хӗрхенмесӗр кӗрешекен деятель, 1918 ҫулта Австралин кӑнтӑр енчи провинцири хаҫат редакторӗн ҫемйииче ҫуралнӑ.
Джеймс Олдридж // Тӑван Атӑл. Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79 с.
Чӑннипе илсен, Вятка провинцири питех паллӑ мар пӗчӗк хула кӑна пулнӑ.На самом деле Вятка была захолустным провинциальным городком.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
— Французсен чи начар артисӗ провинцири чи начар хулара та нимӗҫсен пӗрремӗш чаплӑ артистӗнчен лайӑхрах та ӗненмеллерех вылять, — ҫиллине шӑнараймасӑр кӑшкӑрса ячӗ те, вӑл хыҫалти пӳлӗме куҫса ларчӗ.
XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Кунтан та ытларах, кӑҫал провинцири правительство «Индипе Австрали пӑрахучӗсен пӗрлешӳне» хӑратса пӑрахрӗ, ҫав пӗрлешӳре тӑракан судносем малашне те Хӗвеланӑҫ Австралинчи портсенче кӑмрӑк тиес пулсан, субсиди пулмасть тесе каларӗ, мӗншӗн тесен унта каторжниксем ирӗкре ҫӳреҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
(Унӑн, Мускаври тата провинцири ытти нумай дамӑсем пекех, арҫынпа паллашнӑ кунах ӑна хушаматпа чӗнес йӑла пур.)
XIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
«Кӳме» повеҫре Гоголь офицерсемпе провинцири дворянсен пурнӑҫне кулӑшла ӳкерсе кӑтартнӑ.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Полкӗнче капла та, провинцири тискер мехеллӗ пурнӑҫа пула, ҫынлӑх тенипе пит хисеплешсех каймастчӗҫ, унта та пулин вӑл ҫав хӑрушӑ та усал ҫар аваллӑхӗн темле латсӑрла тӗлӗнтермӗш палӑкӗ пекех курӑнатчӗ, ҫакна май ун ҫинчен кулӑшла-путишле, ӗненсе пӗтерме ҫукла анекдотсем нумай кала-кала паратчӗҫ.
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах пуринчен начарри, киревсӗрри Ромашовшӑн урӑххиччӗ — вӑл, полкри мӗнпур ҫын пекех, кашни балӑн, кашни платьӗн, кашни ейкеленчӗклӗ пуплев таранчченех темӗлле, кулис тепӗр енчи историне пӗлсе тӑратчӗ; темӗн те, темӗн те пытарӑннӑччӗ вара вӗсем хыҫӗнче: мӗскӗн чухӑнлӑх, тармаклану, чееленеслӗх, элек, пӗр-пӗрне курайманлӑх, провинцири хевтесӗр аристократлӑх вӑййи, юлашкинчен тата кичем, йӗрӗнчӗк ҫыхӑнусем…
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пассажир пуйӑсӗсем килнӗ ҫӗре унта дамӑсем те пыра-пыра тулаҫҫӗ, — провинцири сирсе сирӗлмен кичем пурнӑҫа кӑшт улӑштарнӑн туйӑнать пулас ҫакӑ ҫапах та.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
- 1
- 2