Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Грушницкий (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ хул пуҫҫийӗме хӗскелерӗм те Грушницкий секунданчӗсене пуҫ тайрӑм.

Я пожал плечами и раскланялся с секундантами Грушницкого.

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

Тӗтӗм сирӗлсен, Грушницкий площадка ҫинче курӑнмарӗ.

Когда дым рассеялся, Грушницкого на площадке не было.

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

Грушницкий! — терӗм эпӗ, — халь вӑхӑт пур-ха: йышӑн хӑвӑн элекне, вара эпӗ сана пӗтӗмпех каҫаратӑп.

— Грушницкий! — сказал я, — еще есть время; откажись от своей клеветы, и я тебе прощу все.

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

Капитан ӑна кӑлӑхах тӗрлӗрен паллӑсем парать, Грушницкий пӑхасшӑн та мар.

Напрасно капитан делал ему разные знаки, Грушницкий не хотел и смотреть.

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

Грушницкий пуҫне кӑкӑрӗ ҫине ӳсрӗ те, тарӑхса, кичеммӗн пӑхса тӑрать.

Грушницкий стоял, опустив голову на грудь, смущенный и мрачный.

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

Мӗскӗн доктор: Грушницкий вунӑ минут каярах шурӑччӗ те, вӑл унран та шурӑрах.

Бедный доктор! он был бледнее, чем Грушницкий десять минут тому назад.

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

Вӗсем пӗр-пӗрне ыталарӗҫ; капитан кӗҫ-вӗҫ кулса ямасть: — Ан хӑра, — хушса хучӗ вӑл, Грушницкий ҫине чеен пӑхкаласа.— Тӗнчере ырри нимӗн те ҫук!

Они обнялись; капитан едва мог удержаться от смеха: — Не бойся, — прибавил он, хитро взглянув на Грушницкого, — все вздор на свете!..

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

— Ну, Грушницкий шӑллӑм, шел тивертейменшӗн! — терӗ капитан.

— Ну, брат Грушницкий, жаль, что промахнулся! — сказал капитан.

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

Грушницкий мана хирӗҫ тӑчӗ те паллӑ панӑ хыҫҫӑн пистолетне ҫӗклеме тапратрӗ, чӗркуҫҫийӗсем чӗтреҫҫӗ унӑн.

Грушницкий стал против меня и по данному знаку начал поднимать пистолет, колени его дрожали.

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

— Решеткӑ! — васкаса кӑшкӑрчӗ Грушницкий, юлташӗ кӑрт тӗртнипе сасартӑк вӑраннӑ ҫын пек.

— Решетка! — закричал Грушницкий поспешно, как человек, которого вдруг разбудил дружеский толчок.

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

Грушницкий такӑннӑ-мӗн; вӑл тытнӑ турат хуҫӑлнӑ та, хӑй месерлех аялалла шуса анатчӗ пулӗ, юрать-ха секунданчӗсем тытма ӗлкӗрчӗҫ.

Грушницкий споткнулся, ветка, за которую он уцепился, изломилась, и он скатился бы вниз на спине, если б его секунданты не поддержали.

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

Грушницкий малта пырать, ун хыҫҫӑн унӑн секунданчӗсем, унтан эпир докторпа.

Грушницкий шел впереди, за ним его секунданты, а потом мы с доктором.

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

— Юрать те пулӗ! — терӗ капитан, Грушницкий ҫине тинкерсе пӑхса, лешӗ, килӗшнине пӗлтерсе, пуҫ тайрӗ.

— Пожалуй! — сказал драгунский капитан, посмотрев выразительно на Грушницкого, который кивнул головой в знак согласия.

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

Капитан Грушницкие куҫ хӗсрӗ, Грушницкий эпӗ хӑратӑп пулӗ тесе шухӑшларӗ те пуҫне каҫӑртрӗ, хӑйӗн пит ҫӑмарти ҫинчи тӗксӗм шурӑ сӑнарӗ кайман та-ха.

Капитан мигнул Грушницкому, и этот, думая, что я трушу, принял гордый вид, хотя до сей минуты тусклая бледность покрывала его щеки.

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

Темиҫе минут хушши никам та пӗр сӑмах чӗнмесӗр аптраса тӑтӑмӑр; юлашкинчен доктор Грушницкий еннелле ҫаврӑнчӗ те сӑмах пуҫларӗ:

Несколько минут продолжалось затруднительное молчание; наконец доктор прервал его, обратясь к Грушницкому.

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

Чул ту айӗнчи йывӑҫ тӗмисен хушшине виҫӗ лаша кӑкарнӑ; хамӑр лашасене ҫавӑнтах кӑкартӑмӑр та тӑвӑр сукмак тӑрӑх плошадка ҫине улӑхрӑмӑр, унта пире драгун капитанӗ, Грушницкий тата унӑн тепӗр секунданчӗ кӗтсе тӑратчӗҫ.

У подошвы скалы в кустах были привязаны три лошади; мы своих привязали тут же, а сами по узкой тропинке взобрались на площадку, где ожидал нас Грушницкий с драгунским капитаном и другим своим секундантом.

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

Э! господин Грушницкий!

А! господин Грушницкий!

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

Ку кӑштах ҫынна вӗлернӗ майлӑрах, анчах вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, уйрӑммӑнах азиатсен вӑрҫинче, чеелӗхсемшӗн ятламаҫҫӗ; ҫапах Грушницкий хӑйӗн юлташӗсенчен пархатарлӑрах пек туйӑнать.

Это немножко похоже на убийство, но в военное время, и особенно в азиатской войне, хитрости позволяются; только Грушницкий, кажется, поблагороднее своих товарищей.

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

Халь эпӗ акӑ мӗнле шухӑшлатӑп: вӗсем, урӑхла каласан, секундантсем, хӑйсен малтанхи планне кӑштах улӑштарнӑ пулас та Грушницкий пистолетне ҫеҫ пульӑпа авӑрласшӑн.

Теперь вот какие у меня подозрения: они, то есть секунданты, должно быть, несколько переменили свой прежний план и хотят зарядить пулею один пистолет Грушницкого.

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

Пирӗн калаҫусем самаях вӑрӑма пычӗҫ; юлашкинчен вара эпир ӗҫе ҫапла тума шутларӑмӑр: кунтан пӗр пилӗк ҫухрӑмра улах ту хушши пур; вӗсем унта ыран ирпе тӑватӑ сехетре каяҫҫӗ, эпир вӗсем хыҫҫӑн ҫур сехет кайран тухатпӑр; ултӑ утӑмран перетӗр — Грушницкий хӑй ҫапла тума ыйтрӗ.

Переговоры наши продолжались довольно долго; наконец мы решили дело вот как: верстах в пяти отсюда есть глухое ущелье; они туда поедут завтра в четыре часа утра, а мы выедем полчаса после них; стреляться будете на шести шагах — этого требовал Грушницкий.

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех