Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗр сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫӗр (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗр ҫинче шыв тумламӗсем, кӑвак тусанпа пӗтӗрӗнсе, йӑлтӑртатса тӗрлӗ еннелле сапаланчӗҫ.

По земле покатились круглые сверкающие капли, заворачиваясь в серый порошок пыли.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Паллах ӗнтӗ, вӑл ман валли ҫӗр ҫинчех ӗҫ тупӑнать терӗ.

Конечно, он имел в виду применение на земле.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Климов штурман кунти хулари больницӑра вилнӗ, вӑл экспедиципе каякансенчен пысӑк ҫӗр ҫине ҫитнӗ пӗртен-пӗр ҫын.

Здесь умер в городской больнице штурман Климов, единственный участник экспедиции, добравшийся до Большой земли.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам ҫырса парсаттӑм эпӗ, ытла хӑрушӑ хут, вӑл тӗрӗссине нимӗнпе те ӗнентереймен пулсан, эпӗ хамах ҫӗр шӑтӑкне сиксе ҫухалнӑ пулӑттӑм.

Я написал заявление, очень рискованное, — я бы сам полетел вверх тормашками, если бы мне не удалось его подтвердить.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Курӑр ӗнтӗ, — терӗ Р. малалла, — нимӗҫсен шыв айӗнче ҫӳрекен кимми Ҫӗнӗ Ҫӗр таврашӗнче пирӗн самолетсене те персе пӑхрӗ, акӑ ӑҫта ҫитрӗ эппин вӑрҫӑ.

— Представьте же себе, куда докатилась война, — продолжал Р. — если не так давно у Новой Земли немецкая подводная лодка обстреляла наши самолёты.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Маншӑн тертленнӗ, мана сипленӗ. Унӑн Бертӑна пытаракан ачисене тӳлемешкӗн те ҫӗр грамм ҫӑкӑрӗ пулман».

«Обо мне заботились, меня лечили. А у неё не было ста граммов хлеба, чтобы заплатить мальчикам, похоронившим Берту».

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Петя майор марччӗ-ха, ҫинчен тата ачасене тивекен ҫӗр грамм ҫӑкӑра Петя вӑрлама пултарасса шухӑшлама та ҫук.

Но Петя был не майор, да и невозможно было представить, что Петя способен украсть сто граммов у голодных мальчишек.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ӗҫленӗ ҫулсене эпӗ хама сывлӑшра ҫӗр ҫинчинчен лайӑхрах туйма хӑнӑхнӑ.

Но за годы работы я привык лучше чувствовать себя в воздухе, чем на земле.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ултӑ уйӑх хушши ҫӗр ҫинче ирттертӗм эпӗ!

Шесть месяцев я провёл на земле!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта пӗр ҫӗр ҫынна яхӑн выртать.

Здесь лежало около ста человек,

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн халӗ пӗр кӑмӑлпа, ҫав хул айне хӑпартса кӑларнӑ костыльсене ывӑтса ярса, хама канӑҫ та телей кӳрекен ҫӗр ҫине выртас килнипе кӗрешмеллеччӗ.

потому что бороться нужно было только с одним непреодолимым желанием — отшвырнуть костыли, натёршие мне под мышками водяные мозоли, и опуститься на землю, которая была покоем и счастьем.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫӳлте пуринчен ытла эпӗ сана кансӗрлерӗм пуль ӗнтӗ, — терӗм эпӗ, хамӑн сассӑм хӑрушшӑн илтӗннине туйса, ҫапах та ним пулман пек каласшӑнччӗ-ха эпӗ — Ҫӗр ҫинче эпир иксӗмӗр Орестпа Пилад пулсаттӑмӑр.

— Можно подумать, что я больше всего мешал тебе в воздухе, — сказал я, чувствуя, что у меня страшный голос, и всё ещё стараясь говорить хладнокровно. – А на земле мы были Орестом и Пиладом.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

…Хам самолетӑмпа вӗҫнӗ чух эпӗ ҫӗр ҫинче ҫапӑҫакан ытти салтаксем эп курнине пӗри те курмаҫҫӗ пек туйӑнатчӗ.

…Как с борта моего самолёта я видел то, чего не видел — так мне казалось — ни один участник войны на земле.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑрман ҫийӗпе те, тинӗс ҫийӗпе те, хир-хир урлӑ та пӗтӗм ҫӗр урлӑ вӗҫсе иртӗп эпӗ.

Я жив, я над лесом, над морем, над полем, над всей землёй пролечу!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Е сулахай, е сылтӑм ҫунат айӗнчен ҫӗр курӑнкалани палӑрать.

Земля вставала то под левым, то под правым крылом.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам эпӗ ялти килкартишӗнче, сарай патӗнчи утӑ ҫинче выртаттӑм та, ҫав туйӑм хам айӑмри курӑк чиккеленипе, утӑ шӑрши кӗнипе, хама упраса тӑракан ҫӗр вӗлермӗ тенипе ҫӗкленчӗ пулас.

Я лежал у сарая, на сене, в деревенском дворе, и мне казалось, что это чувство идёт от покалывания травинок, от запаха сена, от земли, на которой меня не убьют.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Майӗ ҫукчӗ те чӑтасса, анчах ҫӗр ҫине анса ҫитес чух хама хам тытма пултартӑм.

Это было невозможно, но мне как-то удалось сделать перелом над самой землёй.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытла тӗттӗм ҫӗр пулчӗ, «раменскри пек» тӗттӗм терӗ вара ҫавна Лури.

Ночь была тёмная, «раменская», как назвал её Лури.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсӗ ҫӗр ҫул ҫывӑратӑн.

— Ты сто лет спишь.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Ладога кӳлли ҫийӗн вӗҫетӗп, тата темиҫе кунтан ҫавӑн тӑрӑх Ленинград ҫыннисене лартнӑ машинӑсем «Пысӑк ҫӗр ҫине» куҫса кайӗҫ, Ленинградалла ҫӑкӑр та ҫӑнӑх турттарӗҫ.

Я лечу над Ладожским озером, по которому через несколько дней пройдут первые машины с ленинградцами на Большую землю, с хлебом и мукой — в Ленинград.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех