Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тултарнӑ (тĕпĕ: тултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Киле!.. — хыттӑн кӑшкӑрчӗ Григорий, ҫынсемпе чыхса тултарнӑ камерӑсен алӑкӗсене уҫа-уҫа пӑрахнӑ май аллинчи ҫӑраҫҫи ҫыххине силлесе.

По домам!.. — зычно кричал Григорий, распахивая двери густо набитых камер, потрясая связкой ключей.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӳпсе тултарнӑ та палкатӑн темтепӗр!

Залил зенки-то и несешь неподобное!

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Темтепӗр суя сӑмаха илтсе тултарнӑ та, халӗ сӳпӗлтететӗн чӗлхӳпе, хӗрарӑм хӑраххи.

Брехнев наслухался и трепешь языком, как баба!

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн пуҫри мулаххайӗ пекех хӗрлӗ пичӗ ытла та ним тума пӗлми хыпӑнчӑк сӑнлӑ, тарӗ шӑпӑр-шӑпӑр тӑкӑннӑран сухалӗпе кӑшт хӗрлӗрех усӑк мӑйӑхӗ вӗсем ҫине вӗтӗ шӑрҫа сапса тултарнӑ пек курӑнаҫҫӗ.

Красное, под цвет малахая, лицо его было так растерянно, пот омывал его так обильно, что даже борода и пониклые рыжие усы были осыпаны будто мелким бисером.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тапранса кайсанах лаши юр вӗҫтерсе тултарнӑ сӑвӑр шӑтӑкӗнчен такӑнчӗ.

В первую минуту под ним споткнулся конь, попав ногой в заваленную снегом сурчину.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шыв сӑхса тултарнӑ юр тӑпра таранах путса анать.

Напитанный водой снег проваливался до земли.

XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫакӑн чухне вӑл ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче тытса илнӗ пуйӑс ҫинчен хӗрарӑм кӗпи-йӗмӗ тултарнӑ карҫинкка йӑтса тухрӗ.

Тогда же в отбитом поезде захватил он корзину с дамским бельем.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шӑнтса пӑрахнӑ пек вӗттӗн чӗтреме пуҫланӑ Пантелей Прокофьевич юнашар пӳлӗмри сак тӑрӑх атӑ ҫиппине, ӑптрисене, хурӑн пӑта тултарнӑ пӗчӗкҫӗ банкӑна тӗлсӗррӗн вырӑнтан-вырӑна куҫаркаларӗ, сехӗрленсе ӳкнӗ, хӗсӗннӗ куҫӗсемпе ҫине-ҫинех чӳречерен пӑхса илчӗ.

Пантелей Прокофьевич в мелком трясучем ознобе бесцельно передвигал по лавке в бокоуше дратву, шилья, баночку с березовыми шпильками и все поглядывал в окно сузившимся, затравленным взглядом.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Дон леш енче хӗрарӑмсем кӑмӑшка юхтарса тултарнӑ та, тем усал ан туччӑр тесе, ӗҫтереҫҫӗ, тет, вӗсене.

— Задонские бабы дымки наварили, поют их, чтоб лиха им не делали.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аллине яка пӗрчӗллӗ тулӑ тултарнӑ пӳлмене чиксе, пӳрнисем хушшинчен шултра пӗрчӗсене юхтарса, вӑл чылайччен кӗлетре тӑчӗ.

Он долго стоял в амбаре, сунув руку в набитый пшеницей-гарновкой закром, процеживая сквозь пальцы ядреное зерно.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мучисен шинелӗсем ҫинче Ловчӑпа Плевна патӗнче паттӑррӑн ҫапӑҫнӑшӑн панӑ хӗрессемпе медальсем ылтӑнӑн-кӗмӗлӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ; вӗсенчен кӑшт ҫамрӑкрах казаксем Геок-Тепе, Сандепу, Германи вӑрҫинче — Перемышль, Варшава, Львов патӗнчи хӑюллӑ атакӑсемшӗн илнӗ хӗрессем ҫакса тултарнӑ.

