Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗррехинче тата, чашӑксемпе стакансем лартнӑ патнуса йӑтса пынӑ чух, вӑл икӗ стакан ҫӗмӗрсе пӑрахрӗ те, яланхи пекех, ятлаҫма пуҫларӗ, патнусӗ-мӗнӗпех урайне пӑрахасшӑн пулчӗ, вара Анисья патнуса Захар аллинчен илчӗ, ун ҫине урӑх стакансем, сахӑр хумалли, ҫӑкӑр ним хускалмалла мар вырнаҫтарса лартрӗ, вара патнуса хӑрах алӑпа йӑтса, тепӗр аллипе мӗнле ҫирӗп тытса пымаллине кӑтартрӗ те икӗ хутчен пӳлӗм тӑрӑх патнуса сылтӑм еннелле те, сулахай еннелле те сулкаласа утрӗ — пӗр кашӑк та вырӑнтан хускалмарӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑшпӗр япалисем «палатка» патӗнчеччӗ — унта спирт лампочки, кашӑк, йывӑҫран тунӑ ещӗк, ещӗкӗнче тӗрлӗ арӑш-пирӗш, сӑмах май каласан, парусина ҫӗлемелли хӑйсем ал-вӗҫҫӗн ҫеҫ тукаланӑ темиҫе хулӑн йӗп.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав ҫӳлӗк ҫинчех салтаксем панӑ ҫӑкӑр выртнӑ, ӑна типесрен, нӳрлӗ тутӑр таткипе чӗркенӗ, унтах консерва банкинчен тунӑ кружка, шӑвӑҫ чашкӑ ҫинче салтаксем панӑ пӑтӑ, икӗ йывӑҫ кашӑк, шапа хуранӗ ҫинче кӑшт шултӑра кӑвак тӑвар пулнӑ, пӗр сӑмахпа каласан, ҫав ҫӳлӗк ҫинче ыйткалакан пек чухӑн ҫынсен мӗнпур пурлӑхне тирпейлӗ йӗркелесе лартнӑ.
XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кашӑк, кружка, аялтан тӑхӑнмалли икӗ мӑшӑр кӗпе-йӗм пулать унта.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Стена витӗр стакан ҫумне кашӑк пӗрӗнсе чӑнкӑртатнӑ сасӑ илтӗнчӗ, Саня мана, вӑратасшӑн мар пулса, кухньӑрах апат ҫиет иккен.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Шатрисем те… пӗр кашӑк шывпа ҫӑтса ямалла!
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫиччӗн пӗшкӗнетпӗр хуран енне, ҫичӗ кашӑк шӳрпе ӑсма черетӗн туртӑнаҫҫӗ.Семь голов склоняются над манеркой, семь ложек по очереди лезут за супом.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Черет тӑрса тухаттӑмӑр, кунта ӗнтӗ формӑна-мӗне те, миҫере иккенне те, мӗнле ҫемьерен иккенне те уйӑрса тӑмастчӗҫ, кашнинех пӗрер кашӑк вӗри пӑтӑ паратчӗҫ, пӑтти чӗлхене ҫӑтса ярас пек тутлӑччӗ, ҫиелтен кӑпӑкланса та хӑмпӑланса тӑратчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах та вӑл еврей-заключеннӑйсен шалӗсене ҫапа-ҫапа хуҫнӑ чух тата вӗсене, пур чирсенчен те сыватакан эмел тесе, вӑйпах кашӑк туллиех тӑвар е хӑйӑр хыптарнӑ чух, вӑл пӗтӗм чун-чӗрипе нацист пулни ытла та уҫҫӑн курӑнатчӗ.
«Самаритянин» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Яланах, чи йывӑр вӑхӑтсенче те, пур заключеннӑйсен те хырӑмӗсем выҫӑпа пӑкӑртатнӑ чух, мунчара шӑмми-шакки кӑна тӑрса юлнӑ ҫын ҫӑвӑннӑ чух та, кашни ҫын — куҫӗсемпе те пулин — юлташӗн тӳпине тытса илме ӑмсаннӑ чух та, помидор сӗткенӗпе хутӑштарнӑ йӗрӗнмелле пӑтӑ чи тутлӑ йышши апат пек туйӑннӑ чух та, ҫав йывӑр вӑхӑтсенче яланах, эрнере икӗ хут, кӗҫнерникунсемпе вырсарникунсенче апат парса ҫӳрекенсем пирӗн мискӑсене пӗрер порци ҫӗрулми пӑрахса паратчӗҫ, ҫиелтен пӗр кашӑк какайлӑ соус яратчӗҫ, — унта темиҫе какай пӗрчи пурччӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Алексей хӑй умӗнчех катӑлса пӗтнӗ, кивелнипе хуралнӑ пысӑк йывӑҫ кашӑк выртнине тата котелок хупӑлчинче чӑх шӳрпи пӑсланнине курчӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Каяс текенсен ял хӗрринчи пӳрте, пулӑҫӑсен артелӗн правленийӗпе пулӑ склачӗ вырнаҫса тӑракан ҫӗре пуҫтарӑнмалла, килтен пӗр мӑшӑр кӗпе-йӗм, кашӑк, вилка, ҫӗҫӗ тата вунӑ кунлӑх ҫимелли илес пулать, тесе пӗлтернӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӑмӑлна каймасан тетӗн-ха, ӑна пӗр кашӑк пылсӑр ҫӑтса ямалла.
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Ах, пӗр кашӑк шывпа ҫӑтса ямалли этемӗмӗр, юратнӑран та юратнӑ кӑйкӑрӑмӑр».
Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.
Том унӑн ҫӑварне уҫрӗ те унта «ыратнине лӑплантаракан эмеле» пӗр кашӑк ячӗ.
12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Атте парнеленӗ пӗр пӗчӗкҫӗ кӗмӗл кашӑк вара — ӗмӗрлӗх асӑм.
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
Шӳт туни ҫур кашӑк ҫӑва тӑрать.
Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Аслӑ ӑру ҫыннисене хисеплесси чӑваш ҫемйинче ӑруран ӑрӑва куҫнӑ, ватти кашӑк тытса сыпкӑм тумасӑр ыттисем тулли чашӑк еннелле алӑ тӑсман.
Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
6 ҫӗр улми, 250 г аш е кӑлпасси, 50 г симӗс сухан, 1 кашӑк тип ҫу, ҫур стакан сӗт, 200 г сыр, тӑвар, пӑрӑҫ, 1 пуҫ сухан, укроп-петрушка кирлӗ.
Верук тӗпелӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Тӗрлӗ ҫӗртен пӗрер кашӑк тӑпра илмелле те 30-шар грамм иҫӗм сӗткенӗ янӑ стакана ямалла.
Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№