У дедов на шинелях блистали золотом и серебром кресты и медали за Ловчу и Плевну, казаки помоложе были густо увешаны крестами, выслуженными за лихие атаки под Геок-Тепе, Сандепу и на германской — за Перемышль, Варшаву, Львов.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗррипе тан япала чыхса тултарнӑ урапари ҫыхӑсем ҫинче, ҫӳхе тутине чӑмӑртаса, Дарья ларса пычӗ.

На бричке, набитой доверху, на узлах сидела, поджав тонкие губы, Дарья.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хутора кӗрес умӗн вӑл нимӗҫ салтакӗнчен туртса илнӗ винтовкӑна ларкӑч айӗнчен кӑларчӗ те шал енчен черниллӑ кӑранташпа темтепӗр ҫырса-тӗрлесе тултарнӑ ҫакки ҫине пӑхса илчӗ, тинех чунӗ лӑпланнӑ пек кӑшкӑрса каларӗ:

Не доезжая хутора, из-под сиденья достал отбитую винтовку, поглядел на ремень, исписанный изнутри чернильным карандашом, облегченно крякнул:

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑпӑкланса, палкаса юхнӑ чарусӑр Рейса, хумӗсемпе ҫӳллӗ ҫырана ҫапӑннӑ, тавралӑха шӑв-шавпа тултарнӑ.

Бежит непокорная Рейса, пенится, клокочет, ударяет волной в высокие берега, наполняет гулом и ревом округу.

Шуйттан кӗперӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ачасем ҫуратса тултарнӑ.

Понародились дети.

Шкул // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Вӗтӗр-шакӑр ачасем шӑтӑкӑн пӗр енӗпе ывӑтса тултарнӑ нӳрӗ тӑмлӑ тӑпра ҫинче кӗшӗлтетеҫҫӗ; казаксем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пуҫтарӑнса тӑнӑ та тыткӑна илнисене вӗлерес пирки хӗрсе сӑмахлаҫҫӗ, хӗрарӑмсем хурланчӑклӑн пӑшӑлтатса калаҫаҫҫӗ.

Ребятишки топтались по сырому суглинку насыпи, накиданной с одной стороны ямы; казаки, сходясь, оживленно обсуждали предстоящую казнь; бабы горестно шушукались.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан, Дураццо хулинчен, палланӑ ҫынсен ячӗпе Каргин хуторне Албанири кӑвак ту-сӑртсене ӳкернӗ, тӗлӗнмелле штампсем ҫапса тултарнӑ почта карточкисем килсе тӑма пуҫлаҫҫӗ.

Оттуда, из Дураццо, приходили в Каргин на имя знакомых его почтовые карточки с голубыми нагорными видами Албании, со странными штемпелями.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Утсен йӗнерӗсем похода ҫӳремелли кутамккасемпе мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ, урхамахсемпе хутаҫсене апат-ҫимӗҫ; кӗпе-йӗм, фронтран илсе тухнӑ патронсем чыхса тултарнӑ.

Седла пухли походными вьюками, в тороках и сумах — харчи, бельишко, запасенные с фронта патроны.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем умӗнче, чукмар пуҫлӑ туйи ҫине тайӑнса, регалисем ҫакса тултарнӑ кӑвак мундирлӑ Гришака асатте тӑрать.

Впереди них, в сером парадном мундире с регалиями, слег на шишкастый костыль дед Гришака.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шкул патӗнче халӑх хӗвӗшет; хӗрарӑмсен шурӑ тутӑрӗсемпе юбкисем, чыхса тултарнӑ пек ҫӑран кӗшӗлтетекен казаксен хура ҫурӑмӗсем палӑраҫҫӗ.

У школы толпился народ, белели бабьи платки и юбки, густо чернели казачьи спины.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех